Механика
Механика (грек μηχανική — машина тăвас искусствă ) — физикăн материаллă объектсен механикăлла хусканăвне е хусканманлăхне тата вĕсен хушшинчи çыхăнусене тĕпчекен уйрăмĕ. Классикăлла механика тата квант механики пур . Чĕмсĕрлĕх йĕркипе, "механика" тенĕ чухне шăпах классикăлла механикăна ăшра тытаççĕ.

Механика системи Тӳрлет
Механика тĕпчекен объектсене механикăлла система теççĕ.
Механика пайĕсем Тӳрлет
Шаблон:Классикăлла механика Шаблон:Татăлми тавралăхсен механики Шаблон:Квантла механика Шкулта вĕренекен механика пайĕсем: кинематика, статика, динамика, упрану саккунĕсем.
Кинематика Тӳрлет
Динамика Тӳрлет
Динамика Ньютон саккунĕсем çинче никĕсленсе тăрать.
- Пур çавăн пек пуçлав системисем (вĕсене инерциаллă теççĕ), хăшĕсенче япаларăш пĕрпĕтĕммĕн куçнин хăвăртлăхĕ улшăнмасть, енчен те нимле ытти япалăршсен вăйăмĕ çук е ăна тивекен мĕнпур вăйсем пĕрне-пĕри компенсацилеççĕ.
Кунта: — мĕн пур вăйсем, — хăвăртлăх.
- Инерциаллă пуçлав системисенче япаларашăн хăвăртланăвĕн пысăкăшĕ мĕнпур вăйсем хушăннин пысăкăшне масса çине пайланипе танлашать; хăвăртланăвăн тата хушăнcан пулнă пĕтĕмĕшле вăйăн тĕллемисем пĕр еннелле.
Кунта: — хăвăртлану, — масса.
- Икĕ япаларăш пĕр-пĕрне витерекен вăйсем пĕр йĕр çинче выртаççĕ, тĕллемисем хире-хирĕçле тата пысăкăшĕсемпе пăр тан.
Кунта: — пĕрремĕш япаларăшăн вăйĕ, — иккĕмĕш япаларăшăн вăйĕ.
Тата пăхăр Тӳрлет
Каçăсем Тӳрлет
- XIX-мĕш ĕмĕрчен механика аталанăвĕн исторйĕ Архивленĕ 6 Юпа уйӑхӗн 2009 çулта..(выр.)