Итĕм-Кура (выр. Илим-Гора), — Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районне кĕрекен чăваш ялĕ.

Итĕм-Кура
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Пенза облаçĕ
Муниципаллă район Çăрттанлă
Ял тăрăхĕ Итĕм-Кура
Координатсем 52°47′35″ с. ш. 46°56′11″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним итĕмкурасем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84164
Почтă индексĕ 442494
Автомобиль кочĕ 58
ОКАТО кочĕ 56 249 811 000
Итĕм-Кура (Раççей)
Точка
Итĕм-Кура (Пенза облаçĕ)
Точка

Халăх йышĕ [1], ял тытăмĕ

тӳрлет
1747 1762 1926 1939 1959 1979 1989 1996
270 яхăн 363 1205 967 936 813 698 670 яхăн

Тавралăхĕ

тӳрлет

Ял Илем шывĕ хĕрринче ларать. Çăрттанлăран 12 км хĕвелтухăçра вырнаçнă.

Кунçулĕ

тӳрлет

Ку таврана чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçнелле куçса килсе ларнă. Пенза облаçĕнчи паллă краевед-тĕпчевçĕ В. Бердников хăйĕн «История наших сел» историлле очеркинче Итĕм-Кура пирки «Основание его относится к 70-80 годам XVII века» тесе çырать. 1718 çулта документсенче Чĕмпĕр кĕпернинчен килнĕ 7 кил пулнине палăртнă. 1917 çулхи революциччен çак ял Сарăту кĕпернине кĕнĕ. Халăх йышĕ:1926 çулта – 1205, 1959 – 936, 1979 – 813, 1989 – 698, 1996 – 670 çын.

Вуламалли

тӳрлет
  • Юхма Мишши. Илем шывĕ хĕрринче. //Юхма Мишши. Çилçунат. Шупашкар, 1976. — С.104-124.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

тӳрлет
  • Данилов Александр Максимович (1938 çур.) — математик, техника ăславĕсен докторĕ (1998), профессор (1990)[2] [3].
  • Байдюшев Михаил Михайлович (Пайтÿш Мишши), — таврапĕлÿçĕ, ялти шкулта истори вĕрентнĕ.
  • Галахов Михаил Сергеевич (1954 çур.) — 2003-мĕш çултанпа Пенза облаçĕн ветеринари хĕсмечĕн пуçлăхĕ.
  • Башкирова Нина Евгеньевна (1952 çур.) — вырăнти "Асамат" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи.
  • Штурмина Татьяна Юрьевна (2000 çур.) — Пензăри медицина колледжĕн вĕренекенĕ, XVIII "Кĕмĕл сасă" конкурсăн тата Иркутскри "Акатуй-2017" ĕçтăвăм хутшăнавçи; Итĕм-Кура ялĕнчен тухнăскер[4][5].
  • Штурмин Николай Константинович (6.9.1959—23.6.1982) — лейтенант, парашют-десант взвочĕн командирĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ; Афганистанра вилнĕ[6].

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Весь пензенский край 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Бойко, И. И. Данилов Александр Максимович / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 480.
  3. ^ Данилов Александр Максимович // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. I : А-Л : Пензенская, Саратовская, Ульяновская обл. – С. 121.
  4. ^ Пенза облаçĕн мĕнпур хыпарĕсем пĕр порталра.
  5. ^ "Всечувашский Акатуй на Байкале", 04.06.17г, Татьяна Штурмина.
  6. ^ эти данные были взяты из Всесоюзной книги памяти

Каçăсем

тӳрлет