Мăн Этмен (Элĕк районĕ)
Урăх пĕлтерĕшĕсене Мăн Этмен (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.
Мăн Этмен
|
Мăн Этмен, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрет.
Тавралăхĕ
тӳрлетШупашкара çитме - 83 км, райцентра çити — 23 км, ч.-ç. станцине — 58 км.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлетXVIII ĕмĕрте вăйпах Христос тĕнне сарнă вăхăтра Этмен ялĕсене Шĕмшеш чиркĕвĕ çумне çирĕплетнĕ. 1909 çулта Мăн Этменре чиркӳ прихут шкулĕ ĕçлеме тытăнать.
Халăх çыравĕсене тишкернĕ май, тĕрлĕрен çулсенче халăх йышĕ, Этмен тăрăхĕнчи, çапларах хутшăнсе пынă: 1859 çулта Этмен ялĕ 70 килтен тăнă, унта 183 арçынпа 185 хĕрарăм пурăннă. 1926 çулта Этменте 113 кил шутланнă, 521 çын пурăннă.
Кунçулĕ
тӳрлетВаттисен асаилĕвĕсенчен Мăн Этмене пуçарса яракансем Чулхула кĕпернинчи Кăрмăш уесĕнчен пулни курăнать.
1927 çулчен Етĕрне уесĕне кĕнĕ пулнă. 1920 çулхи çу уйăхĕн 1 тарин Шăмат вулăсне, кайран Хучаш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче хыççăн Советски районне, 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20=мĕшĕ хыççăн Етĕрне районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Мăн Этменте 1884 çулта шкул уçнă.
1929 çулта «Красный пахарь» колхоза йĕркеленĕ.
Этимологи
тӳрлетЭтмен ялĕ тĕне кĕмен чăваш ятĕнчен пулса кайнă теме пулать.
Паллă çынсем
тӳрлет- Волков Александр Иванович, чăваш прозăçи.
- Журавлёв Иван Анисимович — ЧАССР прокурорĕ (1965-1969).
Вуламалли
тӳрлет- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Çав. пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |