Çыранçи Чаллă кунçулĕ

(Чаллă историйĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Авалхи Чаллăна хальхи Маматăш патĕнче никĕсленĕ.

Çак хулана тутар-монголсем 1236 çулта çĕмĕрсе тăкнă пулас. Çапах та вăл питĕ хăвăрт ура çине тăнă.

Тутар–монголсем тапăнса килсен Атăлçи Пăлхар иккĕне пайланса кайнă. Вара 1278 çулта пĕр-пĕринпе хирĕçсе тăракан икĕ пиклĕх пулнă: Тухăçри — Çарăмсан патшалăхĕ, Анăçри — Сăвар патшалăхĕ. Сăвар патшалăхĕнче тутар-монголсене юраса та сутăнса пурăннă Каçи-Парăç ăрăвĕ хуçаланнă, вĕсене асанçăсем тенĕ. Çарăмсан патшалăхĕнче вара аслă чаплă Челпир патшан тăхăмĕсем ертсе пынă, вĕсене ашравçăсем тенĕ. Ашравçăсем авалхи пăлхар-чăваш йăли-йĕркисене тытса пынă, çичĕ ютсемпе хутшăнман. Вĕсем Чаллăпа Çăкату хулисенче пурăннă. Асăнçăсем ĕнтĕ тутар-монголсемпе, кыпчаксемпе хутшăнса, ислам тĕнне кĕрсе пынă. Вĕсем Хусан хулине тытса тăнă.

XIV ĕмĕр варринче тутар-монголсемпе кăпчаксем пулашнипе асанçăсем ашравçăсене çĕнтерме тытăннă. Çакăнтан пуçласа вара пĕтĕм Атăлçи Пăлхар çĕрĕ тутарланасси пуçланать. Чăвашсен авалхи асаттисем çурçĕрте, хальхи Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕве патĕнче çеç питĕ çирĕп тăнă.

Пăлхар-Сăвар çĕрĕнчи халăх ислама тухса пынă. Аваллăха, тăван чĕлхене упракан чăвашсене Чулман Атăл еннелле куçарма тытăнаççĕ. Хуласенче тутарланасси хĕрсе пырать. Аваллăх, хальхи саманари пекех, ялсенче çеç упранать (Хальхи чăвашсен, хăйсен йăлисене сыхласа аталантарса пырас тесен, пурнăç йывăр килсен те чăваш уявĕсене кашни ялта ирттермелле, хуласенче те чăваш чĕлхине сарма тĕрлĕ меслетсем тупмалла.)

1430 çулта Атăлçи Пăлхар каллех икĕ пая тухать. Чăвашлăха, авалхи пăлхарлăха упрас текенсем, уйрăлса тухса, Тухăçъен Пăлхар çĕршывĕ йĕркелеççĕ, шĕкĕр хули — Чаллă пулать. Ун чухне чăвашсем 50 пинлĕ çар çеç пухма пултарнă, çапах та вĕсем чылай хушă тапăнса килекен вырăссенчен çăлăнса пурăннă. Чăвашсен кӳписем çирĕп пулнă, вĕсем ку таврара чи малтан пăшалсемпе усă курнă. 1376 çулта вĕсем анăçран тапăнса килекен Дмитрий Донской çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ.

Анчах та çапла патшалăх нумайчен тытăнса тăма пултарайман. Тухăçъен Пăлхар пикĕсем тутарсемпе кăпчаксен çарĕсене тарма тытăнаççĕ.

«Основной опорой Ашрафидов были свободные булгарские крестьяне (субаши) и служилые феодалы (казаки) Чалмы-Черемшанской провинции и не принадлежащие хану части Казанской области, составляющее ядро чаллинской армии — лучшей в стране», -

çырать тутар историкĕ Фаргат Нурутдинов.

1482 çулта Тухăçъен Пăлхар тата икĕ пая пайланса каять. Çакă та патшалăха хавшаклатать. Пĕр-пĕринпе çапăçакан ашравçăсем тăванĕсемпе çапăçма хăйсем патне ирĕклĕ кăпчаксемпе тутарсене хăйсен ханĕсемпе, мăрсисемпе чĕнеççĕ. Майĕпен-майĕпен Чаллă таврашĕнче ют чĕлхе çĕнтерсе пыма пуçлать, вăл патшалăха тата вăйсăрлатать. Вырăс ушкуйникĕсем пĕрмаях тапăнма тапăна килеççĕ, чăваш ялĕсемпе хулисене çунтарса яраççĕ.

1506 çулхи çĕртме, 25 кунĕнче «Чаллăри çапăçу» пулса иртет. Пăлхар-чăвашсем вырăссен çĕр пинлĕ çарне пуçĕпех çапса тăкаççĕ.

1556 çулта вырăс çарĕсем Чаллă хулине туртса илсе çунтарса яраççĕ. Тухăçъен Пăлхар патшалăхĕ пĕтсе ларать, пăлхар-чăвашсем ислам тĕнне тухса тутарланса каяççĕ. Мускав патшисем кунти ирĕклĕхе юратакан чăвашсене тĕрлĕ çĕре куçарса кайма тытăнаççĕ, Ливони вăрçине пинĕ-пинĕпе ăсатаççĕ, Псков, Новгород, Смоленск таврашне кнеçсем, «служилăй турхансем» туса яраççĕ. Тухăçъен Пăлхарăн пушаннă ялĕсене тăрахĕсене ислам тĕнĕпе пурăнакан кăпчаксене куçарса пыраççĕ. Çапла вара Атăлçи Пăлхарăн пулнă чи мухтавлă тарăхĕсем «тутарланса» пĕтеççĕ…

Вуламалли

тӳрлет