Сотерн (эрехтăвакан лаптăк)
Сотерн (фр. Sauternes) - Бордо енре, Гаронна юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă эрехтăвакан лаптăк.
Лаптăкĕ
тӳрлетИçĕм лаптăкĕ 2 200 га.
Иçĕм сорчĕсем
тӳрлетЛаптăкăн чылай çĕрĕнче Семильон шурă иçĕм сорчĕ йышăннă. Тата Совиньон Блан, Мюскадель сорчĕсемпе усă кураççĕ. Иçĕм тухăçлăхне юри чакараççĕ (иçĕм сĕтекĕн концентрацийĕ ӳсет) - 25 гл/га.
Эрех тĕсĕсем
тӳрлетСотерн хăйĕн паха десертлă (пылаклăхĕ 200-400 г/л) шурă эрехĕсемпе тĕнчере паллă. "Сотерн" эрехне тума паха пăнтăх çапнă иçĕм çырлисене кăна илме юрать. Ку питĕ йывăр ĕç, çавăнпа та "Сотерн" эрехĕсем хаклă.
Паха эрехтăваканĕсем
тӳрлетСотерн тăрăхра чи паха эрехтăваканни — Кермен д'Икем (Chateau d'Yquem).1855 çуллахи Классификацинче Кермен д'Икем ( иçĕм лаптăкĕ 100 га ) Premier Cru Superier категори панă. Тата 11 Керменсене Premier Cru Classe категори панă :
Кермен ячĕ | Чăвашла кермен ячĕ | лаптăкĕ, га |
---|---|---|
Chateau La Tour Blanche | Кермен Ля Тур Бланш | 38 |
Chateau Lafaurie-Peyraguey | Кермен Лафăр-Пăрежей | 41 |
Chateau Haut-Peyraguey | Кермен Ă-Пăрежей | 12 |
Chateau Rayne Vigneau | Кермен Райн Виньё | 80 |
Chateau Suduiraut | Кермен Сюдирă | 92 |
Chateau Coutet | Кермен Кăтэ | 38.5 |
Chateau Climens | Кермен Клименс | 30 |
Chateau Guiraud | Кермен Жирă | 100 |
Chateau Rieussec | Кермен Рюссек | 90 |
Chateau Rabaud-Promis | Кермен Рабă-Прăми | 33 |
Chateau Sigalas-Rabaud | Kермен Сигалес-Рабă | 14 |