Автанçырми (Шупашкар районĕ)

Автанçырми, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкартан 18 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 6 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцине ҫитсе 17 ҫухрӑм.

Автанçырми
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Шĕнерпуç
Координатсем 56°03′00″ с. ш. 47°23′01″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83240
Почтă индексĕ 429500
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 244 860 010
Автанçырми (Шупашкар районĕ) (Раççей)
Точка
Автанçырми (Шупашкар районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Ялта пӗр урам: СССР 50 ҫуллӑх урамӗ.

Ял ячӗ

тӳрлет

Ял ячӗ Алтӑван ятран пулса кайнӑ. Ялпа юнашар халӗ те Алтӑван ҫӑлӗ ятлӑ ҫырма пур[1]. И.С. Дубанов хӑйӗн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере ял ятне «автан» тата «ҫырма» сӑмахсемпе ҫыхӑнтарать[2].

Ял ятне вырӑсла Алдан-Сирмы (1879) тата Алдан-Сирма (1907) тесе ҫырни пур[3].

Тавралӑх

тӳрлет

Ял таврашӗнче тӑватӑ ятсӑр ҫырма пур.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ку ял Шупашкар тӑрӑхӗнчи чи авалхи ялсенчен пӗри. Халап тӑрӑх яла XIII ӗмӗрте Алтӑван-пик Пухтел тӑрӑхне куҫнӑ хыҫҫӑн никӗсленӗ[1].

1866 ҫулччен ялти халӑх патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Вӗсем турӑ ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, ал ӗҫӗпе аппаланнӑ, чӑпта ҫапнӑ.

1935 ҫулта «Автан» колхоз йӗркеленнӗ. 1951 ҫулта пилӗк ялти колхоз пӗрлешнӗ те Сталин ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ. Вӑл Мӑн Пӳкассинче вырнаҫнӑ пулнӑ. 1959 ҫулта колхоз «Гвардеец» ятлӑ пулса тӑнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса ялти 12 ҫын пуҫ хунӑ[4].

Администраци тӗлӗшпе пӑхӑнни

тӳрлет

XIX ӗмӗртенпе 1927 ҫулччен Шупашкар уесӗн Шупашкар вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-сӗшӗнче районсем йӗркелесен Шупашкар районӗнче шутланма тытӑннӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗччен Илпеш ял канашне пӑхӑннӑ, каярах вара Шӗнерпуҫ ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ. Ҫулталӑкран, 1955 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Толик Хураскинчи ял канашне куҫарнӑ. 1960 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа Шӗнерпуҫӗнчи ял канашне пӑхӑнма тытӑннӑ. 2006 ҫултан Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрет. 2023 ҫулти административлӑ реформа хыҫҫӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗн Шӗнерпуҫ территори пайне пӑхӑнать.

Халӑх йышӗ

тӳрлет

1858 ҫулхи ҫыравра ялта 27 арҫын тата 24 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1897 ҫулхи ҫырав 39 арҫын тата 42 хӗрарӑм пурӑннине кӑтартнӑ. 1926 ҫулта 21 кил шутланӑ, вӗсенче 44 арҫын тата 59 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулхи ҫырав 35 арҫын тата 48 хӗрарӑм пурӑннине кӑтартнӑ. 1979 ҫулта 18 арҫын тата 20 хӗрарӑма шутланӑ. 1989 ҫулхи ҫырав ялта 10 арҫын тата 15 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ.

2002 ҫулта ирттернӗ ҫырав тӑрӑх Автанҫырминче 14 кил пулнӑ, 23 ҫын пурӑннӑ: 13 арҫын тата 10 хӗрарӑм. 2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялти халӑх йышӗ 22 ҫын таран чакнӑ: 14 арҫын тата 8 хӗрарӑм.

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Культура

тӳрлет

Ялта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса обелиск вырнаҫтарнӑ.

Экономика

тӳрлет

Ял таврашӗнче Шӗнерпуҫре регистрациленнӗ «Гвардеец» акционерсен хупӑ обществи ӗҫлет.

Транспорт

тӳрлет

Яла Ҫӗнӗ Шупашкартан Кӳкеҫе ҫӳрекен 188 номерле автобуспа ҫитме пулать[5]. 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен раштав уйӑхӗччен ку маршрут ҫӳремен. Ҫак ыйтӑва Мӑн Пӳкасси ял халӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Вячеслав Рафинов председательпе тӗл пулнӑ май хускатнӑ[6].

Вуламалли

тӳрлет
  • Энциклопедия Чебоксарского района. Т1. — Чебоксары: Чувашия, 2014. — 505 с.

Асӑрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет