Кашкар Махмучĕ

Махмуд ибн ал-Хусайн ибн Мухаммад ал-Кашгари (уйг. مەھمۇد قەشقىرى, Мәhмут Қәшқәри; 1029—1101) — Кашгар тĕрĕк ăсчахĕ. Карахан ăрăвĕн тăрамлахĕнче пурăннă. Ашшĕ Баласагун хулан хуçи пулнă. Кашгари ытларах Багдадра ĕçлесе пурăннă. Унта вăл «Тĕрĕк чĕлхисен пуххине» (Kitâbü divân-i lûgat it-Türk) — тĕрлĕ тĕрĕк чĕлхисен хыпарлă сăмахсарне хатĕрлет.

Махмуд ал-Кашгари
محمود ابن حسين ابن محمد الكاشغري
Çуралнă чухнехи ят: Махмуд ибн Хусайн ибн Мухаммад
Вилнĕ вырăн: Кашкар, Карахан патшалăхĕ
Ĕçлев тĕсĕ: лингвист
Ĕçсен чĕлхи: тĕрĕк, арап çырулăхĕ

Махмуд ал-Кашгари

тӳрлет
 
Тĕрĕк тĕнчи, Кашкар Махмучĕпе

Политика шухăш-ĕмĕчĕшĕн хĕссе пынипе Махмуд ал-Кашгари тĕрĕксем пурăнан вырăнсене çитсе курнă. Пахтатра — çав вăхăтра вăл сельджуксене пăхăнса тăнă — Кашгари пуçĕнче тĕрĕк халăхĕн пурнăçĕ, менталитечĕ, йăли, пурăнан вырнаçăвĕ, чи малтанах тĕрĕк чĕлхи пирки кĕнеке çырас шухăш çуралнă.

Махмуд ал-Кашгарин паллă «Диван лугат ат-турк» кĕнеки чăннипе тĕрĕк энциклопедийĕ пулать. Унта историпе культура, этнографи тата лингвистика материалне пуçтарса вырнаçтарнă. Ал-Кашгарин «Диванĕ» — XI ĕмĕрти тĕрĕк халăхĕсен авалхи ламсен нисеп хаклăхĕсене тата тыткаларăш виçисене, хăйне евĕр тĕнче курăмне кăтартса палăртнă тĕрĕк культурин палăкĕ. Кĕнекене авалхи сăртăш-шаман тĕн йăли енчен тĕнчене ăнлантарни çумне çĕнĕ идеологи (исламăн тата унăн суфизм турачĕ) элеменчĕсене кĕртнĕ.

Юсуф Хасс Хаджиб Юсуф Баласагунин кĕçĕн тантăшĕ пулса унăн сĕмне, уйрăмах чĕлхе тупсăмĕпе вырăнĕ пирки илсе, Кашгари чĕлхесен тĕпчевне танлавштару меслечĕпе истори сăнавне кĕртсе, хальхи тĕрĕкологин никĕсне хунă. Кашгари ăсчахран маларах Абу Наср Мухаммад ибн Мухаммад ибн Тархан ибн Узлаг аль-Фараби (Аль-Фараби) пурăннă, вăл хăйĕн «Диван аль-адаб фи» байан лугат аль-'араб" («Арапсен чĕлхипе çырнă литература хайлавĕсен пухмачĕ») ĕçне аль-Бируни çине таянса хайланă. Сиплев хатĕрĕсен ячĕсене Бируни те, Кашгари те пĕрех çырнă. Арап филологине çав тери лайăх пĕлнĕскер, Махмуд вăтам ĕмĕрсенчи мăсăльман ăслăхĕн мĕнпур облаçĕсен пĕлĕвне ăсра тытнă.

Махмуд Кашгари кĕнекине хăй пахаланинчен тĕрĕсрех палăртма хĕн. «Çак кĕнекене, — çырать Махмуд — эпĕ алфавит йĕркелĕхĕпе çыртăм, ăна каларăшсемпе, саджсемпе (рифмăлла проза), халăх сăмахĕсемпе, сăвăсемпе, раджазсемпе (вăрçă сăввисемпе) тата прозăран илнĕ пайсемпе капăрлатрăм. Йывăррине çăмăллатрăм, тĕттĕммине уçса патăм, нумай çул тăрăшрăм: Эпĕ вулавçăсем (тĕрĕксем) валли хăйсем вулакан сăвăсене сапса патăм.». Аль-Муктади халифа халалланă «Тĕрĕк пуплевĕсен самахсарне» Махмуд Кашгари 1072—1074 çулсенче хатĕрленĕ. Кунта вăл тĕрĕк чĕлхи фольклорĕн паллă жанрĕсене — йăла тата лира юррисене, паттăрлăх ытарăшĕнчи пайсене, истори чăнлавĕсемпе халапсене (Александр Македонский чигил тĕрек халăхĕ çине харçăпа кайни), 400 ытла халăх сăмахлăхĕ, каларăш — кăтартнă.

