Открыть главное меню

МПУĕн шутлакан математикапа кибернетика факультечĕ

Факультетра 17 кафедра.

ИсториТӳрлет

Факультета 1970 çулта никĕсленĕ. Унăн пуçаруçĕ — Раççейĕн пысăк тĕпчевçĕсенчен пĕри — Андрей Николаевич Тихонов академик. А.Н.Тихонов ШМК факультетне М. В. Келдыш академик пулăшнипе — вăл вăхăтра Тĕпчевсен Академии президенчĕ -уçнă. Татах та А.Н.Тихонова факультетра ĕçлекен Л.С.Понтрягин академик, Л.Н.Большев, С.В.Яблонский СССР ТА член-корреспонденчĕсем, И.С.Березин и Ю.Б.Гермейер профессорсем факультета вăй илме, аталанма чылай пулăшнă. Факултетăн пĕрремĕш деканĕ (1970—1990 çулсенче) Андрей Николаевич Тихонов пулнă. Ун хыççăн декан вырăнне член-корреспондент РАН Дмитрий Павлович Костомаров (1991—1999) йышăннă. Халĕ ШМК деканĕ — РТА академикĕ Евгений Иванович Моисеев, ăна 2004 çулхи акан 16-мĕшĕнче тепĕр хут суйларĕç.