Шăхаль (Вăрмар районĕ)

Шăхаль, — Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи ял. Вăрмартан 19 çухрăмра вырнаçнă.
Шăхаль
|
Ялта культура çурчĕ, виçĕ лавкка, ача-пăча сачĕ, çыхăну уйрăмĕ, шкул пур. Шкулĕ 2007-мĕш çултан пуçласа тăхăр класлă шутланать. Кунтах икĕ яла пĕрлештерекен администраци центрĕ вырнаçнă.
Халăх йышĕ Тӳрлет
Ялта 562 хуçалăх. Ытларах енĕпе чăвашсем пурнаççĕ. Пĕтĕмĕшле халăх йышĕ 1600 çывхарать.
Кун-çулĕ Тӳрлет
Ял ячĕ тутарла: Шах Алей тенинчен пулнă. Ял пилĕк ĕмĕр каялла чăтлăх вăрманти шурлăхлă вырăнта йĕркеленнĕ. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, ял районта чи ваттисенчен пĕри.
1927 çулчен Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1926 çулхи юпа уйăхĕн 29 тарин Кавал вулăсне кĕнĕ, кайран вара, районсене туса хуриччен, Вăрмар вулăсне.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрмар районне кĕрет.
Паллă çынсем Тӳрлет
Çак ялтан тухнă чăваш культурин ĕçченĕсем:
- Элле Кузьма Васильевич, — историк;
- Г. Пуклакова, — юрăç;
- Н. Пуклаков, —спортсмен;
- Н.П. Иванов, — композитор.
Кунта ĕçленĕ Тӳрлет
- Никита Ларионов — чăваш сăвăçи, прозăçи.
Вуламалли Тӳрлет
Каçăсем Тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |