Совиньон Блан
Совиньон Блан е Шурă Совиньон (фр.-Sauvignon blanc )- паллă шурă иçĕм сорчĕ. Тăван çĕрĕ: Францин хĕвĕл анăç енĕ.
Урăх ячĕсем: Фюме блан, Совиньон Жён, Пюншон, Пюешу, Мускат-Сильванер.
Шурă Совиньон питĕ аван пурăллă, шăнкав тата хăйăрлă тăпра çинче ӳсет. Çӳхе иçĕм хуппине çăмăл "паха пăнтăх" - Botrytis cinerea çапать. Шурă Совиньон питĕ тĕхĕмлĕ сорт. Ку сортран тунă эрехсене йĕплĕ хурлăхан, ешĕл курăк тата кремни шăршипе паллама пулать.
Сарăлни
тӳрлетШурă Совиньон тĕнчере анлăн сарăлнă :
- Франци: ( 26 800 га ) Луара айлăмĕ ( Сансер тата Пуйи Фюме тăрăхсем), Бордо енĕ ( Сотерн тата Барсак -пылак эрехсем, Пессак-Леоньян -пылаксăр эрехсем );
- Итали: Венето, Фриули-Венеци-Джули облаçĕсем ;
- Çĕнĕ Зеланди ( 7 026 га ) : Мальборо (кунта Шурă Совиньон тĕп сорчĕ) ;
- Чили: кунта Шурă Совиньон сорчĕн клонĕ пур - Совиньон Вер.
Чаплă эрехсем
тӳрлетячĕ | енĕ | сорчĕн пайĕ | |
---|---|---|---|
Chateau dYquem | Сотерн тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци | чылайăш | |
Pavillon Blanc du Chateau Margaux | Бордо енĕ, Франци | чылайăш | |
Villa Maria Sauvignon Blanc | Мальборо айлăмĕ, Çĕнĕ Зеланди | 100 % |