Волков Александр Иванович

Волков Александр Иванович — чăваш прозăçи. 1946 çулхи юпа уйăхĕн 10 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Этмен ялĕнче çуралнă. 1991 çулта вилнĕ[1].

Александр Волков
Çуралнă чухнехи ят: Волков Александр Иванович
Çуралнă вăхăт: 1946, юпа, 10
Çуралнă вырăн: Мăн Этмен ялĕ, Элĕк районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1991, раштав, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш проăçи
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Пурнăçĕ тӳрлет

Вăтам шкул хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче, унтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Çарта хĕсметре тăнă. Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Хурăнлăх вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Кайран Чăвашрадио çинче çамрăксен валли хатĕрленĕ передачăсен редакторĕ пулнă. Çавăн пекех «Молодой коммунист» хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче, «Тăван Атăл» журналта редактор вырăнĕнче ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Ентешсем» (1984);
  • «Пĕчĕк ялăн пысăк çылăхĕ» (1987);
  • «Ахрăм» (1989).

Вуламалли тӳрлет

  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • Ефимов, Л. А. Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем,Элӗк, 1994. – С. 276.
  • Агивер, Хв. Калааттӑмӑр-ӗмӗтленеттӗмӗр:[Александр Волков çыравçăн 50 çулӗ, Тӑван Атăл. – 1996. -№ 10. – С.71.
  • Айдаш, Ю. Саша Волкова, пурӑннине: сӑвӑ /Тӑван Атăл. – 1996. - № 10. –С.71.
  • Александр Иванович Волков // Ялав. – 2005. - № 11-12. – С.3. – С.3.
  • Афанасьев, П. В., Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. – С.80.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет