МПУ механика-математика факультечĕ

Механикăпа математика факультечĕ (мехмат) — МПУ-ĕн чи ватă факультечĕсенчен пĕри.

Истори

тӳрлет

Университетра малтанхи çулĕсенчех математике ăслалăхĕн лекцисене вуланă. Çапах та хăй тĕллĕн математикăна вĕрентесси 1804 çултанпа пуçланать, çав çул Университетăн çĕнĕ Уставĕнче физикăпа математика ăслăлăхĕсен уйрăмĕсене пурине кăтартнă.

1933 çулта, Университет тытăмлăхне улăштарнă хыççăн, математика, механика тата астрономи уйрăмĕсенчен тăракан мехмат факультетне йĕркелесе янă, астрономие часах физика факультетне куçараççĕ. Факультете туса хурас, малалла аталантарас ĕçе СССР ĂА юлташ-корреспонденчĕ В. В. Голубев, И. Г. Петровский, А. Н. Колмогоров, П. С. Александров академиксем чылай вăй панă. 1970 çулта компьютер ăслăлăхĕсем хăвăрт аталанса кайнипе мехматран уйрăлса шутлав математикипе кибернетика факультечĕ çуралать; çакăнтанпа ĕнтĕ факультетăн тытăмлăхĕ тĕппипех улшăнман.

Факультетри хальхи лару-тăру

тӳрлет

Мехмат МПУ-н Тĕп çурчĕн 12 — 16 хучĕсен пӳлĕмĕсенче вырнаçнă. Халĕ кунта 8 академикпа Раççей ăслăлăх академин 4 юлташ-корреспонденчĕ ĕçлет.

Вĕренӳ программи

тӳрлет

Факультетăн тытăмĕ

тӳрлет

Математика уйрăмĕ

тӳрлет
  • математикăллă анализĕн кафедри
  • аслă алгебрăн кафедри
  • Функцисен теорийĕпе функциллĕ анализăн кафедри
  • аслă геометрипе топологи кафедри
  • дифференциаллă геометрипе унăн хушăмăвĕсен кафедри
  • пĕтĕмĕшлĕ топологипе геометри кафедри
  • дискретлă математика кафедри
  • дифференциаллă танлаштакăчсен кафедри
  • шутлавлă математика кафедри
  • математика логикипе алгоритмăсен теорийĕ кафедри
  • пуласлăх теорийĕн кафедри
  • математика статистикипе ăнсăрт ĕç пулăмĕсен кафедри
  • общих проблем управления кафедри
  • Хисепсен теорийĕн кафедри
  • интеллектуаллă системăсен математика теорийĕн кафедри
  • динамикăллă системăсен теорийĕн кафедри
  • элементарлă математикăн вĕрентӳ методики кабинечĕ

Механика уйрăмĕсем

тӳрлет
  • МПУ-ен Теориллĕ механикăпа мехатроника кафедри
  • прикладной механики и управления кафедри
  • хумлă тата газ динамики кафедри
  • аэромеханикăпа газ динамики кафедри
  • теории упругости кафедри
  • теории пластичности кафедри
  • композитсен механики кафедри
  • гидромеханика кафедри
  • Шутлав механики кафедри
  • Хумлă пулăмсен лабораторийĕ

Математикăпа механикăн хушăмĕсен тĕпчевлĕх пайĕ

тӳрлет
  • Вĕрентӳ-ăслăлăх тĕпĕ
  • Хушăмлă математикăллă аналисăн лабораторийĕ
  • Теориллĕ кибернетикăн лабораторийĕ
  • Управленипе навигацийĕн лабораторийĕ
  • деформациллĕ таврашĕсен лабораторийĕ
  • имитациллĕ динамикăллă системăсене математикăллă янтăла лабораторийĕ

Факультетăн деканĕсем

тӳрлет
  • СССР ĂА юлташ-корр. В. В. Голубев (1933—1935)
  • проф. Л. А. Тумаркин (1935—1939)
  • СССР ĂА юлташ-корр. И. Г. Петровский (1940—1944)
  • юлташ-корр. В. В. Голубев (тепĕр хут — 1944—1952)
  • проф. Ю. Н. Работнов (1952—1954)
  • СССР ĂА акад. А. Н. Колмогоров (1954—1958)
  • проф. Н. А. Слезкин (1958—1962)
  • проф. Н. В. Ефимов (1962—1968)
  • проф. П. М. Огибалов (1968—1977)
  • СССР ĂА юлташ-корр. А. И. Кострикин (1977—1980)
  • РĂА акад. О. Б. Лупанов (1980—2006)
  • декан ĕç. вăх. тăв., проф. В. Н. Чубариков (2006)

Профессăрĕсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет