Анри Матисс
Анри́ Мати́сс(фр. Henri Matisse; 31 раштав 1869, Ле-Като-Камбрези, Нор, Франци (Иккĕмĕш франци импери) — 3 чӳк 1954, Ницца, Франци) — франци ӳнерçи тата скульпторĕ, фовизм юхăмĕн ертӳçи. Кăмăл-туйăмсене тĕс тата калăп тăрăх парас шыравĕсемпе паллă.
Анри Матисс | |
Henri Matisse | |
![]() Анри Матисс, Карл ван Вехтен сăнӳкерчĕкĕ - 1933 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Анри Эмиль Бенуа Матисс |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1869 çулхи раштав, 31 |
Çуралнă вырăн: | Ле-Като-Камбрези |
Вилнĕ вăхăт: | 1954 çулхи чӳк, 3 |
Вилнĕ вырăн: | Ницца, Симье |
Гражданлăх: |
![]() |
Жанр: | сăрă ӳнерçи тата ӳкерӳçĕ, скульптор |
Вĕренӳ: | Жюлиан Академи |
Стиль: | фовизм |
Паллă ĕçсем: | «Ташă» |
Сĕм янă: | Мотеруэлл, Якоб Штейнхардт, Ольга Маркова-Меерсон |
![]() |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Тӳрлет
Ачапа яшлăх çулĕсем Тӳрлет
Анри Эмиль Бенуа Матисс (фр. Henri Émile Benoît Matisse) 1869-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче çурçĕр Францин Пикарди енĕнчи Ле-Като-Камбрези хулинче çуралнă. Вăл Эмиль Ипполит Матисспа Элоиза Анна Жерар кил-йышĕнчи аслă ывăлĕ пулнă. Ача çулĕсем кӳршĕри Боэн-ан-Вермандуа хулинче иртнĕ, унта ашшĕ тырă суту-илӳçи пулнă, лавкка тытнă. Амăшĕ ашшĕне лавккара пулăшнă тата тăм-савăт капăрласа илемлетнĕ.
1872-мĕш çулта унăн шăллĕ, Эмиль Огюст çуралнă. Ашшĕ ирĕкĕпе, аслă ывăлĕ çемье ĕçне еткерсе илме тивĕç, анчах та Анри, 1882-1887-мĕш çулсенче вăтам шкулта тата Анри Мартен лицейĕнче вĕреннĕ хыççăн, сут-тӳре ĕçне вĕренме Парижа каять.
Фовизм тапхăрĕ Тӳрлет
1905-мĕш çулхи çу уйăхĕсене Матисс Андре Дерен тата Морис де Вламинкпа паллашать.
Матисс ăста лаççи Тӳрлет
Вуламалли Тӳрлет
- Турчин В. С. По лабиринтам авангарда. — М.: Изд-во МГУ, 1993.
Каçăсем Тӳрлет
- AnriMatiss.ru Архивленĕ 17 Ҫу уйӑхӗн 2014 çулта.
- henri-matisse.net — Henri Matisse: Life and Work
- Около 200 работ Анри Матисса, а также его биография Архивленĕ 11 Ҫу уйӑхӗн 2010 çулта.
- Аллюзии на картину «Танец» Матисса