Планлă
Планлă (выр. Артемьевка е Булантамак), — Ăренпур облаçĕн Абдулино районĕнчи ял. Кунта првослави тĕнĕпе (çурри тейĕпĕр) тата ислам тĕнĕпе (тепĕр çурри) çыхăннă çынсем пурăнаççĕ. Апла пулин те пурте чăвашла калаçаççĕ.
Планлă
Планлă
|
Истори
тӳрлет1790-мĕш çулта Пелепей уесĕнчи (Крыкнарат, Дюртюли ялĕсенчи) чăвашсем никĕсленĕ. Тепĕр твата çултан (1794) кунта Пĕкĕлме уесĕнчен татах сынсем килнĕ. XVIII ĕмĕрте Оренбург кĕпернин, каярахпа Самар кĕпернин Пăхăрăслан уесне кĕнĕ. Кунта пурнакансем патшалăх хресченĕсем шутланнă.
Чăвашла калаçакансенчен çурри православ, çурри мăссăльман плнине кура, ак çапла шухăш кăларса тăратнă[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Часть чувашей села Артемьевки в конце 19 — начале 20 века прешла в мусульманство и, соответственно, стала называться (в т.ч. и официально) татарами. Однако эти мусульмане из поколеня в поколение продолжали говорить на чувашском же языке, да и по целому ряду моментов их духовная культура, несмотря на требования ислама, оставалась чувашской. К примеру, здесь на похоронах не возбраняется присутствие женщин, хотя кладбища и раздельные в селе. И свадьбы играют по чувашским обрядам, и песни поют в гостях чувашские. На вопрос: "Кто вы по национальности?" — здесь обычно отвечают: "Я татарин, а вообще-то я чуваш", подтверждая тем самым двойственный характер своего этнического самосознания.<Куçару: Планлă чăвашĕсенчен пер пайĕ 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ислам йышăннă та вара хăйсене "тутар" теме пуçланă (вăл шутра — официаллă майпа та). Анчах та çак мăссăльмансем малашне те ăруран ăрăва чăвашлах калаçнă, ăс-хакăл культури те чылай енĕпе , ислам ыйтнине пахмасăр, чăващлах пулса юлнă. Сăмахран, кунта виле пытарнă чух хĕрарăмсем пулнине чармаççĕ, — масарсем уйрăм пулин те. "Нацилĕхпе эсĕр кам?" текен ыйту çине: "Эп тутар, çапах та чăвашах" тесе хуравлаççĕ, çапла вара хăйсен этносла ăстăнĕ иккĕлле пулнине çирĕплетеççĕ.>
Анчах та урăхла шутлакансем те пур (Е.А.Ягафова)[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)С 1880-х гг. часть населения исповедовала мусульман. религию. В нач. 20 в. более 40% чувашей (379 чел.) официально перешло в ислам. В наст. время в селении проживают православные чуваши и отатарившиеся потомки чувашей-мусульман.<Куçару: 1880-мĕш çулсенчен пуçласа çынсен пĕр пайĕ мăссăльмана тухма пуçланă. 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче 40% ытла чăваш официаллă майпа ислама куçнă. Хальхи вахăтра православилле чăвашсемпе мăссăльман-чăвашсен тутара тухнă тăхăмĕсем пурăнаççĕ.>
Кунти мăссăльмансем чăвашлах калаçнине Е.А.Ягафова та йышăнать, вĕсем "мăнкун" вырăнне "çураçма" тенине палăртать.
2002-мĕш çулхи çырсатуху кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, Кăрмире 30% тутар шутланнă[3]. Ку цифрăсем шăпах ĕнтĕ чăвашла калаçакан, анчах кăштах ислам тĕнĕпе пурăнакан çынсене палăртаççĕ.
Тетелте те, ытти çĕрте те тутар ялĕсене асăнса тухакан энциклопедисем тата ытти çавăн пек хыпар пуххисем нумай. Анчах вĕсенчен пĕринче те Планлă ялне тутар ялĕ пек кăтартмаççĕ. Ун пирки аса та илмеççĕ тесен те йăнăш мар.
Ял йышĕ, тытăмĕ
тӳрлет2010-мĕш çулта ялта 569 çын пурăннă.
Урамсен вырăсла ячĕсем: улица Восточная, улица Горная, улица Камышла, улица Кустанайская, улица Мельничная, улица Михайловка, улица Михайловская, улица Молодежная, улица Московская, улица Новая, улица Полевая, улица Садовая, улица Советская, улица Школьная[4]. Чăвашла ятсем паллă мар.
Çутĕç тата культура
тӳрлет
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)в Артемьевке, где половина жителей мусульманизированные чуваши, до 1960 гда преподавались и чувашский, и татарский языки, а сегодня обучение ведётся по программе русских школ[5].<Куçару: Çур ял мăссăльмана тухнă чăвашсенчен тăракан Планлăра, 1960-мĕш çулччен чăваш чĕлхине те, тутар чĕлхине те вĕрентнескерте, паян вырăс программипе вĕрентеççĕ.>
Паллă çынсем
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
- Жакмон А. Чуваши в Оренбургской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
- Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
- Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
- Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Иванов В. П. [Современные национально-культурные прцессы: особенности, проблемы и перспективы. // Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989. — С.32.
- ^ Ягафова Е.А. АРТЕМЬЕВКА, Поланла (Булантамак) . — Электронла чăваш энциклопедирен.
- ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
- ^ Подробная карта Артемьевки с улицами и номерами домов.(ĕçлемен каçă)
- ^ Иванов В.П. Асăннă статья. — С.37.
Каçăсем
тӳрлет- Карттă.
- Планлă. Видео.
- Планлă ялĕ пирки. 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ÿсмел. 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ÿсмел пирки кĕскен.
- Краткая информация о Николькино.
Ку Ăренпур облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |