Каша Каšа - (выр. Кайсарово) Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕ. Çавăн пекех — Аслă Каша та теççĕ. Кăнтăрарах Тутар Каши пур, вăл ялăн пĕр хутлăхĕнче те чăвашсем пурăнаççĕ.

Ял
Каша Каšа
Каша
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Чăнлă
Ял тăрăхĕ Тутар Каши
Координатсем 54°42′18″ с. ш. 48°12′13″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Пĕрремĕш асăну 1649
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кашасем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ
Каша (Раççей)
Точка
Каша (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Тавралăхĕ

тӳрлет

Аслă Накаткинран 35 çухрăмра Сĕве юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

Ялта клуб, музей, библиотека, чиркӳ, ваттисен çурчĕ пур. Этнографи музейĕ ача садĕнче вырнаçнă.

2002 çулта ялта 470 çын пурăннă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1649-мĕш çулта документсенче яла асăннă. Ял ятне Койсарко Будаевран илнĕ. Кошайко Досаев яла никĕслекенсен хушинче пулнă. Тутарсем "Каша" - тутар ячĕ, "Кайсарово"- чăваш ячĕ тесе шутлаççĕ.

1913 çулта хăшпĕр çынсем Кунтиккав ялне никĕслеме хутшăннă[1].

XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта çил арманĕ, кĕрпе арманĕ, çăм тапатаркан тата маслобойка пулнă.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

тӳрлет
  • Садай Владимир Леонтьевич-чăваш çыравçи.
  • Ефремов Е.Г. - журналист.
  • Еграшкин А.А. - ӳнерçĕ.
  • Еграшкина Н.Н. - ӳнерçĕ[2].
  • Репин В.М. - историк.
  • Уфимкин П.Я. -
  • Репин Н.А.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
  • Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
  • Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
  • Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Ч., 1993.
  • Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Ял ячĕ çаканашкал тупмалли юмахра пур: Аслă Кашаран Кĕçĕн Кашана[3] туй килет (Кăмакаран вучаха кăвар кăларни)[4].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Çăлкуçсем тăрăх, Кунтиккава, тĕпрен илсен, Тутар Каши чăвашĕсем никĕсленĕ.
  2. ^ Каша кинĕ (урăхла каласан, кунта çуралса ÿсмен).
  3. ^ Кĕçĕн Каша — Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенгилей районĕнчи ял.
  4. ^ Чăваш халăх сăмахлахĕ. 4мĕш том. Вак жанрсем. Шупашкар, 1984. — 275 С.

Каçăсем

тӳрлет