Эверккел Ваççи

Эверккел Ваççи (чăн ячĕ Самойлов Василий Алексеевич, 1940, чӳк, 7, Вăтам Эверккел ялĕ, Куйбышев облаçĕ, (хальхи Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ çур.) — чăваш сăвăçи, прозă ӑсти, куҫаруҫи.

Эверккел Ваççи
Çуралнă чухнехи ят: Самойлов Василий Алексеевич
Çуралнă вăхăт: 1940, чӳк, 7
Çуралнă вырăн: Вăтам Эверккел ялĕ, Похвиçнĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи, проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1979).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1940 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Куйбышев облаçĕнчи (хальхи Самар) Похвиçнĕ районне кĕрекен Вăтам Эверккел ялĕнче çуралнă.

Вунă класс пĕтерсен пĕр вăхăт район хаçатĕнче ĕçленĕ. Выборг хулинчи (Ленинград облаçĕ) Тинĕс-Çар шкулĕнче вĕреннĕ. Çурçĕр флотĕнче моряк пулнă. Каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатра вăй хунă, çав хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетран куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. «Капкăнпа», «Хатĕр пул» («Çилçунат») журналсенче, «Хыпар» хаçатрă ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Эверккел Ваççин шӳтлĕ-йĕплĕ калавĕсем, сăввисемпе юптарăвĕсем республикăра тухакан хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Кану кĕнеки», «Хамăр хушăра» (сăвăсем, 1980), «Тухтăр чĕлхи», «Капкăн» библиотекинче «Каламалли пурччĕ» (калавсем, 1982), «Чарусăр алă» кĕнекисем пичетленсе тухнă.

Вуламалли

тӳрлет

Василий Самойлов // Çилçунат. – 1999. – № 5-6. – С. 23.

Василий Самойлов (Эверккель) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 424.

Йĕплет, питлет – утмăла çитет // Хресчен сасси. – 2000. – 3 чӳк.

Михайлов, В. Эверккел / В. Михайлов // Ялав. – 1984. – № 7. – С. 32.

Тимаков, В. Самар тăрăхĕн кулăш ăсти / В. Тимаков // Хыпар. – 2000. – 16 чӳк.

Юман, А. Василий Эверккель (Самойлов) / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). – 1995. – 4 чӳк.

Абрамов, В. А. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 619.

Афанасьев, П. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 353.

Ялгир, П. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 100.

Каçăсем

тӳрлет

Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

Литературная карта Чувашии(ĕçлемен каçă)