Польчăмăр
Polandball (Польчăмăр) — тетел-мем, ăна пĕрремĕш /INT/ нимĕçсен Krautchan.net уйрăмне хутшăнакан имиджбордсем 2009 çулăн иккĕмĕш пайĕнче кĕртнĕ. Çак мемпе чылай тетел-комиксĕ тунă, унти персонажсем тĕрлĕ çĕршывсене наци ялавĕпе пĕр пек чăмăрпа (countryballs) палăртаççĕ. Polandball/Польчăмăр çак комиксенче чи тăтăшрах тĕл пулаканни пулать.
Кун-çулĕ
тӳрлет2009 çулхи çурла уйăхĕнче поляк хутшăнавçисемпе ытти тĕнчери хутшăнавçăсем хушшинче drawball.com сайче çинче пулса иртнĕ кибервăрçă хыççăн Polandball’ ят çуралнă. Çак сервис чăмăр ĕлкиллĕ виртуаллă пусма çине сăрлама — урăххисем ӳкернисем çине те — май парать. Поляк тетел-хутлавĕнче чăмăр çине Польша ялавне ӳкерес ĕмĕт çуралнă, çакна ĕнтĕ пин-пин поляк тăрмашăвĕпе туса хунă. Вĕсем пĕтĕм пусмана ярса илме пултарнă, шурăпа тата хĕрлĕпе сăрланă та варринче «POLSKA» сăмах çырнă. Анчах та , кунта 4chan имиджборда хутшăнакансем кĕнĕ те поляксен ӳкерни çийĕн питĕ пысăк свастика хунă.[1][2]
Countryballs
тӳрлетСăн пухăмĕ
тӳрлет-
Австралие тăтăшах пăкă шлепĕпе кăтартаççĕ
-
Америка хĕвелтен хӳтĕлекен куçлăх тăхăнать, çак унăн “чăрсăрне” палăртать
-
Бразили пĕрмаях португалла кулать: HUAHUEHUAHUE
-
Аслă Британин историлле версийĕ
-
Каталони тата çĕршывăн ытти пайĕсене уйрăм чăмăр евĕрле кăтартаççĕ
-
Чăмăрсем евĕрле Киви-чăмăр тата киви вĕçен кайăка çеç маар палăртаççĕ
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Orliński, Wojciech. Wyniosłe lol zaborców, czyli Polandball (Polish), Gazeta Wyborcza (16 January 2010). Тĕрĕсленĕ 25 Пуш уйӑхӗн 2012.
- ^ Zapałowski, Radosław. Znowu lecą z nami w... kulki (Polish), Interia, Cooltura (15 February 2010). Тĕрĕсленĕ 22 Пуш уйӑхӗн 2012.
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокKYM
не указан текст
Каçăсем
тӳрлет- Polandball Викиампарта
- Krautchan.net 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Polandball на сайте Knowyourmeme.com
- Тред о Polandball на militaryphotos.net
- Polandball на Reddit.com