Рислинг
Рислинг ( ним. Riesling )- паллă шурă иçĕм сорчĕ. Тăван çĕр: Германи. Анчах хăш-пĕррисем Эльзас (Франци) е Вахау (Австри) тăрăхсенчен рислинг тухнă теççĕ.
Ампелографи
тӳрлетРислинг - чи паха шурă иçĕм сорчĕ. Рислинг- сиввĕ тӳсекен сорчĕ. Хулăм хупăллă, чĕрĕ иçĕм хулли шартлама сивве те чăтать. Европара иçĕм çырлине юпа уйăхĕнче пуçтараççĕ. Тирпейлесе пăхмасăрах рислинг тĕрлĕ тăпра çинче аванах ӳсет. Рислинг валли чи кирли - Хĕвел çутти. Çавăнпа та чи чаплă эрехсене уçă тăвайккисенче ӳснĕ иçĕмрен тăваççĕ. Рислингран тунă эрехе пысăк юман пичкинче усраççĕ. Сивĕ çанталăкра ӳснĕ рислинг симĕс панулми, лимон, лайм тата шурă хирти чечек техĕмлĕ пулать. Ăшă çанталăкра ӳснĕ рислинг эрехĕнче грейпфрут, персик тата абрикос шăрши пур.Рислинг сорчĕ 1435 çултан паллă.
Гибридсем
тӳрлетГибрид - иккĕ е виççĕ сорта тĕпĕçтерсе тунă ӳсентăран.
- Рислинг доре (Riesling dore, Goldriesling): Рислинг рейнски х Вĕтĕ çырлалли Мускат (Франци: Эльзас енĕ);
- Рисланер (Rieslaner): Рислинг х Сильванер ( Германи: Франкони енĕ) ;
- Мюллер-Тургау е Риванер ( Muller-Turgau, Rivaner ) : Рислинг х Сильванер х Шасла ( Германире тĕп шурă иçĕм сорчĕ ) ;
- Кернер ( Kerner ) : Рислинг х Троллингер ( 1969 çулта ) ;
- Шойребе ( Scheurebe, Saemling 88 ) : Рислинг х Сильванер ( Георг Шой тунă ) ;
- Инкрочо Манцони 6-0-13 ( Incrocio Manzoni ) : Рислинг х Пино Бьянко ( Фриули облаçра ).
- Эмеральд Рислинг (Emerald Riesling) : Рислинг х Мюскадель.
Сарăлни
тӳрлетРислинг иçĕмĕнчен тĕрлĕ тăрăхсенче чаплă эрехсем тума пĕлеççĕ:
- Германи ( 21 500 га ): Рейн тата Мозель айлăмĕсем, Рейнгессен. Нимĕçсем рислинг иçĕмĕнчен "пăрлă эрех" - айсвайн тума юратаççĕ ;
- Австри: Рислинг валли "иккĕмĕш тăван çĕрĕ". Кунта Вахау эрехтăвакан тăрăхра чи чаплă эрехсем тăваççĕ. Дунай юханшывĕн тăвайккисемче иçĕм лаптăксем вырнаçнă. Кунта эрехтăвакансем чылайăш иçĕм çырлине алăпа кăна пуçтараççĕ;
- Франци ( 3 500 га ) : Тĕлĕнтермĕшле - паха рислинг сорчĕ, ăна ӳстерме Францире пĕр тăрăхра кăна ирĕк панă. Паянхи саккунпа Эльзас тăрăхĕнче кăна рислинг иçĕмĕнчен эрех тума юрать. Кунта тĕрлĕ эрех тăваççĕ: пылаксăр, пылак тата чашкăракан;
- Австрали: Клэр айлăмĕ, Аделаида сăртлăхĕ. Сивĕ çанталăклă Тасман утравĕнчи чаплă эрехсене 21-мĕш ĕмĕрте тума тытăнчĕç;
- Канада: Аслă кӳлĕсен тăрăхĕнче рислинг иçĕмĕнчен пылаксăр, пылак тата айсвайн тăваççĕ.