Открыть главное меню

Садовничий Виктор Антонович

Виктор Антонович СадовничийРаççей математикĕ. 1939 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Украинăри Харьков облаçĕнчи Краснопавловка салинче çуралнă. 1992 çултанпа М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ.

Виктор Антонович Садовничий
Sadovnichii.jpg
Виктор Садовничий Кремльте IV степеньлĕ «Тăван Çĕршывшăн хастар пулнăшăн» орденпа чысланă чухне, çу, 20 2009 ç.
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: хеп. Краснопавловка, Харьков облаçĕ, УССР, СССР
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Альма-матер: М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ
Садовничий В.А.

Раççей ректорĕсен ушкăнĕн ертӳçи.

ПурнăçĕТӳрлет

1963 çулта МПУн механикăпа математика факультетĕнче математик ĕçне вĕренсе тухнă. 1974 çулта доктор диссертацине хӳтĕленĕ. 1975 çултанпа — МПУ профессорĕ. 1981—1982 çулсенче шутлав математикин тата кибернетика факультечĕн функционаллă анализăн тата унăн приложенисен кафедрин ертӳçи, 1982 çултанпа паян куна механикăпа математика факультечĕн математикăллă анализăн кафедрин ертӳçи. МПУ-ра çак ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ: механикăпа математика факультечĕн деканăн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ, проректор çумĕ, проректор (1982-1984), пĕрремĕш проректорĕ (1984—1992). Çак çулсенче КПСС-ра пулнă, мехмат тата МПУ партком ĕçĕсене хастар хутшăннă. МПУ ректорне 1992 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче суйланă. 1996, 2001, 2005 (альтернативăсăр суйлав пулнă) çулсенче татах суйланă.

ХисепĕсемТӳрлет

  • Раççей Тĕпчев Академин пайташ-корреспонденчĕ (1994)
  • РТА пайташĕ (1997)
  • РТА Президиум пайташĕ
  • СССР Патшалăх парни лауреачĕ (1989)
  • Франци республикин наци Командор орденĕн Хисеп палли.
  • Тĕнчери нумай университетсен хисеплĕ тухтăрĕ.
  • Раççейĕн тата ют çĕршывĕсен чылай тĕпчевлĕ журналĕсен редакци коллегисене кĕрет.
  • 150 яхăн тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлесе пичетленĕ.
  • Садовничий ертсе пынипе 40 кандидат тата 10 доктор диссертацисене хӳтĕленĕ.

АсăрхавсемТӳрлет

ВуламаллиТӳрлет

КаçăсемТӳрлет