Канюкова Александра Семёновна

Канюкова Александра Семёновна (хĕр чухнехи хушамачĕ — Маркова, 21.02.1919, Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АО — 01.10.2008, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1950).

Александра Семёновна Канюкова
Çуралнă вăхăт: 1919, нарăс, 21
Çуралнă вырăн: Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт: 2008, кăрлач, 10
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Патшалăх:

СССР РФ

Ăслăх сфери: филологи
Ĕç вырăнĕ: И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ
Альма-матер: И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ
Чыславсемпе парнесем


РСФСР халăха вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ

РСФСР халăха вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ[1].

Биографи

тӳрлет

1919 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕн Элĕк районне кĕрекен Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.

1943 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă. 1967-1977 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă. Канюкова чăваш чĕлхин историне, диалекчĕсене, лексикине, сасă уйрăмлăхĕсене тепченĕ диалектологи экспедицийĕсене хутшăннă. Виçĕ кăларăмпа тухнă «Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçар»> (Шупашкар, 1959, 1968, 1975) кĕнекинче автор чăваш орфоэпиин тĕп йĕркелĕшсем, синоним, антоним, омоним пулакан сăмахсем, илемлĕх мелĕсем çинчен çырса кăтартнă, вĕсемпе калаçу чĕлхинче епле усă курмаллине палăртнă.

«Чувашская диалектология» кĕнекинче Александра Канюкова чăваш диалекчĕсемпе калаçăвĕсен фонетика, морфологипе синтаксис тата лексика уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, вĕсене хальхи литература чĕлхипе танлаштарса тĕпченĕ.

Филолог студентсемпе вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ вĕренӳ пулăшу кĕнекинче автор чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене кăтартакан топонимика материалне кĕртнĕ.

А.И.Яковлева чăваш чĕлхин урокĕсене пани

тӳрлет

А.С. Канюкова, Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ çулсенче, Алексей Иванович Яковлева, — вăл хайĕн ашшĕ Иван Яковлевич Яковлев пирки кĕнеке çырма пуçланă, — чăваш чĕлхи урокĕсене панă. Мĕншĕн тесен пулас кĕнекене[2] хатĕрленĕ чухне паллă историкĕн чăвашла çырнă çăлкуçсемпе усă курмалла пулнă.

Тăванлăхĕ

тӳрлет

Ĕçĕсем

тӳрлет

Ăслăх

тӳрлет
  • Чӑваш диалектологийӗн хрестоматийӗ : филолог-студентсемпе учительсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ пособийӗ, Шупашкар, 1970. 122.
  • Чӑвашла тӗрӗс калаҫар: вӗренӳ пособийӗ; Чувашский государственный университет им. И. Н. Ульянова (Чебоксары). — Шупашкар: Чӑваш университечӗн издательстви, 1994. 146 с.
  • Чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫар: пропагандистсемпе агитаторсене пулӑшма. 2-мӗш кăлар., Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1968.
  • Чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫар: пропагандистсемпе агитаторсене пулӑшма. 3-мӗш хушса ҫырнӑ клр., Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1975.
  • Чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫасси ҫинчен, Шупашкар, Чӑвашгосиздат, 1959.
  • Чувашская диалектология: (краткие очерки); худож. В. В. Дранишников; ред. А. Е. Горшков. Чебоксары, Чувашское книжное издательство, 1965.
  • Чувашская диалектология: учебное пособие для фак. чув. филологии и к-ры ун-та; Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова. 2-е изд., испр., Чебоксары:, Изд-во ЧГУ, 2004.

Пултарулăх

тӳрлет
  • Канюкова А. С., Марков А. С., Жизнь, отданная театру, 1999.

Вуламалли

тӳрлет
  • Александра Семеновна Канюкова / Е.Ф.Васильева, А.А.Сосаева пухса хатĕрленĕ. Ш., 1999.
  • Александра Семеновна Канюкован çутă сăнарĕ // Ульяновец. – 2008. – 9 юпа. – С. 8.
  • Алексеев, О. Наука ĕçне пăрахмасть / О. Алексеев // Хыпар. – 1994. – 23 нарăс.
  • Алексеев, О. Ун умĕнче пуçăмăра таятпăр / О. Алексеев // Хыпар. – 1999. – 19 нарăс.
  • Алексеев, О. Чун ăшшипе çупăрлать / О.Алексеев // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 20 нарăс.
  • Асăну сăмахĕ // Хыпар. – 3.10.2008.
  • Канюкова Александра Семеновна, Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем: биобиблиографи указателӗ. Шупашкар, 2006.
  • Ефимов, Л. А. Канюкова (Маркова) Александра Семеновна, Л. А. Ефимов, Аликовская энциклопедия. Чебоксары, 2009.
  • Канюкова Александра Семеновна, Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева, Чебоксары, 2005.
  • Канюкова Александра Семеновна, Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева, Чебоксары, 2010.
  • Канюкова Александра Семеновна // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 213.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Исследователи чувашского языка : Канюкова Александра Семеновна
  2. ^ Яковлев А.И. Иван Яковлевич Яковлев. Чебоксары, 1948.

Каçăсем

тӳрлет