Элле Кузьма Васильевич
Элле Кузьма Васильевич, (1896 çул, чӳк, 1, Шăхаль ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) — 1974 çул, Гомель хули, Беларуç) — паллă чăваш историкĕ, этнографĕ, педагогĕ, халăх пултарулăхне пухаканĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
Элле Кузьма Васильевич | |
Çуралнă вăхăт: | 1896, чӳк, 1 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шăхаль ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, халĕ Хусан кĕперни) (халĕ Чăваш АССР) |
Вилнĕ вăхăт: | 1974 |
Вилнĕ вырăн: | Гомель, Беларуç |
Патшалăх: |
Пурнăçĕ
тӳрлет1896 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕрекен Çĕрпӳ уесĕнчи Кивĕ Шăхальте (халĕ Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕ) çуралнă.
Ялти земство шкулĕнче, Тăвайри икĕ класлă училищĕре, Гурий святитель тăванлăх шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче, педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1917–1921 çулсенчи граждан вăрçине хутшăннă, Колчака хирĕç çапăçнă. 1922–1930 çулсенче тĕрлĕ шкулта, педтехникумра ачасене вĕрентнĕ. Каярах виçĕ çул Ленинградра аспирантурăра пĕлĕвне ӳçтернĕ. 1933–1935 çулсенче Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ, институт вулавăшĕн пуçлăхĕ. 1942 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ.
1944–1948 çулсенче Чăваш Республикин археологипе этнографии карттине туса хатĕрленĕ. Унта тăватă пин ытла тĕрлĕ палăка палăртса хăварнă (чӳк, киремет вырăнĕсем, йăласемпе çыхăннă ытти тăрăхсем), карттăпа пĕрле справочник каталогне тунă.
1937 çултан пуçласа мĕн виличченех К.В. Элле СССРти тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕнче, çав шутра Одессăри педагогика, Артемьевскри вĕрентекенсен, Гомельри педагогика институтĕнче аслă преподавательте, доцентра, кафедра заведующийĕнче ĕçленĕ.
Пултарулăхĕ
тӳрлетК.В. Элле анлă тавра курăмлă çын пулнă. Унăн эткерĕ: «Акатуй» ятлă кĕнеке (1935), чăваш этнографийĕпе, фольклорĕпе çыхăннă хĕрĕх икĕ наука ĕçĕ, икĕ пин ытла ваттисен сăмахĕпе каларăш, виçĕ пин тупмалли юмахпа пин ытла сăнав, виç çĕр ытла юмах, халăх юррин тăхăр пин куплечĕ. Мĕн пур пичетленмен эткерĕ ЧПГĂИ архивĕнче упранать.