Чăваш Енĕн экономики
Чăваш Енĕн экономики «вăтаммисемпе» аутсайдерсем хушшшинче шутланать. Кашни çын шутне РШЯ (регионри пурнăç хакĕпе танлаштарнăскер), Раççейри вăтамринчен 54% шутланать. Атăлçи федераци тăрăхĕнче кăтартусемпе начар аталаннă кӳршĕ Пензăпа Киров облаçĕсемпе, Атăл-Нухрат экономика районĕнчи Мордва тата Мари Эл республикисенчен лайăхрах пулать. Ял хуçалăх индустринче РШЯ Раççей Федерацирин вăтам кăтартăвенчен икĕ хут лайăхрах (9,4 тата 4,9% танлаштарсан), РШЯ промăçлаха 31% парать (РФ вăтамран – 33,2%).
Пĕрлехи хыпарТӳрлет
Республика промăçлăхĕн тĕп отраçлĕ — машинăтаваслăх тата металлообработка:
Шупашкарта:Тӳрлет
Прибор тăвакан савут, Шупашкарти В. И. Чапаев ячĕллĕ ĕçлев пĕрлешĕвĕ, Электроникăпа механика савучĕ, «Контур» савут (микросваркăпа микропайка валли инструмент, алмаз инструменчĕ, видеокассетăсем тата ур.), «Текстильмаш» (тĕрт станокĕсем), Шупашкарти промăçлăх тракторĕсен савучĕ[1], ХАО НПВФ "Сварка[2], Электросила[3], агрегат савучĕ[4], цистернăсем тăвакан "Çеçпĕл" фирма, Суту-илӳ хатĕрсемтăвакан "Торгтехника", "Элинокс" ; урăх хуласенче: «Чăвашкабель»[5], Элара[6], Электроаппаратура савучĕ[7], Электроникăпа механика савучĕ[8]Шупашкарти электромеханика савучĕ[9], Электровиçев приборĕсен савучĕ «Электроприбор»[10], Пăрăх савучĕ[11], Меркурий НПК[12]
СĕнтĕрвăрриреТӳрлет
Кабель савучĕ Сĕнтĕрвăрри хули;
ÇĕмĕрлереТӳрлет
Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен савучĕ (промăçлă тракторсем, ял хуçалăх машинисемпе автомобильсем валли янтă пайсем)[13][14], УАО «Çĕмĕрлери сăран-тир Фабрики».
КанашраТӳрлет
Канашри автоагрегат савучĕ[15], Канашри электропогрузчиксен савучĕ[16], Канашри вакун юсав савучĕ, Канашри технологи оснасткин савучĕ[17] тата ур.
КуславккаТӳрлет
Куславккари автофургонсен комбиначĕ[18] вырнаçнă.
УлатăрТӳрлет
Улатăрта механика савучĕ ĕçлет.
Хими промăçлăхĕТӳрлет
Çĕнĕ ШупашкарТӳрлет
Хими промăçлăхĕ аталаннă («Химпром»[19] , Çĕнĕ Шупашкар), Вăрнарти хутăш препартсен савучĕ;
Çăмăл промăçлăх:Тӳрлет
Атăл текстиль компанийĕ[20] («Шупашкарти мамăк-хут комбиначĕ», «Лента»[21], «Шупашкар трикотажĕ»), Шупашкарти мамăк фабрики, * УАО «Çĕнĕ Шупашкарти мамăк тĕртев фабрики „Пике“», Паха тĕрĕ[22].
ЭнергетикаТӳрлет
Атăл çинче Чăвашэнерго шутне кĕрекен Шупашкар ГЭСĕ 800 МВт (проект хăвачĕ 1404 МВт) ĕçлет (халиччен те проектри хăватне çитермен).
Çаплах, Чăвашэнерго шутне Шупашкарти ТЭЦ-2 (çитнĕ хăвачĕ 460 МВт, 1270 Гкал/сех), Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦ-3 (430 МВт, 1339 Гкал/сех), Шупашкарти ТЭЦ-1 (12 МВт, 260 Гкал/сех), Улатăрти ТЭЦ (40 Гкал/сех) кĕрет.
