ВикинкăсемСкандинавири хĕçпăшаланнă морякĕсем. VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа Европăри патшалăхсен тинĕс хĕрринчи çĕрĕсене тустарнă, аркатнă, унтах хăйсен колонийĕсене никĕсленĕ. Çак тапхăра (эпохăна) VIIIXI ĕмĕрсенче скандинавсен экспансийĕ питĕ анлă пулнăран хăшпĕр историксем «викинкăсен тапхăрĕ» тесе палăртаççĕ.

Викинкăсен ладьи (паянкунхи ӳкерчĕк)

Истори

тӳрлет

Викинкăсем çинчен чи пĕрремĕш анкăл-сакс хроникисенче çырнă, çак тинĕс вăрă-хурахсем 787 çулта Дорсетри Портленд çине тапăннă пулнă. Тепĕртакран, 793 çулхи çĕртме, 8, вĕсем Нортумбрири Линдисфарн утравĕнчи анкăл-саксăсен таса Кутберт мăнастырĕ çине тапăннă. Малалла нормансем татăçах Шотландине, Англине, Ирландине, çаплах кăнтăралла та —Францине, Испанине тата Италине çитсе çӳренĕ. IX ĕмĕрте тухăçра швеци викинкĕсем (варяксем) славянсемпе финн-укăр халăхĕсен çĕрĕсене те пырса кĕнĕ. Скандинави купсисемпе текĕрчĕсем скандинави кнеçĕсем ертсе пынипе Атăлçипе Днепраялне те çитеççĕ, Висантипе арапсен Каспиçум хулисем çине харçасемпе кайнă. Швеци варякĕсен текĕрчĕсем Владимирпа Ярослав Чулхула кнеçĕсен тапăну вăйĕсем пулса тăраççĕ. Малтан вĕсем уйрăм ушкăнсемпе тапăнса-çаратса çӳренĕ пулнă, IX ĕмĕр пуçламăшĕнче скандинавсен патшалăх тытăмĕсем çирĕпленсен викинкăсем пысăк çарсемпе харçăсене çӳренĕ. Вĕсем ĕнтĕ ют çĕрсене çаратнă çеç мар, çав çĕрсене туртса илме тытăннă. Анкăл-саксăсен патшалăхĕсене тата Англин анăçпа çурçĕр пайĕсене оккупацилени Дани викинкĕсен чи ăнăçлă харçи пулать. Уэссексăн патши Аслă Альфредăн датчансемпе мир хучĕ çырма тивнĕ, вĕсен Британири çĕрĕсем пуррипе килĕшнĕ. Викинкăсен Акăлчан çĕрĕнчи тĕп хули Йорк пулса тăрать. Датчансемпе норвегсем Ирландире те чылай çĕрсене ярса илнĕ. Вĕсем, сăмахран, икĕ çĕрçуллăх тапхăрĕпе Дублинра хуçаланнă. Франксен патшисем норман текĕрĕсен ертӳçĕсемпе пĕрлĕхсем тунă. Çапла, датчансен конунгĕн пĕр тăванĕ Фризи çĕрĕсен тăранĕ пулса тăрать, тепри — Хастейнĕ — Шарт графĕ пулать. 863—911 çулсенче Хрольф Çуранçӳрен викинкĕ Нейстрири франксен çĕрĕсене туртса илсе Нормандире пĕрремĕш херцăк Роллон ятпа хуçаланма тытăнать. Скандинавсем чаплă тинĕсçӳревçисем шутланнă, вĕсем Исланди, Гренланди çĕрĕсене, Фарерпа Шотланди утравĕсене çитсе уçнă, колонизациленĕ. Тĕпчев ĕçĕсем тăрăх паллă, викинкăсем Европа çыннисенчен пĕрремĕшĕсем Çурçĕр Америка çыранĕсем патне çитнĕ. XI ĕмĕрте Европăн çурçĕнче Христос тĕнĕ аталана пуçланнă, ăру-йăх йăлисен вырăнне феодаллă хутшăнăвĕсем мала тухнă, викинкăсен авалхи йăлисем улшăнма, çĕнелме тытăннă. Малалла нормансен текĕрĕсен харçисем сахалланса пынă, вĕсем майĕпен лăпкăлăх пурнăçа кĕнĕ.

