Логунов Анатолий Алексеевич
Логунов Анатолий Алексеевич, (1926, раштав, 30 Самар облаçĕ, Обшаровка сали — 2015, пуш, 1, Мускав, РФ) — физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, академик.
Анатолий Алексеевич Логунов | ||||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Anatoly Logunov - photo.jpg | ||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1926, раштав, 30 | |||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Обшаровка сали (халĕ Атăлçум районĕ, Самар облаçĕ, РСФСР, СССР | |||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2015, пуш, 1 | |||||||||||||||||
Ăслăх сфери: | теориллĕ физика | |||||||||||||||||
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1959) | |||||||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: | СССР ĂА академикĕ (1972) | |||||||||||||||||
Альма-матер: | МПУ физика факультечĕ | |||||||||||||||||
Ăслăх ертӳçи: |
А. А. Власов, Н. Н. Боголюбов | |||||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1926 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Обшаровка салинче çуралнă.
М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче (1951), аспирантурăра (1953) вĕренсе тухнă. Физик - теоретик. 1954 - 1956 çулсенче МПУ-ра ĕçленĕ. 1956 - 1963 çулсенче- Йĕтре Тĕпчевĕсен Пĕрлешĕннĕ Институчĕн теориллĕ физика Лаборатори директорĕн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ (ЯТПИ, Дубна хули, Мускав облаçĕ). 1963 - 1974 çулсенче - «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» (ПХФИ, Протвино хули, Мускав облаçĕ) директорĕ. 1974 - 1991 çулсенче - СССР Ăслăх Академин вице-президенчĕ. 1977 - 1992 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав Патшалăх Университечĕн ректорĕ.
1974 çултанпа — Протвино хулинче, «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» Патшалăх Тĕпчев Тĕпĕн тĕпчев ĕçĕсен ертӳçи, 1993 çултанпа - унăн директорĕ. Физикăпа математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1959), профессор (1961), Раççей Ăслăх Академин Академикĕ (1972), Пултарулăх Академин пайташĕ (Мускав), Тĕнчери Тĕпчев Академин академикĕ, «Теоретическая и математическая физика» журналăн тĕп редакторĕ, «Asia Pacific Peace Forum» журнал редакцин тĕнчери канашĕн пайташĕ.
Ăслăлăх ĕçĕсем
тӳрлетТемĕн чухлĕ тĕпчевлĕ тата ăслăлăх-ăнлануллă статьясем, монографисем хайланă. Паллăраххисем: «Основы аксиоматического подхода в квантовой теории поля», «Новая теория пространства - времени и тяготения», «Принципы квантовой теории поля», «Третий радужный мост (поиск мира и человека)».
Чыславсемпе парнесем
тӳрлет- Ленин парни (1970)
- СССР Патшалăх парни (1973, 1984)
- Социаллă Ӗç Паттăрĕ
- Ленин орденĕ (тăваттă хутчен)
- «За заслуги перед Отечеством» III-мĕш степеньлĕ
- «Хисеп Палли» орден
- «Поляр çăлтăрĕ» орден (Монголи)
- «Югослави Ялавĕ» орден (Югослави)
- «За заслуги перед наукой и человечеством» ылтăн медалĕ (Чехословаки)
- Ляпунов ячĕллĕ медаль
- Гиббс ячĕллĕ медаль
- Берлин, Братислава, Гавана, Карлов (Прага), София, Хельсинки тата чылай Япони университечĕсен Чыслă тухтăрĕ.
- Фундаментлă тĕпчев ĕçĕсен Институчĕн теори физикин Уйрăмĕн профессорĕ (Молизе, Итали).
- СССР политикăпа пĕрлĕх пурнăçне хастар хутшăннă: ССКП-ра 1960 çултанпа
- СССР Аслă Канашăн депутачĕ (1979 - 1989)
- ССКП ТК пайташĕсен кандидачĕ (1981), ССКП ТК пайташĕ (1986)
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетЛогунов Анатолий Алексеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Профиль Анатолий Алексеевич Логуновăн РĂА официаллă сайтĕнче
- Мы говорим МФТИ — подразумеваем ФОПФ! 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ..
- Логунов Анатолий Алексеевич. ИФВЭ 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ..
- 80 лет академику Анатолию Алексеевичу Логунову 2014 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ..
- Архитектор науки: Академику А. А. Логунову — 80 лет.
- Кафедра квантовой теории и физики высоких энергий 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.