Чулхула чукун çулĕ
Го́рький чукун çулĕ (ГЧÇ — УАО «РЖД» филиалĕ) Чулхула, Улатимĕр, Киров, Кисан облаçĕсен тата Мордови, Чăваш Ен, Удмурти, Тутарстан, Мари Эл республикисен территорипе пырать. Агрыз-Солдатка турачĕ Пермь Енĕн, Свердловск облаçĕсем тата Пушкăртстан çĕрĕсем витĕр пырать. Çул управленийĕ Чулхулара.
Горький чукун çулĕ | |
Тулли ячĕ: | Горьковская железная дорога |
---|---|
Ӗç çулĕсем: | 1953 çултанпа |
Патшалăх: | Раççей |
Управлени хули: | Чулхула |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | УАО «РЖД» |
Телеграф кодĕ: | ГОРЬК |
Хисеп кодĕ: | 24 |
Тасăлăвĕ: | 7987 км |
Çулăн веб-сайчĕ | |
Çулăн хальхи чиккине малтан Мускав-Чулхула, Мускав-Хусан, Вятка-Двина чукун çулĕнче пулнă Горькипе Хусан чукун çулĕсен пайĕсем кĕнĕ.
Пĕтĕм тăсăлăвĕ — 7987 км. Çулсен пур вăрăммăшĕ — [1].
12 066,4 км2007 çулта чукун çул 112441 контейнер, (вĕсенчен 30980 нумай тоннăллă) тиесе куçарнă. Контейнерсене 907,6 пин тоннă япала (вĕсенчен 621,3 пин тоннă нумай тоннăлли).[2]
Кун-çулĕ
тӳрлетЧулхула чукун çулне тăвас пĕрремĕш проекчĕсем XIX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсенче çуралнă. Чукун çул эрешне тума, унăн пĕрремĕшĕ Мускав-Чулхула пайĕ, Раççей 1850-мĕш çулсен вĕçĕнче кăна пикенет.
Çул тума иккĕ пайĕнче тапратаççĕ. Мускав — Улатимĕр йĕрĕнче ĕçсене 1858 çулхи çу уйăхăн пĕрремĕш пайĕнче пуçланă. Улатимĕр — Чулхула пайне тăвас ĕç 1859 çулхи çуркунне çеç чĕрĕлет. Официаллă пуйăссен куçăмĕ Мускавран Улатимĕре çити 177 çухрăм пайĕнче 1861 çулхи çулла уçăлать. Ытларах мăран çул-йĕр тăвасси Улатимĕр-Чулхула хушшинче пынă. Тепĕр çул ытларах вăхăт иртсен тин вĕçленет. Пĕтĕмпех Мускав-Чулхула чукун çулне 1862 çулхи я çурла, 1 тĕлне ĕçе яраççĕ. Тепĕр 30 çултан Мускав — Чулхула пайĕ иккĕ енлĕ çуллă пулса тăрать.
1864 çулта кунсерен икĕ мăшăр пассажир пуйăсĕ Мускав ←→ Улатимĕр тата Мускав ←→ Чулхула курсĕпе çӳренĕ. Мускавран Улатимĕре çитесси хĕлле 6 сех. 30 мин. яхăн тата çулла 6 сех. 15 мин. яхăн, Чулхулана çити хĕлле 15 сех. 15 мин. яхăн тата çулла 14 сех. 35 мин. яхăн пулнă . Чулхула ярмăрки ĕçленĕ вăхăтра хушма пуйăса çула янă[3].
1880 çулхи çу уйăхĕнче Чулхула чукун çулне çыпçăннă Мурăм йĕрĕнче куçăм тапранать.
1894 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче правительство Мускав-Чулхула çулне хыснана тӳлесе илет.
Çав çултах Мурăм çулне Мускав-Курск тата Мускав-Чулхула чукун çулĕсен пĕрлехи тытăмне кĕртеççĕ.
Уйрăмĕсем
тӳрлетЕртӳçлĕхĕ
тӳрлетÇул пуçлăхĕсем
тӳрлет- 1999 — Шарадзе Омари Хасанович
- 1999—2002 — Зябиров Хасян Шарифжанович
- 2002 — Шайдуллин Шевкет Нургалиевич
- 2004 — Сехин Виктор Федорович
- 2007 — Козырев Сергей Витальевич
Тĕп инженерсем
тӳрлетПерспективăсем
тӳрлетГорький чукун çулĕн Чулхула←→Мускав сывлăш транспортне йыхăр сĕнесшĕн план пур.
Чулхуларан Мускава пассажирсене 3,5 сехетре (халĕ чи хăвăрт пуйăс 4 сех. 38 м. пырать) пĕрремĕш хăвăрт пуйăса 2010 çулхи ака уйăхĕнче ĕçе ярасшăн.[4]
Йĕр çине ултă мăшăр Siemens хăвăрт пуйăссене: ирпе, кăнтăрла тата каçхине кăларасшăн. Пуйăссен вăтам хăвăртлăхĕ 160 км/сех. пулмаллла. Куçăм хăвăртлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ГЧÇ Чулхуларан Петушки чарăнăвне çити тата 28 чарăнăва çĕнетмелле. Çулсене модернизацилес хакĕ — 10 млрд тенкĕ. 2008 çулта «Чулхула — Мускав» çулне çĕнетес ĕçе 4,6 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Петушки — Улатимĕр, Улатимĕр — Федулово, Федулово — Сарыево çул пайĕсене, çаплах çул çинчи икĕ туртăм хушăри электростанцинине çĕнетесшĕн.[5]
Кунсăр пуçне, пачах урăхла çав тери хăвăрт Мускав←→Чулхула çĕнĕ йĕре Япони инвесторĕсен укçипе тăвас ĕмĕт те пур[6].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ http://www.grw.ru/wps/portal/gzd?STRUCTURE_ID=4152 2009 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Цифрăсемпе фактсем] Горький чукун çулĕн сайтĕнче
- ^ «Горьковская магистраль перевезла за год 112441 контейнеров»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606-1829 (Online) 10 января 2008 года
- ^ Памятная книжка Нижегородской губернии на 1865 г. Нижний Новгород, 1864. С. XIX
- ^ http://www.regnum.ru/news/1189612.html
- ^ «ГЖД вложит в скоростную дорогу до Москвы 4,6 млрд руб»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606-1829 (Online), 11 января 2008 года
- ^ «До Москвы поездом за 3,5 часа»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606—1829 (Online) 2 октября 2007 года
Каçăсем
тӳрлет- Горький чукун çулĕ 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. — филиалăн официаллă сайчĕ
- Схема дороги на сайте РЖД(ĕçлемен каçă)
- ГЧÇ фирма пуйăсĕсем 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Строительство главного железнодорожного пути на участке Киров-Котельнич Горьковской железной дороги, sevstroyput.ru, 16 сентября 2008(ĕçлемен каçă)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |