Балет (кĕвĕ хайлавĕ)
Балет кĕвĕ калăпĕ пулса ахаль ташă çумне хушса хунинчен харпăр хăй тĕллĕ ташă, пайăррăн палăртса хунă композици калăпĕ енне аталаннă, унпа пĕрле пынă ташă пекех пĕлтерешлĕ пулнă. Францире 17-мĕш ĕмĕрте çуралнăскер, ташă калăпĕ театр ташши пек пуçланса кайнă. Ячĕшĕн каласан 19-мĕш ĕмĕрччен балет «классикалла» халне илмен. Балетра «классикалла» тата «романтикалла» тени вăл вăхăт иртнĕ май кĕвĕре усă курнинчен килнĕ. Çапла вара, 19-мĕш ĕмĕрте балетăн классикаллă тапхăрĕ кĕвĕри романтизм тапхăрĕпе тĕл пулнă. 17- 19-мĕш ĕмĕрсенчи балет композиторĕсем 17- 19-мĕш ĕмĕрсенчи, Жан-Батист Люллипе Петр Ильич Чайковскине илсен, ытларах Франципе Раççейрен пулнă. Унтан та ытла, халăхсен хушшинче чапĕ ÿснĕ май Чайковский хăй пурăннă чухнех балет кĕвви пĕтĕм хĕвел анăç тĕнчере аталанса сарăлнине курнă.
Кун-çул
тӳрлет19-мĕш ĕмĕр çурри тĕлне балетри кĕвĕ пĕлтерĕшĕ иккĕмĕш вырăнта тăнă, тĕп вырăна ташша лартнă, çав вăхăтрах кĕввине ахаль ташăран илсе усă курнă. Ĕлĕк "балет кĕвви" çырни чăн кĕвĕ ăстисен мар, ал ăстисен ĕçĕ. Тĕслĕхрен, вырăс кĕвĕ çыравçин, Чайковскин хурлаканĕсем ăна балет кĕвви çырнăшăн хурланă.
Чи малтанхи балетсенчен Жан-Батист Люлли (1632-1687) вăхăтĕнченех балет кĕввине бал ташă кĕввинчен уйăрса илме те май пулман. Люлли хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх тупнă, ку вăл кĕвĕ мелĕпе пулса иртнине каласа уçса пани.
Пĕрремĕш "Пулнин балечĕ» 1717-мĕш çулта лартнă. Ку сăмахсăр каласа панă кун-çул пулнă. Пĕрремĕшĕ Джон Уивер (1673-1760) пулнă. Иккĕш Люлли тата Жан-Филипп Рамо "опера - балет" çырнă, кунта пулса иртнине хăшпĕр пайне ташăсемпе, тепĕр пайне юрăпа уçса параççĕ, анчах та балет кĕвви майĕпен пĕлтерĕшне çухатса пырать.
Малашри пысăк утăм вун тăххăрмăш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕсенче, солистсем балет валли юри ăсталанă хытă атă-пушмакпа - пуантсемпе усă курма пуçласан пулса иртнĕ. Ку ытларах вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа ташламалли кĕвĕ мелĕпе усă курма май панă. 1832-мĕш çулта Парижри Гранд-Опера пусми çинче паллă балерина Мария Тальони (1804-1884) пĕрремĕш хут пуантсем çинче ташласа кăтартнă. Ку "Сильфида" балетра пулнă. Халĕ кĕвве уçăмлăрах палăртма май пулса тăчĕ.
Майĕпен ташăсем ытларах хăюллăнса пыраççĕ, арçынсем балеринасене сывлăша çĕклени те çĕнĕ уйрăмлăх пулса тăрать.
Чайковский вăхăтĕччен балет кĕввин хайлавçисем симфони хайлавçисенчен уйрăлса тăман. Балет кĕвви пĕччен тата ушкăнпа ташланин каласа пулăшнă çемми çех пулнă. Чайковский "Акăш кÿлли" балечĕ симфони композиторĕ çырнă пĕрремĕш кĕвĕллĕ балет хайлавĕ пулнă. Чайковский пуçарувĕ тăрăх балет композиторĕсем тинех ансат та çăмăл ташă пайĕсене çырма пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ балетра тĕплĕ тимлĕх ташăна кăна памаççĕ; ташăсем хыççăн кĕвĕ композици те пĕрпек сарăлу илме пуçланать.19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Мариус Петипа, вырăс балечĕн тата ташă хореографĕ, балет шедеврĕсем лартма Цезарь Пуни пек композиторпа ĕçленĕ, иккĕшĕ те кăсăклă ташăпа тата кăсăклă кĕвĕпе мухтаннă. Петипа Чайковскипе "Тĕлĕрекен чиперкке" тата "Мăйăр катакан" ĕçĕсенче, тата туррĕн мар, Чайковский вилĕмĕ хыççăн, "Акăш кÿлли" балечĕн çĕнĕ редакци тăрăх пĕрле ĕçленĕ.
Нумай пулăмсенче ĕлĕххи пекех кĕске балет сценисемпе операсенче çутçанталăка сăнарланине е тумтирсене улăштарма усă курнă. Калăпăр, балет кĕвви опера пайĕ пек пулнин чи паллă тĕслĕхĕ Амилькаре Понкьелли "Джоконда" оперинчи (1876) "Сехетсен ташши" пулса тăрать.
Игорь Стравинский "Таса Çуркунне" (1913) балетне хайласан, шухăш-кăмăлта вăйлă улшăну пулса иртет. Кĕвви экспрессиллĕ тата килĕшӳллĕ пулман, хусканувĕсем хытă стилленĕ пулнă.
1924-мĕш çулта Джордж Антейл "Механикаллă балет" çырнă. Ку куçакан япаласене юрăхлă пулнă, джаз кĕввипе усă курса çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ пулин те, ташлакансене майлă пулман. Çак вăхăтран балет кĕвви икĕ çулпа — модерн юхăмĕ тата джаз ташши çине уйрăлса каять. Джордж Гершвин çак çитменлĕхе хăйĕн "Атьăр ташлăпăр" (1937) фильм валли çырнă шутлă тата техникалла джаз тата румба урапа çапса тĕпĕртетекен сехет ытла пыракан кĕвĕпе мăн кăмăллă партитурипе тултарма хăтланса пăхнă. Сценисенчен пĕрне юриех Гарриет Хоктор балерина валли хайланă.
Нумайăшсем каланă тăрăх, джаз - ташша пуринчен те лайăх хореограф Джером Роббинс кăтартнă, вăл Леонард Бернстайнпа "Вестсайдра пулса иртни"-нче (1957) пĕрле ĕçленĕ. Хăшпĕр енчен ку «опера-балет" патне таврăнни, мĕншĕн тесен пулса иртнине тĕппипе илсен сăмахсемпе каласа панă. Модернизма пуринчен те лайăх Сергей Прокофьев "Ромеопа Джульетта" балетра кăтартнă. Ку таса балет тĕслĕхĕ, кунта нимĕнле джаз е ытти мĕнле те пулсан анлă сарăлнă кĕвĕ тĕсĕн витĕмĕ те çук.
Балет кĕввин кун-çулĕн тепĕр юхăмĕ ĕлĕххи кĕвве хальхи пултарулăха хăнăхтарса шăнăçтарни пулса тăрать. Отторино Респиги Джоаккино Россинин (1792-1868), хайлавĕсене ĕçлесе çĕнетнĕ, вĕсен балетри пĕрлехи ярăмĕ "Асамлă лавка" ятлă, унăн премьери 1919-мĕш çулта пулса иртнĕ. Балет аудиторийĕ романтикаллă кĕвве килĕштерет, çавна кура çĕнĕ балетсем ĕлĕххи хайлавсемпе çĕнĕ хореографи тăрăх пĕрлешĕнса тăраççĕ.
Паллă тĕслĕх "Тĕлĕрÿ" хайлав пулса тăрать — кĕвви Феликс Мендельсонăн, çăмăллатма ансатлатса Джон Ланчбери çырнă.
Балет кĕвви хайлавçисем
тӳрлет- Жан-Мадлен Шнейцхоффер
- Цезарь Пуни
- Адольф Адан
- Людвиг Минкус
- Лео Делиб
- Рикардо Дриго
- Чайковский Пётр Ильич
- Александр Константинович Глазунов
- Николай Николаевич Черепнин
- Игорь Фёдорович Стравинский
- Сергей Сергеевич Прокофьев
- Дмитрий Дмитриевич Шостакови
- Рейнгольд Морицевич Глиэр
- Борис Владимирович Асафьев
- Арам Ильич Хачатурян
- Морис Равель
- Аарон Копленд
- Лоренцо Ферреро
- Леонард Бернстайн
- Дариюс Мийо
- Джордж Гершвин
- Карлос Суринач
- Бруно Моретти
- Ферди Грофе
- Виктор Брунс
- Виолета Динеску
Каçăсем
тӳрлет- Ballet and dance music. Music library. History of dances. Gallery.
Вуламалли
тӳрлет- Goodwin, Noel. "Ballet." Grove Music Online. 13 Dec. 2009. www.oxfordmusiconline.com
- Holloway, Robin. "Sugar and Spice: Robin Holloway Celebrates the Tchaikovsky Centenary." The Musical Times 134 (Nov., 1993), 620-623
- Mihailovic, Alexandar, and Jeanne Fuchs. "Tchaikovsky's ballets: Interpretation and performance." Tchaikovsky and his contemporaries: A centennial symposium. Westport, CT: Greenwood, 1999. 295-312.
- Warrack, John Hamilton. Tchaikovsky Ballet Music. London, England: British Broadcasting Corporation, 1979.
- Wiley, Roland John. "Three Historians of The Imperial Russian Ballet." Dance Research Journal, 13, (Autumn, 1980), 3-16
- Wiley, Roland John. Tchaikovsky (Master Musicians Series). New York: Oxford University Press, USA, 2009.
Балет (кĕвĕ хайлавĕ) Викиампарта? |