Бенуа Александр Николаевич

Александр Николаевич Бенуа (1870 çулхи акан 21-мĕшĕ çу уйăхĕн 3 -мĕшĕ), Сăваплă-Петĕрхули - 1960 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ, Париж) — вырăс ӳкерçи, илемлĕх теорипе истори тишкĕрӳçи, « Илемлĕх тĕнчи» пултарулăх ушкăнĕн тĕп никĕслекен тата ертсе пыракан. Паллă архитекторов Бенуа кил-йышĕнчен: Н. Л. Бенуан ывăлĕ, Л. Н. Бенуапа и А. Н. Бенуан шăллĕ, Ю. Ю. Бенуан икĕ юрдлă шăллĕ, Зинаида Серебрякова ÿнерçĕн куккăшĕ.

Бенуа Александр Николаевич
К.A.Сомов, А.Н.Бенуа сăнарĕ 1895
К.A.Сомов, А.Н.Бенуа сăнарĕ 1895
Çуралнă вăхăт: Ака, 21, (Çу, 3), 1870
Çуралнă вырăн: Сăваплă-Петĕрхули
Вилнĕ вăхăт: 09 нарăс 1960
Вилнĕ вырăн: Париж
Жанр: Тĕрлĕ енлĕ сăнар ĕçĕ
Вĕренӳ: A. Н.Бенуа
Стиль: модернизм
Викиампарти ĕçсем

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Александр Бенуа 1870-мĕш çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче (3 çу) Сăваплă-Петĕрхулинче, Николай Леонтьевичй Бенуа архитекторпа Камилла Альбертовна Бенуа (архитектор А.К.Кавосăн хĕрĕ) кил-йышĕнче çуралнă.

Вĕсен илемлĕхе ăнланакан, пултарулăх туйăмне ăруран ăруна упраса пыракан çемье пулнă.

 
Хăйĕн сăнарĕ, 1893 çул

Бенуа Сăваплă-Петĕрхулири çÿллĕ шайра хисепленекен 2- мĕш гимназинчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт хушă Илемлĕх академинче вĕреннĕ, унсăр пуçне харпăр тĕллĕн те, Илемлĕх академинче шывра ирĕлекен сăрăпа ÿнерме вĕрентекен Альберт пиччĕшĕнчен те ÿнер ăсталăхне вĕреннĕ.

1894-мĕш çулта нимĕçле тухнă «История живописи XIX века» кĕнеке валли пĕр пайне çырса илемлĕх теорипе истори тишкĕрÿçĕн ĕçне кÿленнĕ.

1896-1898-мĕш çулсемпе 1905-1907-мĕш çулсенче Францире ĕçленĕ. «Илемлĕх тĕнчи» пултарулăх ушкăнĕн тата журналĕн никĕслекенсен тата ертсе пыракансен пĕри пулать, унăн кăтартувĕсенче хастаррăн хутшăнать.

Александр Бенуа Сергей Дягилевăн «Ballets Russes» балет антрепризинче ÿнерçĕ тата автор — спектакăльсем лартакан пулса пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Павильон Армиды», «Жизель», «Петрушка», «Золотой петушок» балетсен декорацисене хатĕрленĕ. 1904-мĕш çулта «Азбука» кĕнеке валли ÿкерчĕксем хайлать.

1908-1913-мĕш çулсенче И. Н. Кнебель кăларакан «Картины по русской истории» кĕнеке валли çичĕ ÿкерчĕк тунă.

 
Павăл ĕмпÿ вăхăтĕнчи парад

1916-1918-мĕш çулсенче А.С.Пушкинăн «Пăхăр юланут» юрăллă сăввине ÿкерчĕкĕсемпе хайласа илемлетнĕ.

1918-мĕш çулта Бенуа Эрмитажăн Ÿнерÿ курав речĕн аслă управçи пулса тăрать, унăн çĕнĕ каталогне кăларать.

Малалла кĕнекепе театăр ӳкерçи пулса ĕçленĕ, вăл хутра 1918-мĕш çулта БДТ-ра никĕслекенсен пĕри пулать, спектакăлĕсене лартать те капăрлатать те.

1925-мĕш çулта Парижра пулса-иртнĕ Тĕнче курăмĕнче хутшăннă.

1926- мĕш çулта Бенуа чикĕ леш енчен командировкаран таврăнмасăр Совет Союзĕнчен тухса каять. Вăл Парижра пурăннă, ытларах театăр валли декорацисемпе кĕпе-тумтирсен ÿкерчĕкĕсем капăрлатса хатĕрленĕ. Хăйĕн вăрăм та кăсăклă пурнăçĕ çинчен «Манăн асаилĕвсем» ятлă кĕнеке çырса хăварнă.
Бенуа Парижра, 1960-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче вилсе кайнă.

Пĕлтерĕшĕ

тӳрлет

«Александр Бенуа — ÿнер хайлавĕсен тата театăр спектакăлĕсен тепрепулми ăсти. Бенуа — сайри тĕлпулан илем тĕшкерÿçи, хăйĕн илемлĕ çырăвĕсемпе çамрăк ăрусене вĕрентсе ÿстернĕскер»

.

Николай Рерих

Курав речĕ

тӳрлет

Паллă çырав хайлавĕсем

тӳрлет
  • История русской живописи в XIX веке. 1902.
  • Русская школа живописи, СПБ, 1904;
  • Художественные письма, газета «Речь», ноябрь 1908 — февраль 1917;
  • Царское село в царствование императрицы Елизаветы Петровны, СПБ, 1910;
  • История живописи всех времён и народов, т. 1-4, СПБ, 1912-17 (не окончена);
  • Возникновение «Мира искусства», Л., 1928;
  • Жизнь художника. Воспоминания, т. 1-2, Нью-Йорк, 1955;
  • Александр Бенуа размышляет… (статьи и письма 1917—1960 г.), М., 1968;
  • Memoirs, v. 1-2, L., 1960-64. (англ.)
  • Мои воспоминания. В пяти книгах. т. 1 и т. 2. Изд. второе, доп. М., Изд. «Наука» 1990.
  • Бенуа А.Н. Мои воспоминания (в двух томах). — М.: Захаров, 2005. — 912+640 с. — ISBN 5-8159-0506-2
  • Бенуа А.Н. Дневник 1916-1918 годов. — М.: Захаров, 2010. — 768 с. — ISBN 978-5-8159-1032-4
  • Бенуа А.Н. Дневник 1918-1924 годов. — М.: Захаров, 2010. — 816 с. — ISBN 978-5-8159-1031-7

Вуламалли

тӳрлет
  • Бенуа // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Бурлюк Д. Д. Галдящие «бенуа» и Новое Русское Национальное Искусство (Разговор г. Бурлюка, г. Бенуа и г. Репина об искусстве); Н. Д. Б. [Бурлюк Н. Д.] О пародии и о подражании. СПб.: Книгопечатня Шмидт, 1913. 22 с.
  • Эрнст С. А. Бенуа. П., 1921;
  • Эткинд М. А. Н. Бенуа. Л. — М., 1965.
  • Завьялова А. Е. Александр Бенуа и Константин Сомов. Художники среди книг. М.: Театралис, 2012. — 208 с., ил., 300 экз., ISBN 978-5-902492-25-2

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет