Павел Петрович (20 авăн юпа, 1 1754, Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕ, Санкт-Петербург — 12 [24] пуш 1801), Михайлов керменĕ, Санкт-Петербург — 1796 - 1801-мĕш çулсенчи пĕтĕм Раççей патши, Мальта орденĕн аслă магистрĕ, Пётр III тата Екатерина II ывăлĕ.

Павел I Петрович
Павел Петрович
Çуралнă чухнехи ят Павел Петрович
Чӑн ят выр. Павел Петрович Романов
Çуралнă вăхăт юпа, 1, 1754
Çуралнă вырăн Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕ, Сăваплă Петĕрхули
Вилнĕ вăхăт пуш, 24 (12), 1801
Вилнĕ вырăн Михайлов керменĕ, Сăваплă Петĕрхули, Раççей империйĕ
Гражданлăх Раççей империйĕ
Пăхăнулăх
Ашшĕ Пётр III
Амăшĕ Екатерина II
Арăмӗ

1) Наталья Алексеевна (Гессен Вильгельмини)

2) Мария Фёдоровна (Вюртемберг Доротеи)
Ачисем

1-мĕш мăшăрлануран: çук 2-мĕш мăшăрлануран: ывăлсем: Александр, Константин, Николай, Михаил

хĕрсем: Александра, Елена, Мария, Екатерина, Ольга, Анна
Чыславсемпе парнесем
орден Святого апостола Андрея Первозванного орден Святого Владимира 1-й степени кавалер ордена Святого Александра Невского орден Святой Анны орден Чёрного орла орден Святого Духа орден Серафимов орден Белого орла орден Святого Януария Константиновский орден Святого Георгия орден Святого Фердинанда и Заслуг орден Святого Иоанна Иерусалимского
Автограф Изображение автографа
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Алпусни

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет
 
Ача çулĕсенче, Ф.Рокотов ĕçĕ, 1761

Павел Петрович 1754 çулхи (авăн, 20), юпа уйăхĕн 1 -мĕшĕнче Сăваплă Петĕрхулинче, Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕнче çуралнă, (каярах ку кермене хăй хушнипе ишнĕ, унăн вырăнне вара Михайлов керменне купаласа лартнă, унтах Павела 1801 çулхи пуш уйăхĕн 12 (24) вĕлернĕ).

Ача çуралнă чух Елизавета Петровна патша, аслĕ кнеç Пётр Федорович (Павлăн ашшĕ) тата пиччĕшпе шăллĕ Шуваловсем пулнă.

Ăруна тăсса пыракан еткерчĕ-ача çуралнă ятпа Елизавета патша манифест кăларнă, ку пулăма хăй вăхăтри сăвăçсем мухтавлă хайлавĕсенче çутатса кăтартнă.

Политикаллă кĕрешÿ пирки Павел, тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕпе юратувĕсĕр юлнă. Елизавета Петровна ĕмпÿ ăна, хăй шутланă тăрăх, чи лайăх ача пăхаканĕсемпе вĕрентекенĕсемпе хупăрласа илме

хушнă, ашшĕ-амăшне вара хăйсен ачипе аппаланма паман. Ятне те пулин шыва кĕртнĕ чух Павел тесе ĕмпÿ хушнипе панă.

Павел сăн-питрен ашшĕ пек пунă пулин те, керменти сас-хура тăрăх, Екатерина ачи унăн пĕрремĕш еркенĕнчен, хăй вăхăтри чипер сăнлă Сергей Салтыковран пулнă.

Пăхса ÿстернипе çутĕç пани

тӳрлет

Павлăн пĕрремĕш пăхаканĕ Шуваловсемпе çывăх дипломат Ф. Д. Бехтеев пулнă, вăл ачана çар дисциплинипе танлаштарма пулнă пек хытă тытнă. Вăл пичетлесе кăларакан пысăках мар хаçатра ача хăйне мĕнле тытнине каласа панă.

1760 -мĕш çулта Елизавета Петровна мăнукĕн вĕрентекенне улăштарса Никита Иванович Панина суйласа илет. 42- ри Панин анлă пĕлÿ илнĕ, Çут ĕçĕ шухăшлавлă çын пулнă. Швеципе Данире дипломат хесметĕнче тăнă чух вăл масонсемпе тачă çыхăннă тата Раççейре те швед калăпăшле конституциллĕ монархи пулма кирлĕ тесе шутланă.

Никита Панин шучĕпе тиккен анлă та тарăн пĕлÿллĕ пулмалла. Тен, унăн канашĕсене кура, ача валли тĕрлĕ пĕлÿ пĕлме тĕрлĕ вĕрентекенсене тытнă. Вĕсен хушшинче митрополит Платон (Турă Саккунĕ), С. А. Порошин (çутçанталăк кун-çулĕ), Гранже (ташăсем), Дж. Миллико (кĕвĕ) тата ытти те пулнă. Елизавета Петровна тапхăрĕнче пуçланă вĕренÿ Петр III те, Екатерина II вăхăтĕнче те татăлман.

Вуламалли

тӳрлет
  • Изергин А. М. «Военный мундир эпохи Павла I: Культурологические заметки»
  • Никольский Е. В. Сказание от жития благоверного царя-мученика Павла Первого. // Журнал «Богослов», N3 (март 2008 г.)
  • Павел I — генерал-адмирал русского флота
  • Сафонов М. М. Екатерина II и Павел Петрович: последние часы жизни императрицы.
  • Сафонов М. М. Заговор. // Исторический журнал «Гатчина сквозь столетия».
  • Соловьев Ю. Рыцарство и юродство. К поэтике образа императора Павла Первого // Одиссей: Человек в истории. — М.: Наука, 1989, с. 262—282.
  • Томсинов В. А. Император Павел I (1754—1801): государственный деятель и законодатель // Законодательство императора Павла I / Составитель, автор предисловия и биографического очерка В. А. Томсинов. М.: Зерцало, 2008. С. XV-LXIV.
  • Ходасевич В. Ф. Павел I. Неоконченная биография.
  • Шишанов В. Попытки «европеизации» русской монетной системы при Павле I. // Банкаўскі веснік. — 2012. — № 1 (546) (специальный вып.). — С. 58 — 63.
  • Эйдельман Н. Я.. Грань веков.
  • Терещук А. В.. Павел I. Жизнь и царствование. «Вита Нова», 2011. — с. 576. — ISBN 978-5-93898-340-3 — Серия: Жизнеописание
  • Власть, общество, армия: от Павла I к Александру I. Сборник научных статей / сост. и отв. ред. Т. Н. Жуковская. — СПб., 2013. — 268 с. (Труды исторического факультета. Том XI)

Каçăсем

тӳрлет


  Раççей империн императорĕсем
Пётр I Алексеевич | Екатерина I Алексеевна | Пётр II Алексеевич | Анна Иоанновна | Иван VI Антонович | Елизавета Петровна | Пётр III Фёдорович | Екатерина II Алексеевна | Павел I Петрович | Александр I Павлович | Николай I Павлович | Александр II Николаевич | Александр III Александрович | Николай II Александрович