Апат-çимĕç промăçлăхĕТӳрлет
Апат-çимĕç промыçлăхĕнче "Акконд" кондитер фабрики палăрса тăрать. Шупашкарпа Вăрнарта аш-какай тирпейлекен комбинатсем ĕçлеççĕ.
«Чебоксарский» ликёрпа-водка савучĕ, Етĕрнери тата Сĕнтĕрвăрри спирт савучĕсем халь ĕçлемеççĕ.
ТранспортТӳрлет
Республикăра Шупашкар аэропорчĕ[23] ĕçлет.
Чăваш Ен çĕрĕ витĕр федераци шайĕнчи М7 «Атăл» автомобиль çулĕ иртет. Çаплах, «Шупашкар—Чĕмпĕр», «Çĕрпӳ—Хусан» тата республика автоçулсем (2342 çм) пур.
- «Транссибăн Кăнтăр тĕлĕ»
- Нефть пăрăхĕ Элмет — Чулхула-2,3 138000 тонна/тлк
- Нижнекамск НПЗ — Элмет — Чулхула нефть пăрăхĕ - 1 2500 тн/тлк
- Ямбург — Анăç чикĕ, Ямбург — Елец-1,2, Уренгой — Ужгород, Уренгой — Центр-1,2, Ямбург — Тулă-1,2 тата Анат Турă — Пермь — Чулхула магистраль газ пăрăхĕсем. Пĕтĕм ĕçлевĕ — 810 млн м³/çек
ЛЭПăн «Кострома ГРЭСĕ—Чулхула—Хусан—[[Зая ГРЭСĕ] инçе магистралĕ ĕçлет.
БанксемТӳрлет
Чăваш Енре пысăк Раççей банксем хăвăн филиалсем уçнă : Сбербанк РФ, ВТБ, Альфа-банк, Уралсиб т.ыт. Вырăнти банксем :
Банк ячĕ | Хула | Актив ( млн. тенке ), 1 ака 2011 | Вырăн |
---|---|---|---|
Чувашкредитпромбанк | Шупашкар | 3 881 | 366 |
Мегаполис | Шупашкар | 1 567 | 579 |
ОБР | Шупашкар | 1 271 | 636 |
Шумерлинский | Çĕмĕрле | 1 160 | 647 |
Бизнес для бизнеса | Етĕрне | 674 | 760 |
ВуламаллиТӳрлет
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ УАО «Шупашкарти промăçлă тракторсен савучĕ»
- ^ ХАО НПВФ "Сварка"
- ^ "Электросила"
- ^ УАО «Шупашкарти агрегат завочĕ»
- ^ АО «Шупашкарти кабель япалисен савучĕ Чăвашкабель»
- ^ Шупашкарти прибор тăвакан савут — УАО НПК «Элара»
- ^ ХАО «Шупашкарти электроаппаратура савучĕ»
- ^ УАО «Электроникăпа механика савучĕ»
- ^ ХАО «Шупашкарти электромеханика савучĕ»
- ^ Шупашкарти электроаппаратура савучĕ Электроприбор"
- ^ Шупашкарти пăрăх савучĕ
- ^ НПК "Меркурий
- ^ УАО «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ»
- ^ УАО «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ»
- ^ УАО «Канашри автоагрегат завочĕ»
- ^ УАО «Канашри электропогрузчик завочĕ»
- ^ Канашри технологи оснасткин савучĕ
- ^ АУОТ «Куславккари автофургон комбиначĕ»
- ^ Шупашкарти ĔП «Химпром»
- ^ УАО «Текстильмаш»
- ^ АО «Лента»
- ^ ООО «Паха тĕрĕ»
- ^ Шупашкар авиапредприятийĕ
КаçăсемТӳрлет
- Чăваш Республикин экономика ататланăвĕн, промăçлăхăн тата суту-илӳ министерстви
- Чăваш Енĕн социаллă-экономикăллă портречĕ
- Чăваш Ен экономики тĕрĕс çулпа пырать
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |