Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ


Мускав патшалăх М. В. Ломоно́сов ячĕллĕ университечĕ (МПУ) — Раçейĕн малта пыракан пысăк вĕренӳ аслă шкулĕ, тăван çĕршывăн ăслăхпа культура центрĕ, Раççейĕн ватă университечĕсенчен пĕрри.

Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ
(М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ)
Entrada al edificio principal de la Universidad Estatal de Moscú.jpg
Тăван çĕлĕк «Московский государственный университет им. М. В. Ломоносова»
Йыхрав Наука есть ясное познание истины, просвещение разума
Никĕсленĕ çул кăрлач, 23 1775
Ректор В.А. Садовничий
Юридици адресĕ 119992, Мускав, ГСП-2, Ленинские горы, М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ
Сайт http://www.msu.ru

Университет паянПравить

 
МПУ-н пĕрремĕш вĕренӳ корпусĕ
 
Моховая урамĕнчи МПУ çурчĕ

2008 çулта МПУ Тĕнчери университетсен академи рейтингĕнче 70-мĕш вырăна хăпарать. Times Higher Education тĕнче рейтингĕпе килĕшӳллĕ, 2009 çулта МПУ тĕнчери университетсен йышĕнче 155-мĕш вырăа йышăнать[1].

Мускав Университечĕ çурални, аталанниПравить

Мускав Университетне 1755 çулта никĕслениПравить

Университета Елизавета патша хушнипе 1775 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускав хулинче М. В. Ломоносовпа И. И. Шувалов граф тăрăшнипе никĕсленĕ. Татьяна кунĕ (кăрлачăн 25-мĕшĕ) МПУ çуралнă кунĕ шутланать.


 
Мускав Университечĕн Хĕрлĕ лапамри Воскресенский хапха патĕнчи çурчĕ
 
Университетăн ватă çурчĕн çамки. О.Бове ӳкерчĕкĕ

Мускав Университечĕ XVIII ĕмĕртеПравить

XVIII çĕрçуллăхра университет йышĕнче виç факультет: философи факультечĕ, медицина факультечĕ тата право факультечĕ пулнă. 1812 çулта университет çумĕнче пулас студентсене хатĕрлеме колледж уçнă. 1779 çулта Михаил Херасков Ырă кăмăл пансиона уçать, ăна 1830 çулта гимнази тăваççĕ. Университет прессине Николай Иванович Новиков 1780-мĕш çулсенче йĕркелет. Университетре Раççей империн халăх чи кăмăллакан хаçат — Московские ведомости пичетленсе тухать.

Мускав Университечĕ XIX ĕмĕртеПравить

 
Университет 1820 ç.

Мускав Университечĕ XX ĕмĕртеПравить

Университет кампусĕПравить

МПУ Тĕп çурчĕПравить

Тĕп статья: МПУ Тĕп çурчĕ


1940 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче университета М. В. Ломоносов ятне панă. Университет уйрăмĕсем Севастопольте, Казахстанра, Пущинăра, Черноголовкăра вырнаçнă. МПУн ăслăлах вулавăшĕ — Раççейри чи пысăк вулавăшсенчен пĕри.

Пĕлӳ илнĕ паллă çынсемПравить

Университетрен вĕренсе тухнă çынсем хушшинче Нобель парни, Филдс парни лауреачĕсем, паллă политиксем, çав шутра патшалăх ертӳçисем пур.

Вĕренсе тухайманнисемПравить

Университет çумĕнче ĕçлеççĕ:

1992 çулта МПУ ректор ĕç вырăнне В. А. Садовничий академик йышăнать.

ФакультетсемПравить

1946-1951 çулсем хушшинче Мускав тулашĕнчи Долгопрудный хулинче МПУн физикăпа техника факультечĕ ĕçленĕ. Халĕ вăл — Мускаври физикăпа техника институчĕ (Патшалăх Университечĕ) ятлă.

Шаблон:МПУ факукльтечĕсем

ИнститутсемПравить

МПУ ректорĕсемПравить

Университета вĕренсе пĕтернĕ чăваш çыннисемПравить

Çав. пекехПравить

ВуламаллиПравить

А.А.Васькин, М.Г.Гольдштадт Московский университет на Моховой. — Мускав: Спутник +, 2004. — ISBN 978-5-93406-770-1

А.А. Васькин, Ю.И. Назаренко Сталинские небоскребы: от Дворца Советов к высотным зданиям. — Мускав: Спутник +. — ISBN 978-5-9973-0900-6

АсăрхавсемПравить

  1. ^ 2009 World University Rankings Архивленĕ 1 Раштав уйӑхӗн 2010 çулта.

КаçăсемПравить


Координатсем: 55°42′11″ с. ш. 37°31′50″ в. д. / 55.70306° с. ш. 37.53056° в. д. / 55.70306; 37.53056 (G) (O)