Вилюй (юханшыв)
Вилю́й (якут. Бүлүү) — Якутипе Красноярск енчи юханшыв, Лена юханшывĕн чи вăрăм сулахай юппи.
Вилюй | |
---|---|
якут. Бүлүү | |
![]() | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 2650 км |
Бассейн лаптăкĕ | 454 000 км² |
Шыв системи | Лена |
Шыв тăкакĕ | 1468[1][2] м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | |
• Вырнаçу | Среднесибирское плоскогорье |
• Координатсем | 65°58′41″ с. ш. 103°30′49″ в. д. / 65.97806° с. ш. 103.51361° в. д. (G) (O) (Я)Шаблон:Карттă/Бк/Q |
Шыв вăрри | Лена (юханшыв) |
• Çӳллĕшĕ | 54 м |
• Координатсем | 64°22′38″ с. ш. 126°24′54″ в. д. / 64.37722° с. ш. 126.41500° в. д. (G) (O) (Я)Координатсем: 64°22′38″ с. ш. 126°24′54″ в. д. / 64.37722° с. ш. 126.41500° в. д. (G) (O) (Я)Шаблон:Карттă/Бк/Q |
Вырнаçни | |
![]() | |
Патшалăх | ![]() |
Регион | Якути, Красноярск Ен |
РПШР | 18030800112117400003664 |
![]() ![]() |
ÇутçанталăкПравить
Юханшыв бассейнĕнче 67 266 кӳлĕ вырнаçнă, пысăккисем: Ниджили (лаптăкĕ 119 çх²), кăштах пĕчĕкрех Бараталах тата Мастах, Сюгджэр (80 çх²), Богуда (22 çх²) тата Мосаны (тарăнăшĕ — 110 м).
Юханшывсемпе кӳлĕсенче пулă нумай (Вырăс шеврĕк, таймень, ленок, нельма, ăптă, уланкă, шампа, симĕс пулă , тогунок, сарога, сарă карас, кĕмĕл карас, çăрттан, кăртăш, чир, сиг, шуркӳль кĕркки , Кӳлĕ кутанĕ, çĕлен пулă, песчанка и др.).
ЮпписемПравить
Сылтăмра — Улахан-Вава, Чиркуо, Чона, Чыбыда, Улахан-Ботуобуя, Оччугуй-Ботуобуя, Баппагай; сулахайра — Ахтаранда, Ыгыатта, Марха, Тюкян и Тюнг. Чи пысăк юппи - Марха.
Хуçалăхра усă курниПравить
Юханшыв çинче 2 гидроэлектростанци тунă: Вилюй (648 МВт, 2,71 млрд кВт·сех çулталăкра) тата Вилюйс ГЭСĕ-III (Светлинск ГЭСĕ, 270 МВт, çулталăкра 1 млрд кВт·сех таран).
Ленск, Мирный, Айхал, Удачный, Алмазный, Чернышевский татаСветлый станцисем пурăнан вырăнсене энергипе тивĕçтермелли автономлă энергосистемăн тĕп объектсем шутланаççĕ.
Вилюй çинчи тĕп пристаньсем: Промышленный, Хатарык-Хомот, Кысыл-Сыр, Вилюйск, Верхневилюйск, Нюрба.
Юханшыв бассейнĕнче кĕвер чул (Мирный, Айхал), тимĕр тăпри, фосфоритсем, тăвар, çĕр кăмрăкĕ, çутçанталăк газĕ (Кысыл-Сыр, Мастах, Ниджили çĕрай управĕсем) тупнă. Ылтăн та тĕл пулать.
Шыв тăрăхĕнче вăрман нумай, унта, тĕпрен илсен, çемçе чăрăш ӳсет [3]. Кызыл-Сырта нефть кăларнă май газ конденсачĕ тухать, ăна вырăнти газолин установкипе уйăрса вырăнти 80, 92, 95, 98 маркăллă бензин туса танкерсемпе Вилюй тата Лена тăрăх пĕтĕм Якутине туртараççĕ.
Шыв реестрĕн хыпарĕсемПравить
Шыв ресурсĕсен федераци агентстви хатĕрленĕ РФ территорин шыв хуçалăх районĕсен геоинформаци системин хыпарĕпе[4]:
- Патшалăх шыв реестрĕнчи шыв объекчĕн кочĕ — 18030800112117400003664
- Гидрологи тĕпчевленӳ кочĕ (ГТ) — 117400366
- Бассейн кочĕ — 18.03.08.001
- Том номерĕ, ГТ — 17
- Кăларăм, ГТ — 4 [5]
ВуламаллиПравить
- Хотун Бүлүү хомолтото. Обиды Матушки Вилюя. Н. Д. Архипов, И. С. Бурцев. — Дьокуускай, Сайдам, 2005—304 с. ISBN 5-98671-003-7
- Рыбные богатства Вилюя и их охрана. А. С. Гольдман, В. А. Игнатьев, Якутск, Сайдам, 2006. — 38 с.
АсăрхавсемПравить
- ^ Vilyuy at Khatyryk-Khomo, UNESCO: Water resources
- ^ По всей видимости, на сайте Ленгидропроекта — «Гидроузлы на р. Вилюй» — приводится завышенное значение расхода воды для устья реки.
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокd
не указан текст - ^ Государственный водный реестр РФ: Вилюй. çăлкуçран архивланă 20 Ҫурла уйӑхӗн 2012.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 17. Ленско-Индигирский район. Вып. 4. Бассейн р. Лены от устья р. Алдан до устья р. Вилюй и бассейн р. Вилюй/ Под ред. А. С. Шароглазова. — Л.: Гидрометеоиздат, 1964. — 128 с.
КаçăсемПравить
- Вилюй (юханшыв) — ПСЭ
- Вилюй в «Словаре современных географических названий» Архивленĕ 20 Ака уйӑхӗн 2008 çулта.