Кайри Чиперуй
Кайри Чиперуй, — Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял. Сĕнтĕрпуç ял тăрăхне кӗнӗ, халӗ Сӗнтӗрпуҫ территори пайне кӗрет. Ҫӗнӗ Сӗнтӗр хĕрринче вырнаçнă, юханшыва ял патӗнче пӗвеленӗ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кайри Чиперуй | |
---|---|
Ял | |
выр. Малое Яндуганово [1] | |
Координатсем: Ошибка скрипта: Функции «coordinsert» не существует. | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Федераци субъекчĕ | Чăваш Республики |
Муниципаллă район | Ӳкерчĕк:Сĕнтĕрвăрри районĕн ялавĕ.png Сĕнтĕрвăрри районĕ |
Муниципаллă пĕрлĕх | Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕ |
Никĕçленнин вăхăчĕ | п/м |
Халăх йышĕ | 100 (2009) |
Вăхăт тăрăхĕ | MSK (UTC+3) |
- Çуллахи | MSK+1 (UTC+4) |
Почта индексĕ | 429588 |
Телефон префиксĕ | +783542 |
ОКАТО кочĕ | 97229865006 |
Тавралӑхӗ
тӳрлетЯл Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче, Чӑваш плато ҫинче, лӑсӑллӑ-ҫулҫӑллӑ вӑрмансен тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗр юхашывӗнчен тухӑҫ енче, районӑн административлӑ центрӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрри хулинчен 9 ҫухрӑм (тӳррӗн) кӑнтӑралла вырнаҫнӑ. Чи ҫӳллӗ вырӑн — тинӗс шайӗнчен 151 метр ҫӳллӗшӗнче.
Ялпа ҫуммӑн пӗве вырнаҫнӑ, ӑна Сӗнтӗр юханшыва юхса кӗрекен Ҫӗнӗ Сӗнтӗр юханшыв ҫинче пӗвеленӗ.
Кайри Чиперуй, пӗтӗм Чӑваш Ен пекех, Мускав вӑхӑчӗпе (UTC+3:00) пурӑнать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет1858 ҫулта 55 арҫын, 61 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1897 ҫулта — 110 арҫын, 112 хӗрарӑм пулнӑ. 1926 ҫулта, СССР патшалӑхӗнче пӗрремӗш ҫырав иртнӗ чухне, ятла 65 кил шутланӑ, пурӗ 138 арҫын тата 165 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1939 ҫулхи кӑтартусем — 136 арҫын, 187 хӗрарӑм; 1979 ҫулхи кӑтартусем — 67 арҫын, 98 хӗрарӑм.
2002 ҫулта иртнӗ ҫырав ятла 46 кил пулнине кӑтартнӑ, пурӗ 100 ҫынна шутланӑ: 44 арҫын, 56 хӗрарӑм. 2002 ҫулхи ҫырав ялта пурӑнакансен ытларах пайӗ чӑвашсем (93%) пулнине кӑтартнӑ.
2009 çулта 100 çын пурăннӑ. 2010 ҫулта кунта 33 килне 74 ҫын пурӑннине (37 арҫын, 37 хӗрарӑм) палӑртнӑ, 2012 ҫулта — 91 ҫын.
Урамĕсем
тӳрлетЯлта пӗр урам — Ҫыран урамӗ (Набережная).
Кун-çулĕ
тӳрлетЯла Малти Чиперуй ҫыннисем XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче никӗсленӗ[2]. 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, тыр-пул туса илнӗ, ҫӑпата ӑсталанӑ.
XIX ӗмертен Шупашкар уесĕн Посад-Турхан вулăсне, 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар районне, 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет. 2023 ҫулта, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округа йӗркелесен, унта кӗнӗ.
Районсене йӗркеленӗ хыҫҫӑн Сĕнтĕрпуç ял канашӗнче шутланнӑ. 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен — Пуснаркасси ял канашĕнче, 1931 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчен — Сĕнтĕрпуç ял канашӗнче, 1959 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен — Чиперуй ял канашĕнче[1]. Халĕ Сĕнтĕрпуç ял тăрăхне кĕрет.
1920-мӗш ҫулсенче пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ, 1932 ҫулта «Осоавиахим» колхоз йӗркеленӗ.
Культура
тӳрлетЯлта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса обелиск вырнаҫтарнӑ.
Транспорт
тӳрлетЯлпа ҫуммӑн Малти Чиперуя тата Турханкассине каякан асфальт ҫул иртет. Ҫулӑн тепӗр енче — Сӗнтӗрпуҫ.
Яла Ҫӗнӗ Шупашкартан тухакан автобус маршручӗсем (Карапаша тата Малти Чиперуя каяканнисем) ҫыхӑнтараҫҫӗ[3].
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Чăваш Ен пурăнан вырăнсем Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
: название «Чăваш Ен пурăнан вырăнсем» определено несколько раз для различного содержимого - ^ http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=1164
- ^ https://vokzal21.ru/raspisanie/cu/novocheboksarsk/cu/maloe-yanduganovo
Каçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |