Чаллăри çапăçу

Чаллăри çапăçу 1506 çулхи çĕртме, 25 кунĕнчи пăлхар-чăвашсен чаплă çапăçăвĕ.

Истори

тӳрлет

1506 çулта Д.В.Шеин, М.Ф.Курбский, Ф.И.Палецкий ертсе пынă вырăс çарĕсем Чаллă хули патне çитеççĕ. Вĕсен чи аслă вăйпучĕ Дмитрий Жилка пулнă. Пăлхар-чăвашсем хăйсен хулине юлашки юн тумламĕ тухичченех хӳтĕлеме шутлаççĕ. Вĕсене мăсăльманланнă пăлхар-чăваш çарпуçĕ Мухаммет-Амин ертсе пынă. Пăлхар-чăвашсем вырăссен çĕр пинлĕ çарне пуçĕпех çапса тăкаççĕ. Çапăçу хирĕнче 60 пин Мускав çынни выртса юлать, ыттисем тарма пуçлаççĕ. Çав çапăçуран вырăссен 8 пин çарçынни кăна чĕррĕ-сыввăн килне таврăннă.

Ку вăл пăлхар-чăвашсен историллĕ юлашки чаплă çĕнтерĕвĕ пулнă.

«И разгневася господь против русских вои, отняв у них храбрость и мужества, —

çырнă çакă çапăçу пирки вырăссен истори хучĕсенче. —

Русские же воям всем спящим от труда пушного опочивающим,— и храбрых человек сердца, без помощи божия, восколыбася, мягчая женских сердец, и слабейша, и поедаша их всех мечем толикое множество, аки клас, юнош младых и средневечных мужи. И покрыся лице земли трупьем человеческим, поле Арское и царев луг, кровию чермнившеся…»

Вуламалли

тӳрлет