Колмогоров Андрей Николаевич
Андрéй Николáевич Колмогóров (12 (25) ака 1903, Тамбов — юпа, 20 1987, Мускав) — чаплă совет математикĕ, физика-математика ăслăхĕсен докторĕ, Мускав Патшалăх Университечĕн профессорĕ (1931), ССРП Ăслăх академийĕн академикĕ (1939).
Андрей Николаевич Колмогоров | |||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1903, ака, 25 | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Тамбов, Тамбов кĕпĕрни, Раççей империйĕ | ||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1987, юпа, 20 | ||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП | ||||||||||||||
Патшалăх: | |||||||||||||||
Ăслăх сфери: | математика | ||||||||||||||
Ĕç вырăнĕ: | Мускав патшалăх университечĕ (МПУ) | ||||||||||||||
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ | ||||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: |
профессор ССРП ĂА академикĕ ССРП ĂПА академикĕ | ||||||||||||||
Альма-матер: | Мускав университечĕ (халĕ МПУ) | ||||||||||||||
Ăслăх ертӳçи: | Н. Н. Лузин | ||||||||||||||
Паллă вĕренекенсем: |
Владимир Арнольд Евгений Дынкин Израиль Гельфанд Андрей Монин Сергей Никольский Александр Обухов Юрий Прохоров Владимир Успенский Альберт Ширяев Виктор Шкурба | ||||||||||||||
Паллă: | математик | ||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Колмогоров — хальхи пулаяслăхсен теорине никĕслекеннисенчен пĕри, вăл топологи, математика логики, турбулентлăх теорин, алгоритмсен кăткăслăх теорийĕ тата математикăн урăх облаçĕсенче тата ăслăлăх хушма облаçĕсенчи тĕплĕ никĕс хыпарĕсене тĕпчесе тупнă.
Кунçул тата ĕçхĕл
тӳрлетÇамрăк çулсем
тӳрлетКолмогоровăн амăшĕ — Мария Яковлевна Колмогорова (1871—1903) ача çуратнă чух вилет. Ашшĕ — Николай Матвеевич Катаев, агроном (Петр (Тимирязев) академинчен вĕренсе тухнă), 1919 çулта деникин тапăнăвĕнче пуçне хурать. Арçын ачана амăшĕн йăмăкĕ, Вера Яковлевна Колмогорова пăхса çитĕнтерет. Андрей аккăшĕсем хăйсен килĕнче тĕрлĕ çулти ача-пăча валли шкул туса хураççĕ, çĕнĕ педагогика меслечĕпе ăс параççĕ. Ачасем валли «Весенние ласточки» алçырав журналне кăлараççĕ. Журналра вĕренекенсен пултару ĕçĕсене — ӳкерчĕксене, сăвăсене, калавсене— пичетлеççĕ. Андрей «ăслăлăх ĕçĕсене» — хăй шутласа каларнă арифметика задачисене те пичетлет. 5 çулти пĕчĕк ача пĕрремĕш ăслăлăх математика ĕçне хайлать. Çак паллă алгебра пĕрпеклĕхĕ пулсан та, ăна ача хăй тĕллĕн тишкернĕ, çумри пулăшусăр!
Сакăр çул тултарсан Андрее харпăр гимназие кĕртеççĕ. Гимназие мускав интеллигенцийĕ йĕркеленĕ, влаç ăна пĕрмаях хупасшăн пулнă.
Çак çулсенче Андрей хăйĕн математика хевтелехне кăтартать. Çаплах вăл историне, социологине кăмăллать. Пĕр вăхăт вăл вăрманçи пулма ĕмĕтленнĕ. «1918—1920 çулсенче пурнăç Мускавра çăмăл пулман, — асилет Андрей Николаевич. — Шкулсенче кăсăкланса чи тимлисем çеç вĕреннĕ. Çав вăхăтра манăн Хусан-Екатеринбург чукун çулне тунă çĕре ĕçлеме кайма тиврĕ. Ӗçленĕ чухнех вăтам шкулшăн экстерн мелĕпе экзамен тытма хам тĕллĕн хатĕрленнĕ. Мускава таврăнсан, кăмăл кăшт хуçăлчĕ: шкул пĕтернĕ хута экзамен тыттармасăрах пачĕç».
Университет
тӳрлет1920 çулта Андрей Колмогоров институтра вĕренме кĕнĕ чух хăш ăслăлăхпа хăйĕн ăс-тăнне çыхăнтарас ыйту тухать. Ăна университетăн математика уйрăмĕ туртать, анчах та иккĕленӳ çуралать: кунта таса ăслăлăх, техника вара — мăн кăсăклă ĕç, ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, Менделеев институчĕн металлурги факультечĕ! Арçын ĕçĕ, унсăр пуçне, малашлĕ. Андрей унта та, кунта та кĕме шутлать. Часах ăнкартса илет: таса ăслăлăх çаплах чĕрĕ-кăсăклă, вара вăл ун еннелле туртăнать.
1920 ç. вăл Мускав университечĕн математика уйрăмне пĕлӳ пухма кĕрет. «Кăсăк ăслăлăхпа аппаланма шутласа, эпĕ, паллах, чи вăйлă математиксем патĕнче вĕренме ĕмĕтленнĕ, — асилет каярах ăсчах. — Ăраскала пула манăн П. С. Урысон, П. С. Александрова, В. В. Степанов тата Н. Н. Лузин математиксенчен вĕренме тӳр килчĕ, Н. Н. Лузина матикăри манăн вĕрентӳçĕ тесе шутламалла.
Çапах та мана вĕсем манăн ĕçсене пула „хакланă“. „Пурнăç тĕллевне“ яш-кĕрĕм хăйех тупма тивĕç пулмалла, ман шутпа. Аслисем çавăнпа та çак ĕç-пуçра пулăшма çеç пултараççĕ».
Пĕрмĕш уйăхсенчех Андрей курсăн экзаменĕсене ăнăçлă тытса иккĕмĕшне куçать. Иккĕмĕш кур студенчĕсене «стипенди» панă: «…эп уйăхне 16 килограмм çăкăр тата 1 килограмм çу илме тивĕç пултăм, ку, çав вăхăтри пĕлтерĕшсемпе, тулли пурнăç никĕсĕ пулнă.» Халĕ пуш хушă та пур. Çав вăхăта хам ума лартнă математика задачисене уçса пама тăкакланă.
Мускав университечĕн профессорĕ Николай Николаевич Лузин вуланă лекцисем, итленисем каланă тăрăх,çав тери чаплă пулăм вырăнĕнче шутланнă.
Профессор
тӳрлет1930 ç. Колмогоров МПУ профессорĕ пулать, 1933 — 1939 çулсенче МПУ-н математикăпа механика институчĕн директорĕ пулса ĕçлет.
Вăрçă хыççăнхи ĕçхĕл
тӳрлетВĕренекенĕсем
тӳрлетКолмогоров патĕнче вĕреннĕ чылай çын ăслăлăхăн тĕрлĕ облаçĕсенче палăрнă, вĕсен шутĕнче — В. И. Арнольд, И. М. Гельфанд, М. Д. Миллионщиков, Ю. В. Прохоров, А. М. Обухов, А. С. Монин, А. Н. Ширяев, С.М. Никольский.
Колмогоров хăй каланипе: «Талантлă вĕренекенсемпе эпĕ пуян пултăм. Вĕсенчен чылайăшĕ, манпа пĕрле мĕнле те пулин облаçре ĕçлеме пуçласа, каярах тепĕр тематика çине кĕрсе кайса мансăрах сумлă хыпарлă ĕçсене турĕç.
Шӳтлесе каласан, халĕ манăн пĕр вĕренекенĕ çĕр атмосферине тытса тăрать (А. М. Обухов), тепĕрри — океансене тытса тăрать (А. С. Монин)».
Колмогоров тата вăтам шкулри çĕнетӳсем
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКолмогоровăн кĕнекисем, статьясем, ĕçĕсем
тӳрлет- А. Н. Колмогоров, Об операциях над множествами, Матем. сб., 1928, 35:3–4
- А.Н. Колмогоров, Общая теория меры и исчисление вероятностей // Труды Коммунистической академии. Математика. – М.: 1929, т. 1. С. 8 – 21.
- А. Н. Колмогоров, Об аналитических методах в теории вероятностей, УМН, 1938:5, 5–41
- А. Н. Колмогоров, Основные понятия теории вероятностей. Изд. 2-е, М. Наука, 1974, 120 с.
- А. Н. Колмогоров, Теория информации и теория алгоритмов. – М.: Наука, 1987. – 304 с.
- А. Н. Колмогоров, С. В. Фомин, Элементы теории функций и функционального анализа. 4-е изд. М. Наука. 1976г. 544 с.
- А. Н. Колмогоров, Теория вероятностей и математическая статистика. М. Наука 1986г. 534с.
- А. Н. Колмогоров, «О профессии математика». М., Изд-во Московского Университета, 1988, 32с.
- А. Н. Колмогоров, «Математика — наука и профессия». М.: Наука, 1988 г., 288 с.
- А. Н. Колмогоров, И. Г. Журбенко, А. В. Прохоров, «Введение в теорию вероятностей». М.: Наука, 1982 г., 160 с.
- А. Н. Колмогоров, Grundbegriffe der Wahrscheinlichkeitrechnung, in Ergebnisse der Mathematik, Berlin. 1933.
- А. Н. Колмогоров, Foundations of the theory of probability. Chelsea Pub. Co; 2nd edition (1956) 84 p.
- А. Н. Колмогоров, С. В. Фомин, Elements of the Theory of Functions and Functional Analysis. Dover Publications (February 16, 1999), с. 288. ISBN 0486406830, ISBN 978-0486406831
- А. Н. Колмогоров, С. В. Фомин, Introductory Real Analysis (hardcover) R.A. Silverman (translator). Prentice Hall (January 1, 2009), 403 с. ISBN 0135022789, ISBN 978-0135022788
Колмогоров çинчен
тӳрлет- 100 великих учёных. Самин Д. К. М.: Вече, 2000. — 592 с. — 100 великих. ISBN 5-7838-0649-8
Каçăсем
тӳрлетА.Н. Колмогоровăн хăш ĕçĕсем
тӳрлет- А. Н. Колмогоров, «О профессии математика» 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.. М., Изд-во Московского Университета, 1988, 32 с.
- А. Н. Колмогоров, «Математика — наука и профессия» 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.. М.: Наука, 1988 г., 288 с.
- А. Н. Колмогоров, И. Г. Журбенко, А. В. Прохоров, «Введение в теорию вероятностей» 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.. М.: Наука, 1982 г., 160 с.
- Статьи Колмогорова в журнале Квант (1970—1993).
- A.N.Kolmogorov, Foundations of the theory of probability. Chelsea Pub. Co; 2nd edition (1956) 84 p.[1]
А.Н. Колмогоров пирки статьясем
тӳрлет- Портал посвящённый А. Н. Колмогорову (включая его научные и популярные публикации, статьи о нём).
- Curriculum Vitae А. Н. Колмогорова
- Л.С. Понтрягин о А.Н. Колмогорове
- В.И. Арнольд Об А.Н. Колмогорове
- Колмогоров Андрей Николаевич(акăлч.) «Математика генеалогийĕ» проектĕнче(акăлч.)
- В.М. Тихомиров. «Андрей Николаевич Колмогоров». Статья в журнале «Квант».
- С.С. Демидов, В. Д. Есаков. «Дело академика Н. Н. Лузина» в коллективной памяти научного сообщества 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ..
- С.С. Кутателадзе. Трагедия отечественной математики 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ..
- G.G. Lorentz. Mathematics and Politics in the Soviet Union from 1928 to 1953 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.).
- Вероятностно-статистические методы исследования в работах А. Н. Колмогорова
- Статья о А. Н. Колмогорове на iNauka.ru
- Сообщество на LiveJournal
- Академик Колмогоров - HOMO UNIVERSALES 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Шаблон:Вольф премин (математика) лауреачĕсем Шаблон:ММП президенчĕсем