Виççĕмĕш Успенски
Виççĕмĕш Успенски (выр. Успенский 3-й) — Иркутск облаçĕнчи Зима районĕнчи ял.
Ял
Виççĕмĕш Успенски
Виççĕмĕш Успенски
|
Кунçул
тӳрлетИнтернетран[1]:
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш чӗлхин» чӗрӗ урокӗ иртнӗ. Ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ, «Юхтӑр юрӑ» ҫемье ансамблӗн ертӳҫи Валентина Ягшимурадова тата Зинаида Ковалева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленӗ. «Юлташ» автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене чӑваш алфавичӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш сӑмахӗсене калама хӑнӑхнӑ. Йӑлара тӗл пулакан япала ячӗсемпе паллашнӑ. Чӑваш тумтирӗн тӗрри-эрешӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ вӗсене.
Вероника Тимофеева шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашла вӗрентмесен чӗлхе ҫухалӗ. Чӗлхене ҫемьере ҫеҫ мар, шкулта та вӗрентмелле. Унта ачасем ҫырулӑха, грамматикӑна, професси тата ӗҫ калаҫӑвне хӑнӑхаҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл. Новолетники ялӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркине те унтисем манса ӗлкӗрмен иккен-ха. Анчах вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата тӳре-шара кӑмӑл тусан чӑвашла вӗрентес ӗҫе йӗркелеме автономи пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ Вероника Тимофеева. Масляногорск ялӗнче чӑваш чӗлхине пилӗк ҫул ӗнтӗ факультатив йӗркипе вӗрентеҫҫӗ. |
Виççĕмĕш Успенски те чăваш ялĕ иккенне ак çак тĕлтен пĕлме пулать[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)— В детстве тетя Лиза с нами, ребятишками, только на чувашском разговаривала, а когда мы пошли в школу, перешла на русский. Нам было тяжело. Учителя, к примеру, указывали на какой-нибудь предмет, называли его на русском, а мы — на чувашском. Никак не могли усвоить. Но еще хуже приходилось учащимся из Третьеуспенского. Начальную школу у себя они оканчивали на чувашском, а здесь им приходилось сразу переходить на русский.
Тавралăх
тӳрлетПаллă çынсем, ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Тимофеева Вероника Васильевна (çуралнă чухнехи хушамат Белкова) — Ирткутск облаçĕнчи чăвашсен «Юлташ» наци-культура автономийĕн ертÿçи[3].
Вуламалли
тӳрлет- Максимов, Леонид Сергеевич. Чуваши Восточной Сибири / Л. С. Максимов; [предисл. А. И. Васильева, А. И. Иванова]. - [Иркутск, 2006] (Тип. "На Чехова"). - 234 с., [16] л. фот., цв. фот. : портр., фот., ил., табл.
- "Юлташ" из далекого Иркутска : [об издании чуваш. газ.] // Совет. Чувашия. - 2004. - 7 авг. - С. 1.
- Максимов, Л. Чувашская диаспора Приангарья // Максимов, Л. Чуваши Восточной Сибири / Л. Макимов. – Иркутск, 2006. – С. 10.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ташней, Таисия. Чӑваш чӗлхи: Иркутск тӑрӑхӗнчи ялта чӑваш чӗлхи урокӗ иртнӗ — 10.02.2020 20:54
- ^ Гергесова, Лидия. Новолетники: село, где растет хмель и варится настоящее чувашское пиво(ĕçлемен каçă) — «СМ Номер один» валли. Фото авторăн, СМ Номер один , № 16, апрелĕн 28-мĕшĕ, 2016
- ^ В поселке УСПЕНСКИЙ-3 СОСТОЯЛСЯ ОБЛАСТНОЙ ЧУВАШСКИЙ ПРАЗДНИК АКАТУЙ
Каçăсем
тӳрлет- Национально-культурная автономия чувашей «Юлташ» Иркутской области 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Иркутск облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |