Йăнтăрччă, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.

Йăнтăрччă
выр. Индырчи
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Ял тăрăхĕ Йăнтăрччă
Координатсем 55°30′52″ с. ш. 47°51′53″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: недействительная широта
Никĕсленĕ [[1692]]
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83548
Почтă индексĕ 429295
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 810 001
Йăнтăрччă (Раççей)
Точка
Йăнтăрччă (Чăваш Ен)
Точка

Тавралăхĕ

тӳрлет

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 676 çын, çав шутра 342 арçын, 334 хĕрарăм пурăннă[2].

Тавралăх

тӳрлет

Ял тăрăхĕнче çак çырмасем пур: Назарка, Тарăн вар, Киремет, Шарла, Тенеял шарли, Ялук Иванĕ çырми, Пуш, Учук, Павар çырми, Учук тăвайкки.

Истори

тӳрлет

1710 çулхи çырав тăрах ку ялта 25 çын шутланнă. 1858 çул тĕлне вара хуçалăхсен йышĕ 45-е çитнĕ, пурĕ 489 çын пурăннă.

Ял халапĕпе пысăк çулсем хĕрринче вырнаçнă ялсенчи çынсем вĕсенчен куçса аяккарах кайса ларнă. Çулсем тăрăх çӳрекенсем чăваш ялĕсене час-часах кĕрсе çӳренĕ, мĕн кирлĕ çавна илсе кайнă. Паллах ку чăвашсене килешмен, вĕсем пысăк çулсенчен аяккарах пурăнма кăмăлланă.

Йăнтăрччă ялĕ шăпах пысăк çул хĕрринче ларнă. Иртсе каян дворянсем чăвашсене тепĕр стана çитмешкĕн 12 лаша таран уйăрса пама хушнă. Ял çыннисемшĕн ку питĕ йывăр пулнă — вĕсем вăрман еннелле куçа пуçланă.

Хаяр Иван (Иван Грозный) Хусана харçăпа кайнă чухне çакă паллă — вăл Йăнтăрччă ялĕ урлă иртнĕ. Çулĕ Шур çул ятлă пулнă. Çул херринче шурă тăм пулнă, çавна май çул ятне çапла панă та. Ял çывăхĕнче Хăрушă Иван патша хушнипе унăн çарĕ юман каснă тет.

Яла 1692 çулта Узенко Индырчев тутар никĕсленĕ тет. Чи малтан вăл Шарла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă, каярах вара çĕн вырăна куçнă тет.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Ял историйĕ