Илемлĕ тапхăр

Илемлĕ тапхăр (фр. Belle Époque) — Европан (чи малтанах Франципе Бельгин), çĕнĕ кун-çулĕн XIX-мĕш ĕмĕрĕн кайри вунçуллăхĕсемпе (Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен), 1914-мĕш çул хушшинчи тапхăрне палăртни. Францишĕн ку — Виççĕмĕш республикăн пĕрремĕш вунçуллăхĕсем, Аслă Британишĕн — Виктория тапхăрĕн юлашки çулĕсем тата Эдуард VII-мĕш король ертсе пынин малтанхи çулĕсем, Раççейре Александр III тата Николай II патшара ларнă çулсем.

Пĕтĕм тĕнче куравĕ, Париж, 1900.
Эйфел турулне туни, 1888.

Историллĕ ăнлантару тӳрлет

 
Пĕрремĕш автомобильсен пĕри, 1891.

Илемлĕ тапхăр вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн пулнă, вăрçă кÿнĕ хурлăхпа танлаштарса ят хуни. Çавăнпа та вăл тапхăр техникан хăвăрт аталанăвне, экономикари ăнăçусене, политика хутшăнăвĕсен тăнăçлăхне, Франци, Аслă Британи, Раççей, Австро-Венгри, Германи, Итали,Бельги т. ыт.т. Франци-Прусси вăрçи хыççăн 1870—1880-çç. хуçалăхĕсем ураланиччен ÿнерĕ аталаннине, унпа пĕрлех пулас вăрçă умĕнхи яланлăха çухатнă лăпкă пурнăçа аса илсе тунсăхланине палăртса кăтартать.

Ку автомобиль тунин, сывлăшра вĕçнин, бульварсемпе кафесен, кабаресемпе тинĕсре шыва кĕнин, фотографи ĕçĕ сарăлнин, кино çуралин тата 1863-мĕш çулта пĕрремĕш метро уçăлнин, çутçанталăк наукисен, çĕнĕ технологисемпе медицина аталаннин, социологипе этнографи никĕсленнин, археологинчи çĕнĕ уçăмсен, ÿнерте модерн тата çыравлăхра модернизм юхăмĕ ÿсеннин, «хĕрарăм ыйтăвĕ» тата суфражист юхăмĕн тавра пынă тавлашăвĕн ылтăн ĕмĕрĕ.

Илемлĕ тапхăр наукăра тӳрлет

Химипе биологи ăслăлăхĕсенче Луи Пастер чапа тухнă. Ку тапхăрти физика наукинчи çĕнĕ уçăнусем этемĕн малашри тĕп тавракурăмĕн аталанушĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мария Кюри, Эйнштейн ĕçĕсем яланлăхах уçлăх тата вăхăт çинчен унччен пĕлнине тĕппипех улăштарнă. Çав вăхăтрах микроскоплă япаласем те урăхларах курăнма пуçланă: радиаци тата рентген пайăркисене уçни атом кăсăклăхне тепĕр енчен уçса панă. Ку атомăн планетарлă модельне ăсталама май панă, каярах ăна Бор малалла аталантарнă. Фотоэффект теорине тата ăшă пайăркисене квантсен пулăшăвĕпе ăнлантарни пачах çĕнĕлле физика аталантарнă. Ку вара ĕлĕххи пĕлÿсене çĕнĕ концепцисемпе улăштарма хистенĕ.

Çĕнĕ пулăма Наукăри виççĕмĕш революци ятне панă.

Çыравлăхра тӳрлет

Франци çыравçисенчен Ги де Мопассан, Эмиль Золя ячĕсене асăнма кирлĕ. Германире Томас Манн ĕçленĕ.

Ӳнерте тӳрлет

1890 çулта Ван Гог вилнĕ хыççăн тĕрлĕрен ÿнер юхăмĕсем никĕсленсе аталанаççĕ — фовизм, малти модернизм, 1900 - 1914 çç. Парижпа Венан чылай ÿнерçĕсем экспрессионизм юхăмĕн тыткăнне лекеççĕ, кубизм тата абстракционизм, импрессионизм. Поль Гоген, Анри Матисс, Андре Дерен тата Морис де Вламинк, Пикассо, Густав Климт тата ытти чаплă ÿнерçĕсем.

Кÿлепе ÿнерĕнче — Огюст Роден.

Кĕвĕ çыравçисем — Морис Равель, Игорь Стравинский. Балетра Сергей Дягилевăн Вырăс балечĕ Европăра чапа тухнă. Декорацисемпе тумтирсене Илемлĕх тĕнчи ушкăнăн ÿнерçисем Леон Бакст тата Александр Бенуа хатĕрленĕ. "Таса Çуркунне" балет валли кĕввине Игорь Стравинский çырнă, декорацисене тата либреттине Рерих тунă. Халăх килĕштернĕ опереттасене çыракансем — И.Штраус, И.Кальман, Ф.Легар.

Халăх çÿренĕ вырăнсемпе тумтир моди тӳрлет

Парижри Фоли-Бержер варьете тата кабаре, Мулен Руж.

Политикăра тӳрлет

Францире Дрейфус ӗҫӗ паллă.

Çурт-йĕр ăсталăхĕнче тӳрлет

 
Тассель çурчĕ, Брюссель.

Çурт-йĕр тĕлĕшне илсен, ку вăхăтра кунта та модерн аталанса вăй илет. Гарнье Опери шалти дизайне модерн тĕсĕнче капăрлатнă. Шупашкарта модерн тĕсĕнчи Николай Ефремов çурчĕ упранса юлнă, Халĕ кунта Чăваш Наци Конгресĕ вырнаçнă.

Çурт-йĕр модерн тĕсĕн паллă ăстисем тӳрлет

  • Отто Вагнер, Йозеф Мария Ольбрих — Австри;
  • Виктор Орта, Поль Анкар, Анри Ван де Вельде — Бельги;
  • Чарльз Ренни Макинтош тата «Тăваттă» — Аслă Британи;
  • Эдён Лехнер — Венгри;
  • Петер Беренс — Германи;
  • Хендрик Берлаге — Голланди;
  • Антонио Гауди — Испани;
  • Эйжен Лаубе, Михаил Эйзенштейн — Латви;
  • Кекушев Лев Николаевич, Шехтель Фёдор Осипович - Раççей;
  • Элиель Сааринен — Финляндия;
  • Эктор Гимар, Анри Соваж — Франци;
  • Йозеф Фанта — Чехи.

Вуламалли тӳрлет

  • Горюнов В. С., Тубли М. П. Архитектура эпохи модерна. Л.,1992.
  • Haas W. Die Belle Epoque. München: Verlag Hueber, 1977
  • Rearick C. Pleasures of the Belle Epoque: Entertainment and Festivity in Turn-of-the-Century France. New Haven: Yale UP, 1986
  • Weber E. France: Fin de Siècle. Cambridge: Belknap Press, 1986
  • Winock M. La belle époque. La France de 1900 à 1914. Paris: Perrin, 2002.

Каçăсем тӳрлет