Долгопрудный (хула тăрăхĕ)

(Долгопрудный ҫинчен куҫарнӑ)
Долгопрудный
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Мускав облаçĕ
Никĕсленĕ: 1931
Хула, çултан: 1957 çулхи юпа уйăхĕн 17
Халăх йышĕ, пин çын: 78, 4 (2006)
Хула лаптăкĕ: 30,7 км2
Геогр. анлăхĕ: 55°56′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 37°30′ х.т. д.

Долгопрудный, — Мускав облаçĕнчи хула. Хула ячĕ çывăхри пĕвесенчен пулса кайнă (Долгие /«вăрăм»/ пруды). Мускавран çурçĕрелле 18 çухрăмра ларать, чукун çулпа Савёловски вокзалтан çитме пулать. Кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Мускав, кăнтăр-хĕвеланăç енче — Химки, хĕвелтухăç енче — Мытищи хулисемпе çуммăн вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç енчи чикки Мускав ячĕллĕ шыв каналĕ тăрăх иртет.

Халăх йышĕ

тӳрлет

Хула шутне Хлебниково, Павельцово, Шереметьевски посёлоксем кĕреççĕ.

2006 çул пуçламăшĕнче хулара 78 415 çын пурăннă. Çавăн пекех 1938 çулта — 8 пин, 1970 — 53 пин, 1991 — 71,1 пин, 2004 — 74 пин пурăннă.

Хулара Мускаври физикăпа техника институчĕ (ПУ), ПАТП ГУП МО "Мострансавто", машинсене тăвакан предприяти (карапсене юсакан завод), хими завочĕ (çӳхе органикăн синтез завочĕ), театр япалисене кăларакан фабрика, кирпич завочĕ пур. Мускав — Савёлово чукун çул çинче хулара виçĕ чарăну вырнаçнă: Новодачнăй, Долгопруднăй, Водники.

Аэрологи тĕп обсерваторийĕ ĕçлет.

Театр, историпе ӳнер музейĕ, кабеллĕ телевидени пур.

Истори

тӳрлет

1931 çулта кунта дирижабльсен портне тата дирижабльсене хатĕрлемелли вырăна хывнă пирки «Дирижаблестрой» ятлă ĕçчешсен посёлокне никĕсленĕ. 1932 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче дирижабльсене хатĕрлекен комбинат ĕçлеме пуçланă. Вăл çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче çакăнта пуçтарнă дирижабль Хĕрлĕ лапамри уява хутшăннă. 1930-мĕш çулсенче пилĕк çул хушши комбинатра паллă дирижабль ăсти Умберто Нобиле ĕçленĕ.

1935 ĕçчешсен посёлокне Дирижаблестрой ята панă. 1938 çулта посёлок урăх ят илнĕ — Долгопрудный. Дирижабльсене хатĕрлеме пăрахнă. 1940 çулта Долгопрудныйра Тĕп аэрологи обсерваторийĕ ĕçлеме тытăннă.

1953 çулта Долгопрудный районăн тĕп вырăнĕ пулса тăнă, 1957 çулта район хули ятне панă. Кун хыççăн хула питĕ аталаннă. 1963 çулта Долгопрудный хулине область пăхăнăвне куçнă (хула шутне Гнилуши, Котово, Щапово, Лихачево ялĕсене кĕртнĕ).

Каçăсем

тӳрлет