Абхази эрехĕсем
Абхази эрехсем- Абхази патшалăхĕнче тунă эрехсем.
Кун-çулĕ
тӳрлетАбхазире эрехсем авалхи самантсенченех тума пуçланă. Вырăнти эрехтăваслăх ĕçе 4 пин çул каялла пуçарса янă. Эрехе тăмлă амфорăсенче (квеври ятлă) ватăлатнă. Квеврине çĕре чавса вырнаçтарнă.
Паян та ку меслетпе абхазсем килти эрехе тăваççĕ. Промăçлă эрехтăваслăхĕ 1925-мĕш çултанпа пуçланать - Сухумри эрех заводне хута янă. 1960-1990 çулсенче ку завод хăвăрт аталаннă.
1999 çулта "Абхази эрехĕсем тата шывĕсем" компани завод цехĕсенче çĕнĕ ĕç хатĕрĕсене вырнаçтарнă. 2007 çулта "Гагрă коньяк заводне" никĕсленĕ( 3-çулхи "Айнар" тата 3,5,7-çулхи "Абхазия" коньяксем кăларать).
Иçĕм çырлин сорчĕсем
тӳрлетАвалхи самантран Абхази енче вырăнти иçĕм сортсем ӳстернĕ.ХХ-мĕш ĕмĕрте ют çĕршывран çĕнĕ сортсем тымар яраççĕ. Паян Абхази Республикмнче 1500 гектар çĕр çинче тĕрлĕ иçĕм сортне курма пулать: Изабелла, Чхавери, Цоликоури, Каберне совиньон, Саперави, Мерло, Качич, Ауасархуа, Ркацители тата Алиготе. 2005 çултанпа экспериментлă сортсене ӳстерме пуçларĕç: Траминер, Санджовезе, Верначча, Канайоло, Оджалешти, Мальбек, Шардоне,Совиньон Блан, Гамэ т.ыт.
Ассортиментчĕ
тӳрлетят | никĕсленĕ çул | эрехĕн тĕсĕ | эрехĕн тип | пылак шайĕ г/дм3 | хытăлăх % алк. | иçĕм сорчĕсем | ята ăнлантарни | |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Букет Абхазии | 1929 | хĕрлĕ | çурма десертли | 140 | 16 | Изабелла | Абхази чечек пуххи | |
Лыхны | 1962 | хĕрлĕ | çурма пылакли | 30-40 | 9-11 | Изабелла | абхаз ялĕ | |
Апсны | 1970 | хĕрлĕ | çурма пылакли | 30-40 | 9-11 | Каберне совиньон,Саперави | "абхазлă патшалăхĕн ячĕ" | |
Эшера | 2002 | хĕрлĕ | çурма пылаксăрри | 8-18 | 9-11 | Изабелла т.ыт. | "Ял ячĕ" | |
Чегем | 2002 | хĕрлĕ | пылаксăр | çук | 10-12 | Каберне совиньон | "Ял ячĕ" | |
Амра | 2002 | хĕрлĕ | çурма пылаксăрри | 8-18 | 10-11 | тĕрлĕ сортсем | "Хĕвел" | |
Радеда | 2002 | хĕрлĕ | пылаксăр | çук | 10-12 | Изабелла | "туй юрри" | |
Кагор Новый Афон | 2010 | хĕрлĕ | десертли | 160 | 16 | тĕрлĕ сортсем | "чĕркӳ ячĕ" | |
Псоу | 1962 | шурă | çурма пылаксăрри | 30-40 | 9-11 | Цоликоури е Рислинг,Алиготе | "юханшыв ячĕ" | |
Анакопия | 1978 | шурă | çурма пылаксăрри | 8-18 | 9-11 | Рислинг,Ркацители | "ял ячĕ" | |
Диоскурия | 2002 | шурă | пылаксăр | çук | 10-12 | тĕрлĕ сортсем | "авалхи Абхази ячĕ" |
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- http://www.abkhazia.ru/vine/ 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. Абхази эрехĕсем
- http://vinaabkhazii.ru 2013 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. "Абхази эрехĕсем тата шывсем" компани сайтчĕ