Мокшин, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкартан 23 ҫухрӑмра, район центрӗ вырнаҫнӑ Кӳкеҫрен 17 ҫухрӑмра ларать. Чукун ҫул станцийӗ 3 ҫухрӑмра.

Мокшин
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Сарапакасси
Координатсем 56°00′24″ с. ш. 47°09′26″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чӑвашсем
Конфесси йышĕ христиансем
Этнохороним мокшинсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83240
Почтă индексĕ 429506
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 244 852 002
Мокшин (Раççей)
Точка
Мокшин (Чăваш Ен)
Точка

Ялта малтан пӗр урам пулнӑ — Гагарин урамӗ. Ҫӗнӗ урамсем — Ҫӑлтӑр урамӗ, Ҫӗнӗ урам (вӗсем кӑнтӑр енче, ҫырманалларах вырнаҫнӑ).

Ял ячӗ

тӳрлет

Ял ятне 1927 ҫулта Макшикасси тесе ҫырни тӗл пулать.

Вырӑсла хутсем ҫине ял ятне Мосякасы тесе те ҫырнӑ.

И.С. Дубанов хӑйӗн «Географические названия Чувашской Республики» справочникӗнче ял ячӗ мӑкшӑ халӑх ятӗнчен те пулса кайма пултарнӑ тесе палӑртать[1].

Тавралӑх

тӳрлет

Ялтан ҫырма урлӑ Сарапакасси ялӗ вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр-анӑҫ еннелле, пысӑках мар уй урлӑ «Автотранспортник-1» коллективлӑ сад пур. Ун урлӑ ял уй ҫулӗпе Мӑнал ялӗпе ҫыхӑннӑ.

Сарапакассипе Мокшин ял хушшинче пӗве пур.

Ял ҫывӑхӗнчи ҫырма-вар ячӗсем: Ваҫук варӗ, Якур варӗ, Шпатна.

Ял кун-çулĕ

тӳрлет

Яла Хочахмат (халь Ҫатракасси ял шутне кӗрет) ял ҫыннисем никӗсленӗ.

Яла никӗслени пирки Л.П. Петровпа В.П.Станьял хӑйсен кӗнекинче[2] ҫапла ҫырнӑ:

200 ҫул каялла Мӑнал ялти Орешниковпа Ехрем ҫемйисем ку вырӑна пит килӗштернӗ те кунта вырнаҫнӑ, яла вӗсем Вӑрманкас тенӗ. Анчах каярах ял ячӗ улшӑннӑ.

1866 ҫулччен кунти халӑх патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Вӗсем тырпул ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, килти алӗҫпе аппаланнӑ, чӑпла ҫапнӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ.

 
Ялти ҫӑл. 2023 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.

1931 ҫулта кунта «Буденный» колхоз йӗркеленнӗ. 1951 ҫулта вӑл Ҫатракасси ялӗнчи «Урожай» колхозпа пӗрлешӗннӗ. 1959 ҫулта вӗсем «Звезда» шутне кӗнӗ. 1982 ҫулта «Звезда» колхоз никӗсӗ ҫинче чӑх-чӗп ӗрчетекен «Дружба» совхоз йӗркеленнӗ (хальхи вӑхӑтра «Чува» ял хуҫалӑх предприятийӗ).

Административлӑ пӑхӑнни

тӳрлет

XVIII ӗмӗртенпе ял Шупашкар уесӗнче пулнӑ. Малтан Кӑкшӑм вулӑсне кӗнӗ, 1862 ҫултанпа — Туканаш вулӑсне.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсем туса хурсан ял Шупашкар районне кӗнӗ, Сарапакасси ял канашӗнче шутланнӑ. 1991 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ял канашӗ вырӑнне Сарапакасси ял администрацийӗ йӗркеленнӗ. 2006 ҫулта вара унӑн ячӗ Сарапакасси ял тӑрӑхӗ ҫине ылмашӑннӑ. 2023 ҫулта ял тӑрӑхӗсене пӗтерсе Шупашкар муниципаллӑ округне йӗркеленӗ, ял вара ҫак округӑн Сарапакасси территори пайне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

тӳрлет

Ялта ытларах пайӗпе чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 98% йышӑннӑ[3]).

1795 ҫулхи ҫырав вӑхӑтӗнче ялта 8 кил пулнӑ. 1858 ҫулхи ҫыравра 36 арҫынна тата 54 хӗрарӑма шутланӑ. 1897 ҫулхи ҫырав ялта 73 арҫынпа 80 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1926 ҫулхи ҫырав ялта 40 кил пулнине, тата 79 арҫынпа 87 хӗрарӑм пурӑннине кӑтартнӑ. 1939 ҫулхи ҫырав кӑтартнӑ тӑрӑх Мокшинра 54 арҫын тата 85 хӗрарӑм пулнине палӑртнӑ. 1979 ҫулхи ҫырав вара ял халӑхӗн йышӗ самай чакнине кӑтартнӑ — 34 арҫын тата 50 хӗрарӑм кӑна шутланӑ. 1989 ҫулхи ҫыравра халӑх йышӗ тата та чакнӑ — 27 арҫынпа 33 хӗрарӑма шутланӑ. 2002 ҫулта иртнӗ халӑх ҫыравӗ ялта 24 арҫын тата 23 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 2010 ҫулта халӑх йышӗ ӳснӗ — 28 арҫын тата 21 хӗрарӑм пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра, вӑл Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнине кура, яла ытларах енӗпе пахча-ҫимӗҫ ӳстерме, дача пек, усӑ кураҫҫӗ. Апла пулин те Шупашкарта ҫывӑх пулни витӗм кӳрет — халӑх йышӗ ӳссе пырать.

Паллӑ ҫыннисем

тӳрлет

Культура

тӳрлет

Ял Сарапакассипе ҫуммӑнах вырнаҫнӑран кунта клуб таврашӗ те, лавккасем те ҫук.

Сӑнсем

тӳрлет

Ӑнлантарусем

тӳрлет
  1. ^ Дубанов И. С. Географические названия Чувашской Республики : краеведческий словарь / И. С. Дубанов. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2010. - 495 с. - ISBN 978-5-7670-1756-0
  2. ^ Сторона моя чебоксарская: (материалы по истории Чебоксарского района Чувашской Республики) : [пособие по истории и культуре родного края] / Л. П. Павлов, В. П. Станъял. - Кугеси: [б. и.], 1997. - 446 с.
  3. ^ Коряков Ю. Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России». .

Вуламалли

тӳрлет
  • Сторона моя чебоксарская: (материалы по истории Чебоксарского района Чувашской Республики) : [пособие по истории и культуре родного края] / Л. П. Павлов, В. П. Станъял. - Кугеси: [б. и.], 1997. - 446 с.

Каçăсем

тӳрлет