Тĕнĕ, культури

тӳрлет

Авалхи сканндинавсен пантеонĕ

тӳрлет

Рунăсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Этимологи

тӳрлет

«Викинк» термин ăçтан пулса тухни паллă çук. Хăш тĕпчевçĕсем ăна авалхи скандинави сăмахĕ vík — кӳлмек, тинĕс пырĕ пулать теççĕ. Ing аффикс хушсан, кӳлмекрен тухнă çынна куçать. Çапла ĕнтĕ, viking — кӳлмек çынни. Çавăн пеекех, «викинг» сăмахран вырăссен «витязь» (Фасмер ăнлантарнă май, славян *vit|e,ʒjr'|, иккĕленӳсĕрех, герман *víking-, ĕлĕххи исланди víkingr; ватă *vic|e,ʒjr'| диссимиляци хыççăн *vit|e,ʒjr'| (тĕсл. ц — це́рковь, цата тата ытти) куçать. Паянхи «викинк» терминĕ хăйĕн палăртăвĕпе авалхи скандинавсен тепĕр терминĕпе çывăх — «нормансем» (çурçĕр çыннисем).

Археологи

тӳрлет

Осберг курганне чавни

тӳрлет

1903 çулта Осбергра викинкăсен пытару карапне тупнă, 1904 çулта ăна çӳле хăпартнă. Ăна çӳлтен каснă чул çине вĕренпе çыхса хунă, аялтан тăмлă урай тытса тăнă. Карапа çӳл енчен чулсемпе таччăлатнă, хыççăн çӳлтен торфăран курган купаланă. Çапла вара карап патне сывлăш кĕме пултарайман. Курган ăшĕнче ӳсен-тăрансем сыхланса юлнă. Анчах та корпусĕ чулсемпе арканнă пулнă, карапăн сăмсине кургана пуртăпа ватса кĕнĕ вăрăсем çĕмĕрнĕ. Çын кĕлетки шăммисене салатса пăрахнă, хаклă япалисем çухалнă. Çак карапа 800 çулнă хунă пулас. Çĕр айĕнчен кăларнă карап çав тери ишĕлчĕклĕ пулнă. Вăл пин ванчăклă пулнă, çапах та юманĕ тачă та çирĕпех юлнă. Тинĕс инженерĕсем кашни ванчăка виçнĕ, хыççăн пуçтарас шутпа нумерленĕ. Йывăçлă пур пайĕсене типĕтнĕ, малтанхи евĕрлĕ тунă. Пĕтĕм хытарчăкĕсене, фиксировавшие борта, кăларса илсе карапа йывăç муляжпа реконструкциленĕ. Ăна ятарласа тунă ангарта реставрациленĕ, кайран Осло хули çумĕнчи викинкăсен карап музейне куçарнă.

Гокстад курганне чавса пăхни

тӳрлет

1880 çулта Гокстадăн пĕр курганĕнче, Вестфольд патĕнче, чиперех упранса юлнă карап тупнă. Карапĕ сывлăш кĕмен тăм ăшĕнче тарăнра ларнă пулнă, çавăнпа ĕнтĕ йывăçĕ çĕрсех кайман: форштевеньпа корма çеç тăпраланнă. Йывăçран тунă корпусĕ хуралланнă, хырлă урайĕ те сосновой древесины остался нетронутым. Тимĕр хытаркăчĕсен çуррийĕ майĕ лайăхах упраннă, вĕсене карапа реставрациленĕ чух ĕçе кĕртнĕ. Çак карапа 850çулта хунă пулас.

Каçăсем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет