Ркацители
Ркацители ( грузинлă - რქაწითელი ) грузи шурă иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ - Грузи.
- Урăх ячĕсем : Мамали Ркацители, Дедали Ркацители, Кукура, Будашури, Королёк, Тополёк.
Ркацители - сиввĕ тӳсекен, пысăк тухăçлă ( пĕр гектартан 14-20 тонна çырласем парать ) сорчĕ.Çырлисем шурă тата сарă тĕслĕ.Хăш-пĕр чухне çырлисем шупка хĕрлĕ тĕспе пулаççĕ.Çырлисем каярах пиçеççĕ - юпа уйăхра.
Сарăлни
тӳрлетПĕтĕм тĕнчере Ркацители яхăн 40 000 гектарсемнче вырнаçнă. Ркацители Грузи, Раççей, Болгари тата Украина çĕршывсемче анлăн сарăлнă сорчĕ :
- Грузи : тăван енре Ркацители çырлисемчен эрехсем ( пылаксăр, пылак, хаярлатнă, чашкăракан ) тата коньяксем тума усă кураççĕ.Ялта Ркацители çырлисемчен тĕрлĕ пылак апатсем ( чурчхела, бекмес ) тăваççĕ ;
- Раççей : Дагестанра Ркацители яхăн 70 % иçĕм лаптăкĕ йышăннă.Чилайăш коньяк спирчĕ тума усă кураççĕ ;
- Украина : Крым çурутравра пĕтĕм иçĕм лаптăксемчен 30 % ытла Ркацители ӳстереççĕ.
- Тĕнчере Ркацители Болгарире, Китайра тата АПШ-че тĕл пулма пулать.
Каçăсем
тӳрлет- http://vinograd.info/sorta/vinnye/rkaciteli.html Ркацители иçĕм сорчĕ ( вырăсла )