Махмуд Кашгарин «Диванĕ» («Сăмахсарĕ») — тĕрĕк диалктологин малтанхи тапхăрĕн фонетика тата морфологи пулăмĕсемпе диалект формисен уйрăмлăхне уçса паракан пĕртен-пĕр палăкĕ. «Сăмахсара» Вăтам Азири, Тухăç Туркестан, Атăлçи, Уралçи халăхĕсен фольклор тексчĕсене кĕртнĕ. Арап филологин ăслăлăх меслечĕсемпе çырнă Махмуд Кашгари ĕçĕ паянкуна та чĕлхе тĕпчевçишĕн, фольклорисчĕшĕн тата литература тĕпчевçишĕн çав тери хаклăх шутланать.

Ӗçĕсем

тӳрлет
  • «Диван лугат ат-турк» ("Словарь тюркских наречий"), Зифа-Алуа Ауэзова-Эрмерс пĕрремĕш вырăсла куçарнă, Алматы, «Дайк-Пресс», 2006, 1300 стр. [1] 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ., [2],

[3].

Цитатăсем

тӳрлет

Кашгар Махмучĕн кĕнекинчи сыпăксем унăн шухăш-туйăмне ăнлантараççĕ.

«Вăхăтăн кунĕсем васкатаççĕ, этемĕн вăй-халне туртса илеççĕ, çут тĕнчерен арсене уйăраççĕ… Çавăн пек унăн йăли, унсăр кунта — пĕр шăпа. Тĕллесе тĕнче сăнăпа персе тусен тăррисене çурать».

«Ывăлăм, эпĕ сана валли ырлăх сĕнĕвĕсене паратăп. Ырă ара тупсан, ун хыççăн ут (тӳррĕн.: ун куçĕнчен пăх)».

«Тĕнче каçĕсемпе кунĕсем çӳрекенсем пек иртеççĕ. Урлă каçакансенчен вĕсем вай-хал туртса илеççĕ».

«Этемĕн япалисем — унăн тăшманĕсем. Пурлăх пухăнчĕ пулсан, çӳлтен хама юхтарасла мăн чул пек кĕмсĕртетсе шыв анчĕ тесе шухăшла. Пур ар çын япала пиркиех пăсăлса кайрĕç. Пурлăха курсанах, вĕсем ун çине гриф (?) тупăш çине ывтăннă пекех ăнтăлаççĕ. Вĕсем хăйсен пурлăхне хупса упраççĕ, хăйсем усă курмаççĕ, хыт-кукаррăн макăрса ылтăн пуçтараççĕ. Турă пирки манса кайса пурлăхшăн çăтăхса ывăлĕсене, тăванĕсене чăннипех пĕтереççĕ».

«Ырлăх патне туртăн, чуна пуянлатсан мăн кăмăллă ан пул».

Кашгар Махмучĕ пăлхар тата сувар чĕлхисем пирки

тӳрлет

Ку ыйтупа сувар.рф сайтара (ăна культурологи кандидачĕ Алмантай Владимир Николаевич тытса тăрать) çапла каланă[1]:

<Куçару: Пăлхарсемпе сăварсем Каспиçумра

Admin - 11-мĕшĕ, сентябрь, 2012 - 22:49.

Махмуд ал-Кашгари XI ĕмĕрти хăйĕн карттинче Пăлхар хулине Каспи (Хазар) тинĕсĕ çывăхĕнче Атăл вурринчен сулахаярахра вырнаçтарнă. Сăвар хулине вара — Атăл вурринчен сылтăмалла (хальхи Дагестан территорийĕнче теме май пур).

Вăл çырса кăтартакан XI ĕмĕрти пăлхарсемпе сăварсем Византи (Рÿм) çывăхĕнче вырнаçăннă, урăхла каласан Хазарипе Дунайçи Пăлхар территорийĕнче. Хазар каганачĕ 965-мĕш çулта, Дунайçи пăлхарсен патшалăхĕ 1018-мĕш çулта арканнине шута илсен, Кашгари çавсенчен юлса Каспи çумĕнче (çавăн пекех, ахăртнех, Хура тата Азов тинĕсĕсен çумĕнче те) пурăннă сăварсемпе пăлхарсене çырса кăтартнă пек пулса тухать. Махмул ал-Кашгарие ĕненес пулсан, асăннă тĕлелле çак тахçан огур чĕлхиллĕ пулнă пăлхарсемпе сăварсем печенег тата/е огуз тата/е половццă-кыпчак (кумык-карачай=балкар ушкăнĕ) чĕлхисене куçса пĕтнĕ (маларах Дунайçи пăлхарсем те кăнтăр славян чĕлхине куçнă, авă, — анчах этнонимсем сыхланса юлнă).>

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Диван Лугат ат-Турк // В. Н. Алмантай сайчĕ