Çăрттанлă районĕ

Çăрттанлă ЕнПенза облаçĕн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă муниципаллă пайĕ. Администраци центрĕ — Çăрттанлă чиркӳ ялĕ.

Çăрттанлă районĕ
Неверкинский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Пенза облаçĕ
Администраци центрĕ Çăрттанлă ял
Йĕркеленĕ вăхăт 1928, утă, 16
Район администрацин пуçлăхĕ Моисеев Ю.В.
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2016)
14 513[3] (1,08 % %, 19-мĕш вырăн)
Наци йышĕ тутарсем — 50%,
чăвашсем — 24,9%,
вырăссем — 20,1%
Конфесси йышĕ мăсăльмансем, христиансем
Лаптăк 984,50[4] çм²
(24 %)
Çăрттанлă районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK+3 (UTC+6)

Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Район администрацин пуçлăхĕ — Моисеев Юрий Владимирович.

Тавралăхĕ тӳрлет

Çĕр лаптăкĕ 0,99 пин çм².

Çурçĕрте Кузнецки районĕпе, тухăçра Чĕмпĕр облаçĕпе, кăнтăрта Сарăту облаçĕпе, анăç енче — Камешкирски районĕпе чикĕ тытать.

Кун-çулĕ тӳрлет

1928 çулта Вăтам Атăл Енĕн Кузнецки таврашĕ шутĕнче йĕркеленĕ. 1932 çулта района салатнă, çĕрĕсене Камешкирски, Павловски, çаплах Барановски районĕсене кĕртнĕ. 1935 çулта каллех пуçтарса йĕркеленĕ. 1939 ç. Куйбышев облаçĕнчен Пенза облаçне куçарнă. 1963 çулта салатнă, территорине Кузнецки районĕ шутне кĕртнĕ. 1965 кăрлачăн 12-мĕшĕнче каллех йĕркеленĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ тӳрлет

Районта 15 муниципаллă тăрăха кĕрекен 29 пурăнан вырăнта 17,6 пин çын (01.01.2007) пурăнать.

  1. тутарсем — 51 %,
  2. чăвашсем − 24 %,
  3. вырăссем — 23,6 %,
  4. мордвасем — 0,4 %.

Тутарсем Çăрттанлăра (районти тутарсен 50 % пайĕ), çаплах тутар ялĕсенче — Алеево, Бигеево, Бик-Моисеевка, Дёмино, Джалилово, Залапино, Карновар, Мансуровка, Масарлă, Сарпай — çаплах хутăш чăваш-тутар ялĕсенче — Исикеево тата Чул Çырми — пурăнаççĕ.

Халăх йышĕн улшăнăвĕ:

Чăваш ялĕсем тӳрлет

Илем шывĕ хĕрринчи çак чăваш ялĕсем вырнаçнă:

Çутĕç тӳрлет

Районта 18 ача-пăча сачĕ, 30 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, 2 аслă шкул филиалĕ, СПТУ-20, 3 вăтам специальность паракан вĕренӳ заведенийĕ пур. Спортпа ачасем 16 спорт залĕнче, 8 спорт площадкисенче туслашаççĕ.

Культура тӳрлет

Районта виçĕ наци культури центрĕ ĕçлет. Итем-Кура ЯКК — чăваш культурин центрĕ, Октябрьски ЯКК — тутар культурин центрĕ, Березовски ЯКК — мордва культурин центрĕ. Культура керменĕнче тăван ен тĕпчев музейĕ ĕçлет, унта тăватă халăхăн уйрăмĕ пур.

20 ял культура çурчĕ, район культура керменĕ, 3 ял клубĕ, 23 ял вулавăш, ачасен тата çамрăксен пултарулăх çурчĕ, ӳнер шкулĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ.

Паллă вырăнсем тӳрлет

Район территоринче «Кунчер çеçенхирĕ» çутçанталăк усравĕ туса хунă. Архитектура палăкĕсем шутĕнче Неверкино çĕрĕн пульници, Дёмино ялĕнчи банк çурчĕ, 2 мечет (Бигеево), 12 археологи палăкĕ (бронза тапхăрĕнчи пура культурин курганĕсемпе курган вилтăприсем, çав вăхăтри пурăнан вырăнсем.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет