Челомей Владимир Николаевич
Челомей Владимир Николаевич — механикăпа управлени енĕсен совет вăхăтĕнчи ăсчах, «НПО Машиностроение» никĕслекенĕ, талантлă ертӳç, профессор.
Владимир Николаевич Челомей | ||||||||||||||
![]() | ||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1914, çĕртме, 30 | |||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: |
Седльце хула, Люблин кĕперни, Привислин Ен, Раççей империйĕ | |||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1984, раштав, 8 | |||||||||||||
Вилнĕ вырăн: |
Мускав хула, , СССР | |||||||||||||
Ăслăх сфери: | механика, тытăмлану процесĕсем | |||||||||||||
Ăсчах степенĕ: | техника ăслăхĕсен тухтăрĕ (1951) | |||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: |
профессор, СССР ĂА академикĕ (1962) | |||||||||||||
Альма-матер: | Киев авиаци институчĕ | |||||||||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
ПурнăçĕПравить
1914 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Седлец (Польша) хулинче çуралнă.
Ачалăхпе çамрăклăхĕ Полтавăра иртнĕ. 1937 çулта Киев авиаци институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1939 çулта Владимир Николаевич ăслăх кандидачĕн дисертацине хӳтĕленĕ. 1940 çулта ăна ССРП Ăслăх Академийĕ çумĕнчи докторантурăна илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан ПуВРД (Пульсурующий Воздушно-Реактивный Двигатель) тăвас ыйтусемпе тăрмашать. ПуВРД — çунатлă ракетăсен тĕп никĕсĕ. Вăрçă вăхатĕнче Владимир Николаевич П.И. Баранов ячĕллĕ Авиаци моторĕсене тăвакан тĕп институтра вăй хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче 51-мĕш завод çумĕнче çĕршывра пĕрремĕш ертсе пымасăр вĕçекен аппаратсем шутласа кăларакан ОКБ никĕсленĕ. 1944 çултанпа Владимир Николаевич ертсе пынипе 10Х, 14, 16Х ПуВР двигательпе вĕçекен çунатлă ракетăсем шутласа тĕпчесе тунă.
1952 çулта профессор ятне тивĕçет. 1961 çулта Н.Е. Бауман ячĕллĕ МПТУ-ра тухтăр дисертацине хӳтĕлет.
1984 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.
ӖçĕсемПравить
- Космос аппарачĕ МП-1 (1961, раштав, 27)
- Баллистика ракети УР-100;
- Баллистика ракети УР-200;
- Баллистика ракети УР-500 (хăпартакан ракета "Протон");
- Маневрлă космос аппарачĕ "Полет-1" (ИС системи) (1963, юпа, 1);
- Тĕпчев космос аппарачĕ (УС системи) (1965, раштав, 28);
- "Протон" тĕпчев космос аппарачĕсем (1965-1968: 4 станци);
- "Алмаз" космос станцийĕ (каярахпа "Алмаз" никĕсĕсемпе "Салют", "Мир" космос станцийĕсем тунă).
ЧысланиПравить
ФильмсемПравить
- Л. Млечин. Советский космос: Четыре короля (2012).
- Звёздные войны Владимира Челомея. ВГТРК, 2014 г.
АсăнмалăхПравить
Объектсене панă хисепсемПравить
- Челомей урамĕ (Мускав)
- Челомей лапамĕ (Реутов)
- Челомей урамĕ (Реутов)
- Астероид 8608, Крым обсерваторийĕ.
АсăнмалăăхПравить
- Галерея
Çав. пекехПравить
ВуламаллиПравить
- Бодрихин Н. Г. Челомей — М.: Молодая гвардия, 2014. — 490[6] с: ил. (Серия «Жизнь замечательных людей», вып. 1476) — ISBN 978-5-235-03718-2
- Челомей, Владимир Николаевич // Биографический словарь деятелей естествознания и техники: В 2-х томах / Яв. ред. А. А. Зворыкин; Ред. кол.: Н. Н. Аничков, И. П. Бардин, А. А. Благонравов и др.; Институт истории естествознания и техники Академии наук СССР. — М.: Гос. науч. изд-во «Большая Советская Энциклопедия», 1959. — Т. 2 (М—Я); Дополнения и изменения. — 30 000 экз. (куç.)
- Афанасьев И. Леонардо ХХ века. К столетию со дня рождения Владимира Челомея // Новости космонавтики. — 2014. — В. Новости космонавтики. — Т. 24. — № 06.
- Берег Вселенной. // Под ред. Болтенко А. С. — Киев: Феникс, 2014. — ISBN 978-966-136-169-9
АсăрхавсемПравить
КаçăсемПравить
Владимир Николаевич Челомей Викиампарта? |
Челомей Владимир Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Веб-сайт ФГУП «НПО Машиностроения»
- История ОКБ В. Н. Челомея
- Выдержка из Энциклопедии «КОСМОНАВТИКА»
- Владимир Челомей — гений под номером…
- М. Згуровский. Засекреченный конструктор
- Окара О. И. Догонять — значит отставать!
- Видео: Биография конструктора Архивленĕ 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2008 çулта.
- О знаменитом конструкторе авиационной и ракетной техники В. Н. Челомее