Реутов
Реутов | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Мускав облаçĕ |
Никĕсленĕ: | XVI ĕмĕр |
Хула, çултан: | 1940 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 112 (2024) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 55°46′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 37°52′ х.т. д. |
Реутов, — Мускав облаçĕнчи хула. Мускавран хĕвелтухăçнелле, МКАД çумĕнче ларать. Кăнтăр енче Люберцы хули, çурçĕр-хĕвелтухăç енче Балашиха вырнаçнă. Курск вокзалĕнчен тухакан чукун çул хулана икĕ пая пайлать: çурçĕр енче — тĕп (е кивĕ) хула, кăнтăр енче — çĕнĕ хула (юнашар Ново-Косино).
Хула мэрĕ — Ходырев Александр Николаевич.
Истори
тӳрлетРеутово ятне пĕрремĕш хут 1573 çулта асăннă.
1824 çулта Реутово салинче хутавăр фабрикине уçнă. Çакăн хыççăн Реутов вăйлă аталанма пуçлать. 1928 çулта Реутова ĕçчешсен посёлокĕ ятне параççĕ. 1929-1941 çулсенче — район администрацийĕ вырнаçнă.
1940 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн ĕçчешсен посёлока хула шайне кĕртеççĕ. 2003 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе хулана ăслăлăх хули ята панă.
Спорт
тӳрлетРеутов хулинче «Приалит» ФК пур, вăл Раççей чемпионатĕнчи 3-мĕш дивизионĕнче вылять.
Паллă çынннисем
тӳрлет- Ефремов Герберт Александрович — ракетăсем тăвакан тĕп конструктор.
- Челомей Владимир Николаевич — ракетăсем тăвакан тĕп конструктор.