Кивĕ Хăлатка (тут. İske Qulatqı, Иске Кулаткы) — Чĕмпĕр облаçĕн Кивĕ Хăлатка районĕн администраци центрĕ (1928 çултанпа), хула евĕр посёлок. Вырăнти чăвашсем ăна çавăн пекех Хăлаткапуç теççĕ. Мĕншĕн тесен Хăлатка ятлă шыв пуçламăшĕнче вырнаçнă.

Кивĕ Хăлатка
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Кивĕ Хăлатка
Ял тăрăхĕ Кивĕ Хăлатка
Координатсем 54° с. ш. 47° в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ тутарсем
Конфесси йышĕ мăсăльмансем
Этнохороним кивхăлаткасем, хăлаткапуçсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84245
Почтă индексĕ 433648
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ
Кивĕ Хăлатка (Раççей)
Точка
Кивĕ Хăлатка (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Халăх йышĕ, паççулкă тытăмĕ

тӳрлет

Халăх йышĕ — 6,1 пин çын, чылайăшĕ тутарсем.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Хăлатка шывĕ çинче вырнаçнă. Чĕмпĕре çитме 180 çм. Сызраньрен кăнтăр-анăçалла 70 çухрăмра.

Кивĕ Хăлаткара халĕ 5 мечет, 2 вăтам шкул, 2 ача-пăча сачĕ, технологи техникумĕ, культура керменĕ, ӳнер шкулĕ, спорт шкулĕ, музей, 2 вулавăш, 3 парк, стадион.

Тутарла район хаçачĕ «Күмек көч» пичетленет, эфира район телекуравĕ тата вырăнти радио тухать.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Салана XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хĕсмет тутарĕсем никĕсленĕ, кунта вĕсемТамбов кĕпернинчен, Касимовран, Чĕмпĕртен, Хусантан куçса килнĕ. 1861 çулта Кивĕ Хăлаткара 500 кил пулнă. Халăх йышĕ 1669 арçынпа 1369 хĕрарăмран тытăнса тăнă. 7 мечетпе 1 медресе ĕçленĕ.

Каçăсем

тӳрлет