Ямпулат (Тури Услон районĕ)

ЯмпулатТутарстанăн Тури Услон районĕнчи ял. Хальхи вăхăтра Крестниково ялĕпе пĕрлешсе кайнă.

Ямпулат
Ямбулатово
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Тури Услон
Ял тăрăхĕ Ямпулат
Координатсем 55°29′33″ с. ш. 48°46′27″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1904
Наци йышĕ вырăссем, чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84379  
Почтă индексĕ 422587
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ 92 220 000 070
Ямпулат (Тури Услон районĕ) (Раççей)
Точка
Ямпулат (Тури Услон районĕ) (Тутарстан)
Точка

3 км ĕрлĕ Çыр (КАЗЫЛЪЯРЫ) чăваш ялĕ вырнаçнă.

Ялта "Заря" агрофирма, пуçламăш шкул, вулавăш, культура çурчĕ пур.

Кунçул

тӳрлет

1904-мĕш çулта хальхи Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Ямпулат ялĕ çыннисем ялĕпех Крестниково вырăс ялĕ çумне куçса кайнă [1]

Хальхи вăхăтра хайхи Вăрмар районĕнче "Ямпулат" текен ял чăнах та çук. Анчах та кÿршĕлле Тăвай районĕнче Анаткас Тушкил (вырăсла — "Ямбулатово") пур. Вăл пĕр вăхăт Вăрмар районĕнче шутланнă. Çавна май кунта çăлкуçсене çĕнĕрен тĕпчес шухăш та çуралать.

1920-мĕш çулччен Хусан кĕпернин Сĕве уесĕн Иваново вулăсне кенĕ, 1920-мĕш çултан ТАССР Сĕве кантонне кĕрет. 14.2.1927 хыççăн Теньково районне, 20.10.1931 хыççăн Тури Услон районне, 10.2.1935 хыççăн Теньково районне, 16.7.1958 Тури Услон районне, 1.2.1963 хыççан Зеленодольск районне, 12.1.1965 хыççăн Тури Услон районне кĕрет.[2]

Халăх йышĕ

тӳрлет

Пурăнан халăх 2002 мĕш çулхи çыравпа вырăссем - 61%, чăвашсем - 37%.

Халăх шучĕ: 1908 - 173, 1920 - 161, 1938 - 170, 1949 - 122, 1958 - 131, 1970 - 135, 1979 - 151, 1989 - 154, 2002 - 129 çын.

Çапла вара хальхи вăхăтра ялта ытларах чăвашсем мар, вырăссем пурăннă пек пулса тухать. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Чăн малтанах юнашарти Крестниково вырăс ялне Ямпулатпа пĕрлештернине асăнмалла. Çапла вара паянхи кун çав Крестниково вырăсĕсем те Ямпулат çыннисем пекех шутланса тăраççĕ.

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

тӳрлет
  • Коновалов Семён Васильевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ, "Несокрушимый" кинофильмри тĕп персонажăн прототипĕ.
  • Укатеров Григорий Николаевич (22.04.1922 çур.)[3]
  • Укадеров Григорий Николаевич (1915 çур.)
  • Укадеров Илья Кондратевич (1913 çур.)
  • Укадерова Елиферия Николаевна (1926 çур.)[4]
  • Укадеров Валерий Григорьевич — фермер[5]

Вуламалли

тӳрлет
  • Верхний Услон: край родной, навек любимый...:научно-популярное издание / Под ред.Л.Г. Абрамова.- Казань: По городам и весям, 2001,- 362 с.

Асăрхавсем

тӳрлет