Клайпеда
Клайпеда (лит. Klaipėda) — Литва хули, республикăн анăçĕнче, Балти тинĕсĕ Курш кӳлмекне куçнă çĕрте вырнаçнă. Литван пăрланман порчĕ тата курорчĕ.
Истори
тӳрлет1923 çулчен Клайпеда Германи патшалăх шутне Мемель ячĕпе кĕнĕ. Кунта литвасем, вырăссем, поляксем, белоруссем тата ыттисем те пурăннă.
Пирĕн эрăри I ĕмĕрте кунта балтсем пурăннă. 1252 çулта нимĕç орденĕн рыцарĕсем Мамельбург карман туса лартнă, хыççăн 1252—1253 çулсенче хула та никĕсленĕ. 1525 çултанпа Клайпеда Прусси кнеçлĕхне пăхăнса тăнă, 1629—1635 çулсенче — Швеци шутне кĕнĕ, 1701 çулта — Прусси патшалăхне. Çичĕçуллă вăрçăра (1757-1762) Раççей империнче шутланнă. 1871 çулта — Германи империне кĕртнĕ. Версаль мирĕ (1919) тăрăх хулана 1920 çулта Антанта шутне панă. Хулара французсен гарнизонне вырнаçтарнă. 1923 çулта, Германи тата Совет Раççейĕн элчисемпе калаçнă хыççăн, литовецсем пăлхав çĕкленĕ, Франци çар çыннисем хирĕç вăрçман. Нацисен Лигăн элчĕсен Конференцийĕ йышăннипе (Клайпеда конвенцийĕ, 1924). Клайпеда Енне тата портне Литвана тавăрса панă. 1939 çулхи пуш, 22 Германи Литвана хирĕç ультиматумпа Клайпеда Енне каялла пама хушнă, çакăнпа Литван килĕшме тивнĕ. 1945 çулхи кăрлач, 28 Совет Çарĕ хулана йышăннă. 1944-1945 çулсенче тата вăрçă хыççăн хытă аркатнă. СССР-а кĕнĕ çулсенче хулана юсанă, илемлетнĕ.
1991 çулта Клайпедăра университета никĕсленĕ. Европăри хирĕçӳсем Клайпеда халăхĕн тĕрлĕлĕхне кăтартаççĕ. 1910 çулхи нимĕçсен шутлавĕпе, Литван тинĕс хĕрринче 149.766 çын пурăннă, вĕсенчен 67.345 çынĕ (45,0%) литва чĕлхиене тăван чĕлхе вырăнне шутланă. Литовецсем ялсенче çеç нумай пурăннă. 82 пинĕ çын ытла нимĕç чĕлхине тăван челхе вырăнне хунă. Клайпедăра нмиĕçсем чылаях пулнă. Апла пулсан та, хулара литва чĕлхипе латиница тĕпĕпе кĕнекесем пичетлеме тытăннă, вĕсене вăрттăн Литвн ытти çĕрĕсене илсе кайса салатнă. Раççей импери шутĕнчи Литва çĕрĕсенче кириллицăпа çеç усă курнă, латиницăпа пичетлеме чарнă пулнă.
1945 çулта, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн, кунтан нимĕçсене кăларса ярсан, хула пушансах юлнă, хытă ишĕлсе пĕтнĕ. 1946-1953 çулсенче хулана СССР-тан вырăссем тата вырăсла калаçакан ĕçлекенсем куçса килеççĕ. Малтанах, 60-мĕш çулсеччен хулара, Ертĕвĕре те вырăсла калаçакансем нумайрах пулнă, Раççей хули — Калининград çывăх пулнипе те. 70-мĕш çулсенче, хресченĕсем хулана пурăнма куçсан, литовецсем чылайланса каяççĕ.
Демографи
тӳрлетХалĕ хулара (2003):
- литвасем — 63,0%
- вырăссем — 28,2%;
- поляксем — 4,8%;
- белоруссем — 0,5%;
- тата ыттисем — 3,5% пурăнаççĕ. Хулара вырăсла та, литва чĕлхипе те калаçаççĕ.
Тăванланнă хуласем
тӳрлет- Гдыня (пол. Gdynia), Польша (1993 ç.)
- Дебрецен (венг. Debrecen), Хункăри (1970/1989 çç.)
- Карлскруна (шв. Karlskrona), Швеци (1989 ç.)
- Кёге (дан. Køge), Дани (1995 ç.)
- Котка (финн. Kotka), Финлянди (1994 ç.)
- Кудзи (яп. 久慈市), Япони (1989 ç.)
- Лейпциг (ним. Leipzig), Германи (2002 ç.)
- Лиепая (лат. Liepāja), Латви (1997 ç.)
- Любек (ним. Lübeck), Германи (1990 ç.)
- Маннгейм (ним. Mannheim), Германи (2002 çç.)
- Норт-Тайнсайд, Аслă Британи (1995 ç.)
- Одесса, Украина (2004 ç.)
- Рюген (ним. Rügen), Германи (1993 ç.)
- Циндао (кит. йăла 青岛, çăм. 青島, пиньинь: Qīngdǎo), Китай (1993 ç.)
- Щецин (пол. Szczecin), Польша (2002 ç.)
- Кливленд, АПШ (1992 ç.)
- Хайфа, Израиль (2014 ç.)
- Актау (каз. Ақтау), Казахстан (2015 ç.)
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Официальная страница города (доступна на английском языке). çăлкуçран архивланă 10 Ҫу уйӑхӗн 2015.
- Важнейшие даты истории Клайпеды2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. // «Балтийский альманах».
- Как немецкий Мемель стал литовской Клайпедой2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Клайпеда. Взгляд в советское прошлое2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ..