Михайлов Виталий Михайлович
Виталий Михайлович Михайлов (Аксар Чунтупай) — таврапĕлӳçĕ, тăван ен тĕпчевçи, Нестер Янкас ячĕллĕ культура, ӳнерпе литература пĕрлĕхĕн пресс-секретарĕ тата ертÿçĕ çумĕ, Чăваш Наци Конгресĕн активисчĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1984 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен, Чулхулари Атăл тăрăхĕнчи кадр центрĕнчен вĕренсе тухнă.
В. М. Михайлов Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 1992 çултанпа вăй хурать. Пĕтĕм тĕнчери Экономика тата Вĕрентӳ Бизнесĕн Центрĕнче “Хальхи экономика” программăпа ятарлă курсра вĕреннĕ. Пĕтĕм Раççейри “Çулталăкри учитель — 1997” конкурса хутшăннă.
“Çулталăк шкулĕ — 2000” республика конкурсĕн лауреачĕ. “Чи лайăх класс ертӳçи — 2008” районти конкурсра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, республикăри конкурс финалисчĕ. Вăл вĕрентнĕ тата вĕрентекен ачасем географипе тата экономикăпа республикăра ирттернĕ олимпиадăсенче пĕр хут çеç мар призерсем пулса тăнă.
Чи пысăк квалификациллĕ учитель ĕçре яланах çĕнĕ мелсем шырать, вĕсене пурнăçа кĕртме çине тăрать. Унăн урокĕсем питĕ тарăн та анлă пĕлӳллĕ, кăсăк тата асра юлмалла иртеççĕ. Тăтăшах дидактика материалĕсемпе, чăваш чĕлхи урокĕсенче вара опорлă сигналсемпе, блок-схемăсемпе, тапăлсемпе, тест тата пултарулăх ĕçĕсемпе усă курать. Вĕренекенсен психологи уйрăмлăхĕсене пĕлни, педагогикăри çĕнĕ технологисемпе методикăна ĕçе кĕртни Виталий Михайловича ӳсĕмсем тума пулăшаççĕ те ĕнтĕ.
Педагог стандартлă мар уроксен активлă формисемпе усă курать. Унăн пултарулăх лабораторийĕ те пуян. Уроксенче вĕрентĕвĕн техника хатĕрĕсемпе, çав шутра компьютерпа та, усă курать, мультимедиллĕ материалсем, калăпăр, К. В. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Д. Исаев-Авраль, Юрий Сементер, Элли Юрьев пултарулăхне сăнлакан слайдсем хатĕрленĕ. Унăн ырă опычĕпе паллашма урăх çĕрти ĕçтешсем те килсе çӳреççĕ. Акă, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи, Пушкăртстанри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисем В. М. Михайлов урокĕсене пысăк шая хурса хакларĕç. Районти чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен учительсен пултарулăх ушкăнĕн пайташĕ пулнă май, Виталий Михайлович “Уçă урок планĕсем” методика пулăшу кĕнекине редакцилесе кăларнă. Вăл — обществознанипе, экономикăпа тата правăна вĕрентессипе элективлă тата профиллĕ курссен авторĕ те.
Пултаруллă педагог ертсе пынипе ачасем тĕпчев ĕçĕсем те çыраççĕ. Ав, “Эткер” ирттернĕ “Манăн кил тата манăн тăвансем” конкурсра “Хавал” кĕтес пайташĕсем — Наташа Порфирьевапа Ольга Николаева — 2—3-мĕш вырăнсене çĕнтерсе илнĕ. А. С. Пушкин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă ăслăлăхпа практика конференцийĕнче вара Наташа Порфирьева “Чăвашсен этнокультури тата экологи” докладпа 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Алина Михайлова, Оксана Ивановапа Алина Федорова ĕçĕсене К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче кăтартнă. Евгений Кусков чăваш классикĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă республикăри уçă конкурсăн “Экскурси” номинацийĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Ольга Васильевапа Майя Литова “Exselsjor — 2003” конференци-фестивальте пĕрремĕшсем пулса тăнă, диплома тата “Тăван çĕр шывăн пулас ертӳçисем” ылтăн медале тивĕçнĕ. Виталий Михайлович вĕренекенĕсем — Мальвина Спиридонова, Татьяна Андреева, Маргарита Иванова, Анастасия Павлова, Наталия Григорьева, Наташа Иванова, Алексей Михайлов, Павел Данилов, Михаил Петров, Серафима Григорьева, Марина Афанасьева, Евгения Филимонова, Элеонора Гаврилова тата ыттисем те тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрнă. Экономика учителĕ те пулнă май, В. М. Михайлов ачасем пасар экономики хуçаланнă тапхăрта çухалса ан кайччĕр тесе тимлет.
Унăн вĕренекенĕсем çуллен пултарулăх, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем — бизнес-плансем, бизнес-проектсене, бизнес шухăшсене тата авторефератсене хатĕрлесе хӳтĕлеççĕ. Калăпăр, Евгений Хитрин, Алексей Григорьевпа Виталий Яковлев, Татьяна Андреева, Вероника Юзько ĕçĕсем тĕрлĕ шайра палăрнă. 2003 çулта, сăмахран, Сергей Васильев обществознани, экономика тата право енĕпе йĕркеленĕ олимпиадăра пĕрремĕш пулнă, Татьяна Григорьева 2005 тата 2006 çулсенче 7-мĕш тата 5-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Светлана Нестерова, Наталия Григорьева, Наталья Иванова, Марина Данилова — обществознанипе Пĕтĕм Раççейри дистанци олимпиадине, Ксюша Васильева, Кристина Артемьева, Наталия Григорьева, Наталья Иванова, Наташа Малинина, Елена Семенова, Алена Якимова çамрăк журналистсен Пĕтĕм Раççейри интернет-олимпиадине хутшăннă. Класс ертӳçи пулнă май, Виталий Михайлович вĕренекенсен обществăри хастарлăхне, яваплăхне, интеллектуаллă пултарулăхне хăпартас тĕлĕшпе çине тăрать. Этеплĕх ыйтăвĕпе вăл час-часах усăллă сĕнӳ-канашсем парать. В. М. Михайлов ачана уйрăммăн аталантарас енĕпе — комплекслă воспитани, ача çемйипе ĕçлес тĕлĕшпе ятарлă программăсем туса хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕн ĕç-хĕлĕн мониторингĕн, рейтинг карттипе портфолион (ӳсĕмсен папкин) ĕç опытне пĕтĕмлетнĕ тата ытти ĕçтешĕсем хушшинче сарма йышăннă. В. М. Михайлов обществăллă пысăк ĕç тунипе те палăрса тăрать.
Виталий Михайлович халăх сăмахлăхне пухас тĕлĕшпе те нумай вăй хурать. Кунсăр пуçне маттур учитель “Халăх йăли-йĕрки — пурнăç тĕрекĕ” проект авторĕ тата ертӳçи. Çак проект 2005 çулта класс тулашĕнчи мероприятисен сценарийĕсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Вĕрентӳ” наци проектне пурнăçлас çĕрте çитĕнӳсемшĕн район пуçлăхĕн парнине тивĕçнĕ. Вĕрентӳпе этеплĕх ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе палăрнăшăн вара Виталий Михайловича Раççейри тата Чăваш Енри Вĕрентӳ министерствисен Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Пĕлтĕр вăл Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх учительсен конкурсне хутшăннă, 100 пин тенкĕ парнене тивĕçнĕ. 2010 çулта Чăваш енри чи лайăх учительсен конкурсне хутшăннă, 50 пин тенкĕ парнене тивĕç пулнă. Çав çулах "Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă.
Ӗçĕсем
тӳрлет- Чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури тата экономика темипе 16 методика брошюрипе пулăшу кĕнекине çырса хатĕрленĕ
- “Такмаксем” фольклор пуххине калăпласа кăларнă.
- Николай Карай ентеш- поэтăн “Ял-йыш саламĕ” сăвăсен пуххине редакциленĕ.
- Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн энциклопедине пухса кăларакан тĕп редактор пулнă.
Чыславсемпе парнесем
тӳрлет- Пултарулăхри ӳсĕмсемшĕн ăна Нестер Янкас ячĕллĕ премине тата лауреат ятне панă.
- Раççейри тата Чăваш Енри Вĕрентӳ министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
- "Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăпа чысланă.
- Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Г.Н. Волков ячĕллĕ медалĕпе чысланă.
- Наци культурине аталантарас ĕçре палăрнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе чысланă.