Елчĕк (Елчĕк районĕ)

Елчĕк, Jelcĕk — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕн тĕпĕ. Шупашкартан 140 çухрăмра, Канашран 65 çухрăмра, Таяпа çырми Кĕçĕн Пăла шывне юхса кĕнĕ тĕлте вырнаçнă.
Ял
Елчĕк
|
ТавралăхĕПравить
Вăрмансăр та уй-хирлĕ, хура тăпраллă вырăн. Çывăхра Аслă Елчĕк, Ĕнел, Тускел, Акчел тата ытти ялсем вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕПравить
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 2544 çын, çав шутра 1225 арçын, 1319 хĕрарăм пурăннă[2].
КунçулĕПравить
Чылай вăхăт Кĕçĕн Елчĕк ятпа çÿренĕ.
Елчĕк гербĕ пиркиПравить
Елчĕк районĕн "Колхоз ялавĕ" хаçачĕн 1994-мĕш çулхи раштавăн (декабрĕн) 13-мĕшĕнчи номерĕнче пĕчĕк статья пичетленсе тухнă. Унăн ячĕ — "Елчĕкĕн те герб пулмалла". Çав статьяра палăртнă сĕнÿпе пĕрлех Елчĕк ялĕн гербĕн проекчĕ те пур. Хулкан çинче Пăла, Кĕçĕн Пăла, Таяпа шывĕсем еплерех пĕрлешнин схеми (планĕ). Тивĕçлĕ вырăнта — уйрăм пÿрт ÿкерчĕкĕ, вăл Елчĕк ялне символла майпа палăртать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе герб туса хуман. Ытти проектсем пулнă-и, пулман-и — ку паллă мар. Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕн ятарлă гербĕ çук. Районăн — пур. Анчах та вăл пĕр харăсах район центрĕн те гербĕ пулнине ятарласа палăртман.[3]
Паллă ентешсемПравить
- Беляев Александр Филиппович (15.08.1908 — 11.12.1943) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Иванов Николай Петрович (1904-1959) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Сергеева Юлия Сергеевна (1900-1949) — чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм тухтăрсенчен пĕри.[4]
- Сергеева Евдокия Сергеевна (1907-1979) — чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм тухтăрсенчен пĕри.[5]
- Анкинович Екатерина Александровна (1911-1991), кеолоки-минералоки ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Филимонов Валерий Николаевич — (2018-мĕш çултанпа Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн пуçлăхĕ)[6].
- Плющев Юрий Николаевич — «Беларусьфильмри» кинооператор[7].
- Музыкантова Валентина Ивановна (1948) — актриса.
- Владимир Владимирович Кудряшёв (1902-1944) — ÿнерçĕ[8].
КаçăсемПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики
- ^ Герб Яльчикского района
- ^ Чувашская энциклопедия. СЕРГЕЕВА Юлия Сергеевна
- ^ Чувашская энциклопедия. СЕРГЕЕВА Евдокия Сергеевна
- ^ ФИЛИМОНОВ Валерий Николаевич Председатель Государственного Совета Чувашской Республики
- ^ Алексин, Валерий. Кинооператор — тӗлӗнмелле професси.
- ^ И.В. Кудряшёва. Владимир Владимирович Кудряшёв. — электронла чăваш энциклопедири статья (вырăсла).
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |