Каша
Каша Каšа - (выр. Кайсарово) Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕ. Çавăн пекех — Аслă Каша та теççĕ. Кăнтăрарах Тутар Каши пур, вăл ялăн пĕр хутлăхĕнче те чăвашсем пурăнаççĕ.
Ял
Каша Каšа
Каша
|
Тавралăхĕ
тӳрлетАслă Накаткинран 35 çухрăмра Сĕве юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта клуб, музей, библиотека, чиркӳ, ваттисен çурчĕ пур. Этнографи музейĕ ача садĕнче вырнаçнă.
2002 çулта ялта 470 çын пурăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1649-мĕш çулта документсенче яла асăннă. Ял ятне Койсарко Будаевран илнĕ. Кошайко Досаев яла никĕслекенсен хушинче пулнă. Тутарсем "Каша" - тутар ячĕ, "Кайсарово"- чăваш ячĕ тесе шутлаççĕ.
1913 çулта хăшпĕр çынсем Кунтиккав ялне никĕслеме хутшăннă[1].
XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта çил арманĕ, кĕрпе арманĕ, çăм тапатаркан тата маслобойка пулнă.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Садай Владимир Леонтьевич-чăваш çыравçи.
- Ефремов Е.Г. - журналист.
- Еграшкин А.А. - ӳнерçĕ.
- Еграшкина Н.Н. - ӳнерçĕ[2].
- Репин В.М. - историк.
- Уфимкин П.Я. -
- Репин Н.А.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
- Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
- Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
- Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
- Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
- Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
- Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Ч., 1993.
- Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
- Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.
Кăсăклă фактсем
тӳрлетЯл ячĕ çаканашкал тупмалли юмахра пур: Аслă Кашаран Кĕçĕн Кашана[3] туй килет (Кăмакаран вучаха кăвар кăларни)[4].
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |