Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Новолетники (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Новолетники (выр. Новолетники) — Иркутск облаçĕн Зима районĕнчи ял.

Ял
Новолетники
Новолетники
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Иркутск облаçĕ
Муниципаллă район Зима
Ял тăрăхĕ Новолетники
Координатсем 53°37′11″ с. ш. 101°50′45″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Ял  Ял
Лаптăк паллă мар çм²
Наци йышĕ Чăвашсем, вырăссем
Конфесси йышĕ христиансем
Этнохороним новолетникисем
Телефон кочĕ +7 +7 83846
Почтă индексĕ 653241
ОКАТО кочĕ 32 222 824 005
Новолетники (Раççей)
Точка
Новолетники (Иркутск облаçĕ)
Точка

Кунçул

тӳрлет

Интернетран[1]:

  Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш чӗлхин» чӗрӗ урокӗ иртнӗ. Ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ, «Юхтӑр юрӑ» ҫемье ансамблӗн ертӳҫи Валентина Ягшимурадова тата Зинаида Ковалева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленӗ. «Юлташ» автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене чӑваш алфавичӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш сӑмахӗсене калама хӑнӑхнӑ. Йӑлара тӗл пулакан япала ячӗсемпе паллашнӑ. Чӑваш тумтирӗн тӗрри-эрешӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ вӗсене.

Вероника Тимофеева шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашла вӗрентмесен чӗлхе ҫухалӗ. Чӗлхене ҫемьере ҫеҫ мар, шкулта та вӗрентмелле. Унта ачасем ҫырулӑха, грамматикӑна, професси тата ӗҫ калаҫӑвне хӑнӑхаҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл.

Новолетники ялӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркине те унтисем манса ӗлкӗрмен иккен-ха. Анчах вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата тӳре-шара кӑмӑл тусан чӑвашла вӗрентес ӗҫе йӗркелеме автономи пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ Вероника Тимофеева. Масляногорск ялӗнче чӑваш чӗлхине пилӗк ҫул ӗнтӗ факультатив йӗркипе вӗрентеҫҫӗ.

 

В. М. Алексеев çырса хунисем

тӳрлет

1950-мĕш çулсенче Новолетники ялне чăвашсен черетлĕ юхăмĕ килсе лекнĕ. Вĕсен шутĕнче — Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртрен те. Вячеслав Михайлович Алексеев (1946 çç.) — çав юхăмри çынсенчен пĕри. Вăл кунта ашшĕ-амашĕпе пĕрле килнĕ.

Вырăнти шкулта вĕренсе пĕтерсен ăна хайне кунта вĕрентевçĕ пулма шаннă. 1967-мĕш çулта Чăваш патшалăх университетĕнче куçумăн мар вĕренме пуçланă, истори вĕрентевçи пулма. Малалла вăл Çĕпĕртен таврăнса Чăваш республикинчи Сăкăт ялĕнче пурăнма пуçланă, ялти шкулта истори вĕрентнĕ.

Вячеслав Михайлович хăй ÿссе çитĕннĕ Новолетники пирки хут çине çав тери кăсăклă хыпарсем çырса хунă. Вăл хыпарсем 2016-мĕш çулта Шупашкарта тухнă «Их имена прославили деревню» кĕнекере (авторĕсем Салмин А. Н., Павлова А. А.) пичетленсе те тухнă[2].

Чкалов урамĕнче пурнакансем, В. М. Алексеев çырнă тăрăх
  • Еливанов Павел Миронович, ун арăмĕ Еливанова (Толстова) Анна, Çĕнĕ Ахпÿртрен. Ачисем — Геннадий (1938), Николай (1947), Пётр (1950), Мария (1952), Маргарита (1954), Валерий (1956). Павел Миронович аппашĕ Васса.
  • Васильев Алексей Григорьевич. Арăмĕ Васильева (пыркина) Елена павловна, хĕр чухне Кошкина (Палля Елюкĕ). Алексей Григорьевич амăшĕ — Чĕкеç. Ачасем — Елизавета (1944), Наталия тата иккĕн (ячĕсене маннă). Елена Павловна аппăшĕ — Анна.
  • Ласточкин Анатолий (малтанхи юхăмран. Арăмĕ Рыбкина Зинаида Алексеевна (Рыбкин Алексей Никитич хĕрĕ. Ачисен ятчĕсене маннă.
  • Крнилов Трофим Григорьевич — А. Г. Васильевпа пĕртăван. Арăмĕ — Корнилова Мария Фёдоровна, Фёдор Волков (Митта) хĕрĕ, Илья Фёдорович Волковпа пĕртăван. Ачисем: Владимир, Çĕпĕре килмен, шупашкарта юлнă, авланнă. Анна, Валентина, Василий, Раиса, Николай, Римма (1946), Геннадий (1948)
  • Пыркина Иван Константинович. Пĕрремĕш арăмĕ — Ксения Петровна Жеребцова (Анат Туçаран). Иккĕмĕш арăм — Вера (Вирук) Петрова (ывăлĕ Николай). Пĕрлехи ачисем — Юрий (1950), ... Николай Петров
  • Арланов Михаил Константинович. Амăшĕ Новолетникине килсен вилнĕ. Арăмĕ Арланова (Пыркина) Елена Константиновна. Ачисем Алексей (1952), Валентина (1953), галина (1956), Николай (1959), Геннадий (1961).
  • Игнатьев Иван Александрович. Арăмĕ Игнатьева (Кошкина) Матрёна Федотовна. Ачисем Николай (1947), Радий (1950), Римма (1952)

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем[3]

тӳрлет
  • Валентина Павловна Ягшимурадова, ялти КДЦ пуçлăхĕ
  • Никифорова, Олеся, Шупашкарта эстрада фестивальне хутшăннă.
  • Кожевникова, Александра, ялти сутăçă.
  • Людмила Алексеевна Елеванова, 1961-мĕш çулта Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçса килнĕ.
  • Иванова,Трозида, 1950-мĕш çулта Алших поççолăкĕнчен (хăй каланă тăрăх) куçса килнĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Максимов, Леонид Сергеевич. Чуваши Восточной Сибири / Л. С. Максимов; [предисл. А. И. Васильева, А. И. Иванова]. - [Иркутск, 2006] (Тип. "На Чехова"). - 234 с., [16] л. фот., цв. фот. : портр., фот., ил., табл.
  • "Юлташ" из далекого Иркутска : [об издании чуваш. газ.] // Совет. Чувашия. - 2004. - 7 авг. - С. 1.
  • Максимов, Л. Чувашская диаспора Приангарья // Максимов, Л. Чуваши Восточной Сибири / Л. Макимов. – Иркутск, 2006. – С. 10.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Ташней, Таисия. Чӑваш чӗлхи: Иркутск тӑрӑхӗнчи ялта чӑваш чӗлхи урокӗ иртнӗ — 10.02.2020 20:54
  2. ^ Салмин А. Н., Павлова А. А. Их имена прославили деревню. Шупашкар, 2016
  3. ^ Гергесова, Лидия. Новолетники: село, где растет хмель и варится настоящее чувашское пиво(ĕçлемен каçă) — «СМ Номер один» валли. Фото авторăн, СМ Номер один , № 16, апрелĕн 28-мĕшĕ, 2016

Каçăсем

тӳрлет